Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫыранӗнче (тĕпĕ: ҫыран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Бородин полкӗнчи тепӗр виҫӗ рота Могильник ялӗнче резерва юлмалла, улттӑмӗш ротӑн пӗр пайӗ Вага юханшывӗн сылтӑм ҫыранӗнче тӑракан артиллерие хӳтӗлемелле, тепӗр пайӗ сулахай ҫыранта ҫапӑҫакан Сергунько батальонне пулӑшмалла.

Из трех других рот полка, которым командовал Бородин, две оставались в резерве в деревне Могильник, а шестая рота частью прикрывала артиллерию, стоявшую на правом берегу Ваги, частью должна была поддерживать огнем батальон Сергунько, действовавший на левом берегу.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Вага юханшывӗн сылтӑм ҫыранӗнче ларакан Шенкурск хулине хӑйне виҫӗ йӗрке йӗплӗ пралук карта тытса ҫаврӑннӑ тата вунултӑ блокгауз туса лартнӑ.

Сам Шенкурск, стоящий на правом берегу Ваги, был обнесен тремя рядами проволочных заграждений и окружен шестнадцатью блокгаузами.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Унӑн сылтӑм ҫыранӗнче, Вологда чугун ҫулӗпе Ҫурҫӗр Двина хушшинчи Шенкурск хулинче, интервентсен штабӗ вырнаҫнӑ.

На ее правом берегу в городе Шенкурске, лежащем между Вологодской железной дорогой и Северной Двиной, разместился штаб интервентов.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Студента е тӑшман ҫыранӗнче вӗлернӗ, е вӑл Вагӑна штурмланӑ чухне путса вилнӗ, тесе каласа пачӗ Драницын.

Он высказал предположение, что студент либо убит на вражеском берегу, либо потонул во время штурма Ваги.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Двинан сылтӑм ҫыранӗнче, Ростов ялӗ ҫывӑхӗнче, шуррисен чаҫӗсемсӗр пуҫне тата шотландецсем те пурри ҫинчен каласа пачӗ.

Рассказал, что на правом берегу Двины, у селения Ростовского, кроме белых частей, находятся еще и шотландцы.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Унта, Вагӑн ку енчи ҫыранӗнче мӗнле? — ыйтрӗ разведчиксенчен Павлин.

— Как там на нашем берегу Ваги? — спросил разведчиков Павлин.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Юханшывӑн сылтӑм ҫыранӗнче, ҫӳллӗ те чӑнкӑ шырлан тӑрринче, вылянса тӑракан кӑвак тӗтре ӑшӗнче, Анат Тойма ятлӑ пысӑк ял сарӑлса ларни курӑнать.

На правом берегу реки, высоком и крутом, в серой ползучей дымке виднелось широко раскинувшееся селение Нижняя Тойма.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

«Марат» Вологда шывӗн сулахай ҫыранӗнче, пристаньтен аяларахра тӑрать.

«Марат» стоял на левом берегу Вологды ниже пристани.

6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Пӗр каҫхине приютрисем урама юрпа выляма тухнӑ, вӗсем Уржумкӑн ҫӳллӗ те чӑнкӑ ҫыранӗнче пӑр ҫинелле темле хура ҫӑмха шуса аннине курнӑ.

Как-то вечером, когда приютские вышли на улицу поиграть в снежки, они заметили, что с высокого крутого берега Уржумки катится вниз прямо на лед какой-то темный комок.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Ташши вӗсен — вӑрман хыҫӗнчен уйӑх хӑпарнӑ вӑхӑтра савӑнӑҫлӑ эвенксем Тугурӑн хӑйӑрлӑ ҫыранӗнче ташлакан ташӑ.

Они танцевали танец, какой обыкновенно танцуют веселые эвенки на песчаном берегу Тугура в час, когда восходит над лесом луна.

XIV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Кӑнтӑрла иртсен виҫӗ сехетре юханшывӑн сылтӑм ҫыранӗнче ишӗлсе аннӑ шӑллӑ стена пек туйӑнакан Покатоа-Вендж сӑрчӗсен пирвайхи кӑтрашкисем курӑнчӗҫ.

В три часа пополудни на правом берегу реки показались первые отроги горной цепи Покароа Рэндж, похожей на разрушенную зубчатую стену.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Айртон «Британи» ҫинче боцманра ӗҫлени паллах, тата ҫав карап Австралин хӗвелтухӑҫ енчи ҫыранӗнче ҫӗмӗрӗлсе кайнӑ тесен те, кунта пулма пултарайманни нимӗн те ҫук.

Айртон, несомненно, был раньше боцманом на «Британии», и не было ничего невозможного в том, что этот корабль действительно потерпел крушение на восточном берегу Австралии.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Анчах майор хирӗҫ каларӗ: экспедицин ҫыннисем Айртон ҫавӑрӑнса киличченех Сноуи ҫыранӗнче пулаҫҫӗ терӗ, кунсӑр пуҫне ҫавӑн пек ответлӑ шыравсене пуҫласси ҫинчен сӑмах та пулма пултараймасть терӗ.

Но майор ответил, что участники экспедиции останутся на берегу Сноуи до возвращения Айртона и что не может быть и речи о том, чтобы начать без него такие ответственные поиски.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Паҫӑрах каларӗ Паганель, крушени хӗвелтухӑҫ ҫыранӗнче пулма пултарайман терӗ, апла пулнӑ пулсан, Грант капитанпа унӑн ҫул ҫинчи юлташӗсем хӑйсен юратнӑ ҫӗршывне тахҫанах тавӑрӑнма пултарнӑ.

Ведь Паганель доказал ещё раньше, что на восточном берегу крушения не могло быть, так как в этом случае капитан Грант и его спутники уже давно нашли бы способ вернуться на родину.

Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Святой Винцет заливӗн хӗвелтухӑҫ енчи ҫыранӗнче Аделаида порчӗ — Кӑнтӑр Австралин провинцийӗн тӗп хули — сарӑлса ларать.

На восточном берегу этого последнего расположен порт Аделаида, столица провинции Южная Австралия.

Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫак ҫын Австралин хӗвеланӑҫ енчи ҫыранӗнче ҫирӗм пилӗк градус широта тӗлӗнче пырса чарӑннӑ та, ҫӗнӗ ҫӗрӗн ятне хӑйӗн карапӗн ячӗпе «Эндрахт» тесе ят панӑ.

Который пристал к западному берегу Австралии под двадцать пятым градусом широты и дал новой земле имя «Эндрахт» в честь своего корабля.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫавӑнпа та пирӗн шыравсем вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллель ҫинче хӗвелтухӑҫ ҫыранӗнче те, ҫавӑн пекех хӗвеланӑҫ ҫыранӗнче те пулмалла.

Поэтому нам придётся произвести поиски и на восточном и на западном берегах в тех местах, где они пересекаются тридцать седьмой параллелью.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Крушени пулма хӗвелтухӑҫ ҫыранӗнче те пултарнӑ вӗт.

— Ведь крушение могло случиться и на восточном берегу.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Мӗншӗн хӗвеланӑҫ ҫыранӗнче? — тесе ыйтрӗ майор.

— Почему на западном? — спросил майор.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Халӗ ӗнтӗ пире Австралин ҫыранне ҫитсе хӗвеланӑҫ енчи ҫыранӗнче «Британи» ҫӗмрӗкӗсене тупасси кӑна юлать.

Теперь нам остаётся только достигнуть берегов Австралии и на её западном берегу найти следы крушения «Британии».

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней