Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫуна сăмах пирĕн базăра пур.
ҫуна (тĕпĕ: ҫуна) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Малтанхи хӑва тӗмӗсенчен иртсенех тем пулчӗ ӑйӑра: те тункатаран, те урӑх япаларан хӑрарӗ — сасартӑк унталла-кунталла тапса сикрӗ, ҫуна лешенккине шатӑрах хуҫса, лавҫине ҫуна тӗпӗнчен кӑларса ывӑтса, хурӑн тункатине пырса ҫапрӗ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӗнӗ юр ҫийӗпе ҫӑмӑллӑн шӑвать тимӗрленӗ ҫуна.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Салам, салам, Матрон апай! — ҫуна ҫинчен анса, алӑ пачӗ ӑна ял Совет председателӗ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ой, Мария Тимофеевна иккен! — ҫуна патне чупса ҫитрӗ сарӑ кӗрӗк тӑхӑннӑ хӗрарӑм.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫуни ҫӑмӑлскер, тимӗрленӗ хыҫлӑ ҫуна.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӗрӗкне тӑхӑнса, ҫуна пуҫне хӑпарса ҫеҫ тӑнӑччӗ Петрук — лаши харт! турӗ те, аҫа ҫапнӑ пек шатӑртаттарса вӑрмантан тухса, ялалла тапса сикрӗ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ниҫта пӑркаланайман кашкӑра ҫуна ҫумне ҫирӗп ҫыхса хучӗҫ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫапла сӗтӗркелесе ҫитерчӗҫ ӑна ҫуна патне.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хулӑнрах юман туратти тупса кил-ха, — хушрӗ Откан, ҫуна пуҫне ҫыхнӑ вӗрене салткаласа.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Откан ҫуна ҫинчен анчӗ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Аякра-и-ха? — ыйтрӗ ури шӑнма пуҫланӑ Откан ҫуна ҫинче йӑшӑлтаткаласа.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Петрукран нумай аслӑ пулмасан та, аппа тенӗшӗн кӳренмерӗ, улӑм сарнӑ ҫара ҫуна ҫине ларчӗ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сунарҫӑ ҫуна ҫывӑхнерех пырса тӑчӗ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хуҫи, ҫара ҫуна ҫине тӑнӑ та, хӗнет те хӗнет лашана, анчах мӗнле ҫапсан та, витереймест пулмалла.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӑвакал тытман вӑл, ҫуна тупанӗ авнӑ!

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗллехи пусӑрӑннӑ юр ҫинче ҫынсем тата ҫуна кӳлнӗ лашасем ҫеҫ ҫӳрекелетчӗҫ.

Помоги переводом

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Тем вӑхӑтра ҫуна ҫинчен сиксе анса ӗлкӗрнӗ пулӗ ҫав.

Помоги переводом

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Пус хӑвӑлӗ патне вӑрмана кил хуҫи ир-ирех ҫуна кӑкарнӑ гусеницӑллӑ тракторпа тухса кайнӑ.

Помоги переводом

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Тепӗр ҫирӗм минутран вӗсем кас вӗҫӗнче кӗрт ӑшӗнчен сиксе тухрӗҫ те тӑршшӗпех юр ҫийӗн ҫуна йӗрӗпе утса тухса Курчи Вани кил хапхи умӗнчи кӗрт ҫинчен ансӑр сукмакпа анчӗҫ, вара лӑпланнӑ кӑмӑлпа пӗр пилӗк минут калаҫса тӑчӗҫ.

Помоги переводом

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Ман хӗрача Сенӗк Ҫеркушӗпе килӗштерсе пурӑнма мар, унпала пӗр ҫуна ҫинче те ларса пырас ҫук!

Помоги переводом

Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней