Поиск
Шырав ĕçĕ:
Паян волонтер юхӑмне 65 пин ытла ҫын хутшӑнать, ыттисенчен вӗсем тӗнчене ырӑрах та лайӑхрах тӑвас тенипе, пулӑшу кирлӗ ҫынсене, коммерциллӗ мар организацисемпе общество пӗрлешӗвӗсене тата социаллӑ центрсене чун-чӗри хушнипе харпӑр хӑй вӑхӑтне, професси пӗлӳлӗхӗпе вӑй-халне шеллемесӗр пулӑшма хатӗр пулнипе уйрӑлса тӑраҫҫӗ.
Олег Николаев Доброволец кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2021/12/05/gla ... et-s-dnyom
Анчах «Пичке юмахӗ» кӗнекере чи кирли вӑл — тӗне тата Англире сарӑлнӑ виҫӗ йышши тӗн юхӑмне — англикан, католик тата протестант чиркӗвӗсене вирлӗ тӑрӑхлани.
2 // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с. — 335–353 с.
Вӗсем шантарса каланӑ тарӑх, ҫӳлӗ вырӑнти ҫилпе уҫӑ сывлӑш шыва хумхантарса ярса, унӑн юхӑмне тӳрӗ вырӑнта юхса выртнинчен вӑйлантарса яма пултараҫҫӗ; кунсӑр пуҫне питех те ҫӳлтен сиксе анакан шыв вӑйӗ икӗ хут ӳсме, ҫакна пула арман малтанхинчен икӗ хут ытларах ӗҫлеме пултарнӑ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
«Руль умӗнче» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, паян Шупашкарти Мир проспектӗнче автобус юпа ҫумне пырса ҫапӑннӑ та ҫапла май транспорт юхӑмне хупласа лартнӑ.
Шупашкарта автобус ҫутӑ юпи ҫине пырса тӑрӑннӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/30278.html
Унта тавралӑха электричество энергин вӑйлӑ юхӑмне сирпӗтсе тӑракан пысӑк пӑнчӑсем пулса каяҫҫӗ; вӑйлӑ взрывсем кӗмсӗртетеҫҫӗ, унӑн хӗрсе тӑракан газӗсен миллиардшар тонни секундра 400 километр хӑвӑртлӑхпа вӗҫет.
Хӗвел корони // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Хамӑр пурӑнакан Ҫӗр хӑшпӗр чухне хӑйӗн ҫулӗ ҫинче пит йышлӑ пӗчӗк чулсемпе тусан пӗрчисене — метеор юхӑмне тӗл пулать.
Ҫӑлтӑр ҫумӑрӗсем // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Тӑшман тылӗнче фашистла нимӗҫ захватчикӗсене хирӗҫ пынӑ кӗрешӳре командовани панӑ задание пурнӑҫа кӗртнӗ чухне паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн тата Ленинград облаҫӗнче партизансен юхӑмне организацилес тӗлӗшпе уйрӑмах питӗ пысӑк тава тивӗҫлӗ ӗҫ тунӑшӑн СССР Верховнӑй Совет Президиумӗ хӑй 1944 ҫулхи апрелӗн 2-мӗшӗнче кӑларнӑ Указ тӑрӑх Сире Совет Союзӗн Геройӗ ятне панӑ.
Юлашкинчен калани // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Халӗ, фашизмӑн пӑтранчӑк хумӗсем рабочи класӑн социализмлӑ юхӑмне элеклесе вараланӑ чухне, цивилизацилӗ тӗнчен чи лайӑх ҫыннисен демократиллӗ туртӑмӗсене пылчӑкпа ҫӑрӑнтарнӑ чухне, — ССР Союзӗн ҫӗнӗ Конституцийӗ фашизма хирӗҫ айӑплакан, социализма тата демократие ҫӗнтереес ҫукки ҫинчен калакан, актӑ пулса тӑрать.
VI // И. Кузнецов, А. Золотов, П. Иванов. Сталин, Иосиф Виссарионович. ССР Союзӗн Конституци проекчӗ ҫинчен : (Пӗтӗм Союзри Советсен Чрезвычайлӑ VIII съездӗнче 1936 ҫ. ноябрӗн 25-мӗшӗнче тунӑ доклад) / И. В. Сталин ; Г. А. Молостовкин куҫарнӑ. - Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1936. — 58 с.
Шыв юхӑмне пӑхӑнса, «Испаньола» майӗпен хӑйӗн тавра ҫаврӑнса илчӗ.Повинуясь течению, «Испаньола» медленно повернулась вокруг своей оси.
XXIV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Эпӗ тӑхтаса тӑнӑ хушӑра сасартӑк килсе ҫапӑннӑ вӑйлӑ ҫил «Испаньолӑна» шыв юхӑмне хирӗҫ хускатрӗ.Пока я медлил, налетевший внезапно шквал двинул «Испаньолу» против течения.
XXIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
— Шыв юхӑмне хирӗҫ тытӑр.
XVII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
— Тӑрӑшӑр, тархасшӑн, тӳрех шыв юхӑмне хирӗҫ тытса пырӑр.
XVII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Ҫил улшӑннине сиснипе, тӑрук ун хирӗҫле юхӑмне лекем мар тени?
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Мужик, пуҫне ухкаласа, тутлӑн кулса илнӗ, унтан куҫне хупса ҫӳллӗ нотӑсен чӗтревлӗ юхӑмне сывлӑша сапаласа янӑ:
VIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
1990 ҫулхи раштав уйӑхӗнче, йышлӑ протестсен вӑхӑтӗнче, вӑл студентсен юхӑмне ырланӑ, коммунистла режима хирӗҫ халӑх умӗнче тухса каланипе тата демократиллӗ улшӑнусем ирттерме чӗннипе чапа тухнӑ (рабочисен хирӗҫле юхӑмӗн ертӳҫи Гезим Шима ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, Сали Бериша ҫав пулӑмсенче пысӑк вырӑн йышӑнман, анчах оппозицин ертӳлӗхне лекме пултарнӑ).
Сали Бериша // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A1%D0% ... 1%88%D0%B0
Пӑрахут шыв юхӑмне хирӗҫле ҫаплах хӑвӑрт пырать.
Борькӑпа Сурька // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Пирӗн кунран-кунах ӳссех пыракан колоннӑсен хӑватлӑ юхӑмне тӑшман халӗ нимӗнле вӑйпала та тытса чараяс ҫук!И враг был бессилен остановить грозное движение наших непрерывно растущих колонн.
Карпат ҫине похода! // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Ахальрен мар Украинӑра партизансен юхӑмне Никита Сергеевич Хрущев хӑй ертсе пырать.Уже из того, что на Украине этим делом руководил сам Никита Сергеевич Хрущев.
Спадщан вӑрманӗн хуҫисем // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Билимбаих тӑвӗ Европӑра-и е вӑл тахҫанах Азинче-и, — ҫак ыйту тавра пыратчӗ калаҫу, ӑна вара тусем ҫинчи шыв юхӑмне тӗрӗслесе кӑна пӗлме пулатчӗ.
I // Николай Григорьев. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 36–48 с.
Костя кӗсменӗсене ҫӗклет, хум кимме хӑяккӑн тайӑлтарса ярать, анчах вӑл сӑмсипе шыв юхӑмне май ҫаврӑнать те юхса каймасть.
Ҫирӗп пул, Константин! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.