Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫурӑмран (тĕпĕ: ҫурӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мана ҫурӑмран ҫапни вӑратса ячӗ.

Меня разбудил удар в бок.

VII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Тен ҫурӑмран ҫӗҫӗпе чикни пулӗ?

Быть может, удар ножом в спину?

VI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Ҫынсем ӑна ҫурӑмран тӗртнӗ, хӗстернӗ, ун ҫине пыра-пыра йӑтӑннӑ — ҫакӑ кӑмӑла тата ытларах ҫӗтӗхтернӗ.

Его толкали в спину, навалились на него, теснили — всё это еще более возбуждало.

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӑл, атӑ кӗлисемпе ҫирӗппӗн шаклаттарса, пӳлӗмсем тӑрӑх васкавлӑн, йӗррӗн чупса ҫӳренӗ, тарҫӑ-тӗрҫӗсене, хуҫа пек кӑшкӑрашса, хушусем панӑ, хреснай ывӑлне ҫурӑмран лӑпкаса йӑпатнӑ:

Он спешно и бодро бегал по комнатам, твердо постукивая каблуками сапог, хозяйственно покрикивал на прислугу, хлопал крестника по плечу и утешал его:

IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Пӗрре ҫапла, ҫывӑрнӑ чухне, пӗри ҫурӑмран чышма пуҫларӗ:

Слышу ночью толкает меня кто-то:

VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Вӑл хӑйне ҫурӑмран та ачашлаттаракан пулчӗ.

Он даже позволяет похлопывать себя по спине.

Лео Васькӑна мӗнле вӗрентни ҫинчен // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Ачасене ҫурӑмран тӗксе, хулӑн та ҫӳлӗ полицейски вӗсене полицине хӑваласа кайнӑ.

Подталкивая ребят в спины, дюжий полицейский погнал их в полицию.

Чи ҫамрӑккисем // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Ун чухне вӑл хӑй те, ытти римлянсем те ҫакна курса тӗлӗннӗ: ҫав ҫапӑҫура вилнӗ вуникӗ пин те виҫҫӗр гладиатортан иккӗшӗ ҫеҫ ҫурӑмран суранланнӑ пулнӑ, ыттисем пурте тӑшманпа хире-хирӗҫ ҫапӑҫнӑ чухне кӑкӑртан суранланса вилнӗ.

И к величайшему удивлению он, и дугие римляне, увидели, что из двенадцати тысяч трехсот гладиаторов, павших в этом сражении, только двое были ранены в спину, все же остальные погибли, сражаясь лицом к врагу.

XXII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Матвей Иванович мана ҫурӑмран лӑпкаса илчӗ те: манман эпӗ хам сӑмаха, терӗ, вара мана пӗр чӑхпа автан сарса яратӑп, терӗ.

Матвей Иванович меня немножко по спине хлопнул и сказал, что не забыл и что курочек мне даст: одну курочку и одного петушка.

Эпӗ асаннене ача сачӗ ҫинчен каласа пани // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Ҫӳлех хӑпарма ӗлкӗреймен хӗвел ҫурӑмран ҫутатса тӑрать.

Низкое солнце светило в спину.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Анне мана ҫурӑмран ҫатлаттарса илчӗ:

Мать шлепнула меня.

5 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Атте ман пите ывӑҫ тупанӗпе шӑлчӗ те, ҫара ҫурӑмран лӑпкаса илсе, ваннӑран туртса кӑларчӗ.

Отец вытер мне лицо и голого вытащил меня из ванны.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Анчах ӑна ярса тытрӗҫ те лайӑх кӑна хӗнерӗҫ, ҫурӑмран автоматпа тӗллесе илсе кайрӗҫ.

Его поймали, избили, поставили перед пулеметом, и он пошел.

40 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Хулне савӑккӑн сиктеркелесе, атте Володя ҫумӗнчен сиксе тӑчӗ, ман пата пычӗ, хӑйӗн пысӑк аллипе ман ҫурӑмран ҫатлаттарса, пуҫне ман уммалла усрӗ те питне ман тута ҫумне лектерчӗ.

Он с веселым подергиваньем вскочил от Володи, подошел ко мне и, шлепнув меня своей большой рукой по спине, подставил мне щеку и прижал ее к моим губам.

XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫак самантра Гвозден нимӗҫе ҫурӑмран печӗ те, лешӗ вара пулемечӗпе пӗрлех Уча ҫине кайса ӳкрӗ.

В этот момент Гвозден выстрелил немцу в спину, и тот вместе с пулеметом рухнул на Учу.

11 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Зыков мана пӑшал кӳпчекӗпе ҫурӑмран тӗртет, кӑшкӑрать:

Зыков пихает меня прикладом и кричит:

Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.

Мана ҫурӑмран та, ҫурӑмран аяларахран та, айӑк пӗрчисем тӑрӑх та, урасенчен те — мӗнрен тивет ҫавӑнтан ӑшалаҫҫӗ.

Бьют меня по спине, и пониже спины, и по ребрам, и по ногам, и по чем попало.

Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.

Вара мана ҫурӑмран шомполпа пӗрре ҫапрӗҫ.

Тогда меня вдарили раз по спине шомполом.

Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.

Мана ҫурӑмран пӗрре хӗртсе илсенех, ман юлташ сиксе тӑчӗ те: «Ҫав штрекра вӑл ҫын, ҫав забойра», — терӗ, ҫапла пӗтӗмпех каласа пачӗ.

Как только ожгли меня раз по спине, так товарищ мой вскочил и заявил: в таком-то, мол, он штреке, в таком-то забое…

II // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Машинӑсем ҫине ларса, тӑшмана ҫурӑмран персе пырасчӗ, пӗтӗм шоссе тӑрӑх паника ҫӗклесчӗ.

На машинах, в спину, посеять панику на всем шоссе.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней