Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫулӗпе (тĕпĕ: ҫул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ашшӗпе ывӑлӗ мӑн ҫултан сулахаялла пӑрӑнчӗҫ, шурӑ уй урлӑ ҫиппе ҫапнӑ пек тӳрӗ тӑсӑлакан ансӑр ҫуна ҫулӗпе пӗр ҫухрӑмри йӑмраллӑ пӗчӗк ял еннелле васкамасӑр утрӗҫ.

Помоги переводом

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

«И.Я. Яковлев ҫулӗпе эпир те утатпӑр» ҫавра сӗтел чӑваш чӗлхи вӗрентекенсене пӗрлештерчӗ.

Помоги переводом

Чӑваш ачи чӑвашах юлтӑр! // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/10/c ... shah-yultr

— Ҫӗлен ҫулӗпе шунӑ, кӑйкӑр ҫуначӗпе вӗҫнӗ, упа уттипе утнӑ.

Помоги переводом

Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫапла, ҫак ҫыран хӗррипе кайса, вӑл Саранск ҫулӗпе хулана кӗме ӗмӗтленетчӗ.

Помоги переводом

Тӑшманӑмӑн тӑшманӗ — манӑн тус // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Йӗрту касси ҫыннипе Тутар касси ӗмӗрех Ҫарансемшӗн ҫулӗпе Тавлашаҫҫӗ ӗҫкӗре.

Помоги переводом

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Вӑрҫӑ вучӗ хӳтернӗ ҫынсем кам мӗн илме ӗлкӗрнӗ, ҫавна ҫӗклесе вӑрман ҫулӗпе Ухта еннелле талпӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Пурнӑҫ ҫулӗпе ҫирӗппӗн утса тухма пурсӑра та сунатӑп.

Помоги переводом

Олег Николаев Чӑваш Ен кадет корпусӗнче "Чи кирли пирки уҫӑ калаҫу" урокӗ ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/14/oleg ... he-chi-kir

Тӑвайсемшӗн вӑл аталану ҫулӗпе малаллах утнипе, ҫӗнӗ чикӗсем ҫӗнсе илме пултарнипе паллӑ пулса юлчӗ.

Помоги переводом

Тӑвай ене – 88 ҫул // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... ne-88-cul/

Пӗр-пӗринчен уйрӑлчӗҫ те вӗсем, кашни хӑйӗн ҫулӗпе йӑкӑртатрӗ.

Помоги переводом

Шлепке // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 14 с.

Ак ӗнтӗ тӑрантас, кил хушшинчен тухса, ҫӑра тусан йӑсӑрланмаллах типшӗреймен тумхахлӑ-путӑклӑ, лӑкӑ-лакӑ урам ҫулӗпе пӗр тикӗс лакӑлтатса кайрӗ.

Помоги переводом

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Хӗвел, тӳпене талккишпех карса илнӗ ванчӑк кантӑк тӗслӗ ҫӳхе, шӗвек пӗлӗт витӗр тӗксӗм сарӑ футбол мечӗкӗ евӗр ҫап-ҫавракаланса, куҫа йӑмӑхтармасӑр мӗлтлеткелекенскер, анӑҫалла еккине ярса, шӑпи картнӑ ӗмӗрхи ҫулӗпе йӑпӑш-йӑпӑш йӑпӑшлатать.

Помоги переводом

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

Ак пырӑп та халӗ унӑн вилтӑпри патне, чӗрӗ чечек ҫыххи хурӑп, ырӑ кӑмӑлӗшӗн, пархатарлӑ ӗҫӗсемшӗн, мана ӑспа пурӑнма, пурнӑҫ ҫулӗпе тӗрӗс, йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе ырри патнелле ҫеҫ талпӑнма вӗрентнӗшӗн сӑвап сӑмахӗ каласа, аял пуҫ тайӑп.

Помоги переводом

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Улатимӗр чӑтаймарӗ: «шӑччине» меллӗн ҫатӑрласа тытнӑскер, пире кӗтмесӗрех, Тарзан манерлӗ ихӗрме, асма пикенсе, хӑй тӑракан туратран талт! тапса ячӗ те траектори ҫулӗпе ҫӗмрен пек малалла виркӗнчӗ.

Помоги переводом

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Автобус, урапа ҫулӗпе ярлаттарса пырса, ӗнтӗ кӗҫ-вӗҫ вӑрманалла чӑмать.

Помоги переводом

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Чух кӑна саплашса, йӳҫлӗ-тутлӑ хире-хирӗҫ ҫитеркелесе пырсан та, пилӗк-ултӑ ҫул чиперех тӑнкӑлтатрӗҫ-ха ҫаксем пурнӑҫӑн тумхахлӑ «вак» ҫулӗпе, шӑкӑр-макӑр, анӑш-тӑнӑш сиксе тухсан та «килти ҫӳппе» ялалла вашкӑртмарӗҫ, вӑшт-вашт кӑларса сапаламарӗҫ.

Помоги переводом

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Тӗл-тӗл вир, тӗл-тӗл куккурус пӗрчисем евӗр мӗлт-мӗлт ҫӑлтӑрсем тапса тухнӑ шупка тӳпере кӳпшеке, епренчӗк лап уйӑх, куҫне йӗкӗлтевлӗн хӗсе-хӗсе, шӑши ҫутине сӑрхӑнтарса, хӑй ҫулӗпе васкамасӑр, йӑпӑштӑн-йӑпӑштӑн юртать.

Помоги переводом

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Паллах, тантӑшӗсем пекех, Ула Тимӗр те хӑйӗн пуласлӑх ҫулӗ ҫинчен шухӑш сӳтсе-явса пуҫӗнче пӗрре мар хӗремесленсех «кун-ҫул рулеткине ҫавӑрттарчӗ»: пульницӑран тухсан, ҫак тайӑлнӑ, шӗлтӗркенӗ сывлӑхпа хӑш пурнӑҫ ҫулӗпе тӑнкӑлтатмалла?

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӗррехинче, уҫӑ вӑхӑтра, Ула Тимӗр, юлташӗнчен велосипед илсе, Полина пурӑнакан яла ҫитсе ҫаврӑнма та шутланӑччӗ, анчах, каптӑркка, начар-нӗчӗр ҫи-пуҫлӑскер, пурнӑҫ ҫулӗпе алла-аллӑн утма картса хунӑ савнийӗ умӗнче сайра, ҫемҫешке тӗклӗ ҫамрӑк автан пек курӑнма вӑтанчӗ, ӗҫҫи вӑхӑтӗнче хӗрӗн ашшӗ-амӑшӗ те ӑна ӗҫрен пӑрӑнса ҫӳрекен тӗккеленчӗк вырӑнне йышӑнасран шикленчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Эпир пирӗн ял еннелле урапа ҫулӗпе виҫҫӗн каятпӑр.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Мунча вӑл ӳт-тир тасалӑхӗн «асамӗ» ҫеҫ мар, ӑш-чик сывлӑхӗпе чун-чӗре «элексирӗ» те, ҫавӑнпа кашни йӗркеллӗ, пурнӑҫ ҫулӗпе тӗрлӗ киленӗҫпе илӗртекен алтӑк-путӑкран, кӳлленчӗк-лачакаран пӑрӑнса утакан ҫын мунча кӗрсе тасалмасӑр пурӑнаймастех.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней