Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫуккипе (тĕпĕ: ҫукки) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сив чир унран вӑхӑтлӑха хӑпрӗ пек, анчах вӑл вӑйӗ ҫуккипе антӑрасах кайрӗ.

Лихорадка временно оставила его, но он отупел от слабости.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 181–185 с.

Калюков ӑна ӑшшӑн-ӑшшӑн ыталаса илчӗ те, вӑйӗ ҫуккипе, майӗпен-майӗпен сӑтӑрӑнса анчӗ.

Помоги переводом

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Нумайӑшӗ вӑрлӑх ҫитменнипе аптӑрать, ним акма ҫуккипе ҫӗре Кӑтра Симуна, Някак Ҫӳппине тата ытти пуянсене туса илес тыррӑн чӗрӗкӗшӗнех ҫулталӑклӑха парать.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӳрт тӑрри ҫуккипе ҫӳлти хутсенче ирӗлекен юра пула шыв анма пуҫланӑ.

Из-за отсутствия крыши верхние этажи стало подтапливать тающим снегом.

Вӑйлӑ ҫиле пула ҫиттисӗр юлнӑ Сӗнтӗрвӑрринчи ҫуртра пурӑнакансем шыв аннипе шар кураҫҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/30744.html

Ниҫта пурӑнмалли ҫуккипе вокзалта ҫӗр каҫкаланӑ тет.

Из-за отсутствия места для ночлега, говорят, что ночевала на вокзале.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

— Мӗн, паллаймастӑр-и, Серго юлташ? — тӑрӑхланӑ евӗр кулкаласа ыйтрӗ Ленин, хӑйне паллама ҫуккипе кӑмӑллӑ пулса.

— Что, не узнаете, товарищ Серго? — спросил Ленин насмешливо, очень довольный тем, что его нельзя узнать.

13 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Эпӗ, хам ҫумра нимӗнле хӗҫпӑшал та ҫуккипе, ҫак материке шалалла кӗрсе курма шутламарӑм.

Но так как со мной не было оружия, то я не решался углубиться внутрь материка.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫапла уйрӑммӑнах сывӑ та ҫамрӑк тата самӑр чӗрчунсем хӑтланаҫҫӗ, вӗсем апат-ҫимӗҫпе ӗҫмелли япаласем ҫуккипе аптрамаҫҫӗ пулас, ахӑртнех вӗсем чир-чӗрпе те чирлемеҫҫӗ пулӗ.

Обычно это молодые, здоровые, упитанные животные; пищи и воды им не требуется, никакой боли они, повидимому, не испытывают.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ ӑна ӗҫмелли тӗрлӗ шывсене ют патшалӑхсенчен хамӑр ҫӗршывра ӗҫмелли шыв ҫуккипе мар, урӑх сӑлтавпа ҫырӑнса илни ҫинчен ӑнлантарса патӑм.

Я объяснил ему, что мы выписываем из чужих стран напитки совсем не потому, что у нас не хватает воды.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Кӑштах шухӑшласа тӑнӑ хыҫҫӑн, вӗсен чӗлхинче суйнипе улталанине кӑтартса паракан сӑмахсем ҫуккипе, хуҫа мана: эсӗ е йӑнӑшатӑн, е мӗн пулманнине каласа паратӑн пулӗ, тесе асӑрхаттарчӗ.

Подумав немного, он ответил мне, что я, должно быть, ошибаюсь или говорю то, чего не было. (На языке гуигнгнмов совсем нет слов, обозначающих ложь и обман.)

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ хама ертсе ҫӳрекен урӑх ҫын ҫуккипе унпа самантрах килӗшрӗм.

Я счел благоразумным подчиниться его приглашению, пока не найду лучшего руководителя.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Анчах апат ҫине ямалли тӗрлӗ япаласем ҫуккипе вӗсем хӑйсен искусствине чаплах кӑтартаймарӗҫ.

Но из-за недостатка различных приправ они не могли показать как следует свое искусство.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Унӑн юлташӗсем, тӑма вӑй ҫуккипе, вут умӗнчех ларса юлнӑ.

Его товарищи оставались у потухших костров, не имея сил подняться.

VII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Вӑл ҫуккипе тата пӗр самантлӑха йӗркесӗрлӗх пулнипе усӑ курса, француз маршалӗсем флешсене йышӑнса илнӗ те 1-мӗш ҫарӑн флангне тухнӑ.

Багратион видел, что маршалы, воспользовавшись его отсутствием и минутным замешательством, захватили флеши и появились на фланге 1-й армии.

III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Генерал ҫуккипе усӑ курса, Коля та кӑшт макӑрса илнӗ.

И Коля, воспользовавшись отсутствием генерала, тоже немного всплакнул.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Григорий Васильевичпа хура сухаллӑ этем те тепӗр эрнерен тин, Густылёв ҫуккипе шикленсе, ун хваттерне ярса килтерсен вӑл вилни ҫинчен пӗлнӗ.

Даже Григорий Васильевич и чернобородый узнали о происшедшем лишь через неделю, когда, обеспокоенные долгим отсутствием Густылева, они решились послать к нему на квартиру разведать.

XI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Кӑна партизансем: отряд яла кӗменнипе тата мужиксем валли вӑрманта халӗ нимӗнле ӗҫ те ҫуккипе ҫапла пулчӗ пулӗ, терӗҫ.

Впрочем, партизаны объясняли это тем, что в деревни отряд не заходил, а в лесу сейчас мужикам делать нечего.

XVII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Анчах, пирӗн якорь ҫуккипе, эпир прилив пуҫланиччен бухтӑна кӗме хӑрарӑмӑр.

Однако мы боялись войти в бухту, прежде чем прилив поднимется выше, так как у нас не было якоря.

XXVI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Халӗ, нимӗнле ӗҫ те ҫуккипе, вӗсен сассисене итлеме тытӑнтӑм.

Теперь от нечего делать я стал прислушиваться.

XXIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Помещиксем, вӑл ҫуккипе усӑ курса, япаласене вут тӗртсе ҫунтарса яма та пултараҫҫӗ.

Вдруг помещики, воспользовавшись его отсутствием, сожгут добро.

XXII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней