Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

юнашарах (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Трамвайӗ юнашарах чарӑннӑ пулнӑ — пире ҫакӑнта ҫити уттарчӗ…

Помоги переводом

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

- Атте вӑрҫӑра аякра пуҫ хунӑ пулин те, унӑн вил тӑприйӗ аннепе юнашарах.

Помоги переводом

Ашшӗн вил тӑприне тӑван тӑрӑха илсе таврӑннӑ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/ashshen-vil-tapri ... ranna.html

Таҫта мар-ха, кунтах, юнашарах, ӗнесем хушшинче.

Помоги переводом

Аля-Алевтина // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 386–391 с.

Ҫулҫӑсем хускалмаҫҫӗ, кайӑксем чӗвӗлтетмеҫҫӗ, ҫил, тем кӗтсе юнашарах чарӑнса тӑнӑн туйӑнать.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Кун пек юнашарах ларманччӗ-ха Тимушпа Укаҫ.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ӗнер юнашарах ут ҫитерсе ҫӳрерӗ, анчах — Укаҫ ҫукчӗ те — килсе те курӑнмарӗ.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Тен, вӗсем, ырӑпа усал, юнашарах пулнӑран та ҫав териех ҫутӑ, илемлӗ, илӗртӳллӗ мар-ши вӑл ырӑ тени?

Помоги переводом

XXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Шутламанччӗ те юнашарах, хула хӗрринчех, ҫынсем пылчӑк нушине ҫапла тӳсеҫҫӗ тесе.

Помоги переводом

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тӑван тенӗ ҫыннах хӳтӗлем-ха тесе, усал енче юлман Анюк пеккисем юнашарах пулнишӗн савӑнатӑп.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Юнашарах хула мунчи пур-иҫ, — тет Анюк.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Тӗлӗнмелле те: завод кӗрлет-шавлать, троллейбуссемпе машинӑсем вӗҫӗмсӗр иртеҫҫӗ, площадьре халӑх хӗвӗшет, юнашарах — утӑ капанӗсем, утӑ шӑрши…

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Хӑйсен патӗнче тӑватӑ ҫул вӗреннӗ хыҫҫӑн унти ачасем пирӗн ялти тулли мар вӑтам шкула ҫӳретчӗҫ (юнашарах пирӗн ялсем: Ҫтаппансен ялӗ — Кӗҫӗн Пӑлан вашмӑк сӑртлӑ сулахай ҫыранӗнче, пирӗн ял — сылтӑмри тӳремлӗхре).

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Юнашарах ачасен спорт лапамӗ пулнине шута илсен ку ӳкерчӗк пачах та килӗшӳсӗр.

Учитывая, что рядом находится спортивная площадка для детей, этот вид смотрится совершенно неприлично.

Хуҫасӑр йытӑсем, ҫул тӑвасси канӑҫ памасть // Эльвира КУЗЬМИНА, Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/xucasar-jyitasem, ... amast.html

Юнашарах спорт тренажерӗсем, волейболла тата баскетболла вылямалли лаптӑксем тунӑ.

Помоги переводом

Регионта юлашки виҫӗ ҫул хушшинче футболла вылямалли уйсемпе стадионсене 14 уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/11/regi ... tbolla-vil

Владимир Петровӑн телей кайӑкӗ юнашарах вӗҫнӗ тейӗн.

Помоги переводом

«Атӑл» наци батальонӗн салтакӗ Владимир Петров // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60524

Ҫавӑн пек шӑрантарнӑ та чылайӑшӗ, кашни утӑмрах вӗсем куҫ тулли телее мухтанӑ, ҫӗр ҫинче телейпе юнашарах хурлӑх ҫӳренине асӑрхаманҫи пулнӑ.

Помоги переводом

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Унӑн ӗҫӗ юнашарах темелле, килтен тухсан виҫӗ-тӑватӑ утӑм ту та — библиотека.

Помоги переводом

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тата ҫакна каласа хӑвармалла, ҫак ҫула туса пынӑ чухнех, кунта тӗрлӗрен шӑтӑк-путӑксене хупласа пыма, транспорт ҫӳреччӗр тесе, юнашарах ҫав ӗҫсене туса пыратпӑр терӗ.

Помоги переводом

Лапсар тӑкӑрлӑкӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60566

Юнашарах пушара хирӗҫ кӗрешекенсен ӑмӑртӑвӗ иртет.

Помоги переводом

Ӑсталӑх чемпионатне хутшӑнаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60769

Ун хыҫҫӑн вӑйӑ картине те пӗрле тӑнӑ, хӗвел ансан улах ларнӑ, пӗр-пӗрне килӗштерекенсем ташӑ каҫӗсене те юнашарах ҫӳренӗ.

Помоги переводом

Унӑн пуянлӑхӗ – куҫ тулли ачисем // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d1%83%d0%b ... %b5%d0%bc/

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней