Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл килкелесе ҫӳренине Сантӑрпа Наҫтик хӑнӑхса ҫитнӗ ӗнтӗ.
X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫапла вӑл пӗччен пурнӑҫпа пурӑнма та хӑнӑхса пынӑ.
Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Комсомолецсем майпе-майпе йӗркене хӑнӑхса ҫитме пуҫларӗҫ ӗнтӗ.
Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ҫитӗннӗ хӗрсем лараҫҫӗ, ҫамрӑккисем, ҫывӑрма кайиччен, ура ҫинчех тӑраҫҫӗ, аслисем юрланине, вӑйӑ каланине итлеҫҫӗ, хӑйсем те майӗпен-майӗпенех вӗсем пек пулма хӑнӑхса пыраҫҫӗ.
Кӳрентерчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Энтрей унӑн йӑлине хӑнӑхса ҫитнӗ ӗнтӗ, ҫавӑнпа апла та, капла та муритлемест вӑл ӑна.
Сахар кӳрши // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Офоня аллисем тем тума та хӑнӑхса ҫитнӗ.
9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Халӑх ҫав мечӗте ҫӳресе Утямӑш ятне халех хӑнӑхса пытӑр.
1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ятламас та ҫак вӑхӑтра хӑй темиҫе кун хушшинче хӑнӑхса ҫитнӗ, тӑван пекех тарават пӑхса ӑсатса янӑ хӗрарӑм ҫинчен шухӑшларӗ.
4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Твикка часах хӑнӑхса ӗҫе тытӑнни мана питӗ савӑнтарчӗ.
Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.
Твикка, харсӑрскер, часах хӑнӑхса ҫитрӗ.
Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.
Твикка ун пек мар, вӑл, Палюк мучие те мана та тахҫанах хӑнӑхса ҫитнӗскер, эпир кунтах иккенне курчӗ те ниҫта кайма та шутламарӗ; тутлӑ апат парасса кӗтсе пирӗн хыҫҫӑн лӑпӑстаттарса кӑна ҫӳрет.
Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.
Мӗн тетӗр, Твиккапа Квикка хӑнӑхнӑҫем хӑнӑхса ҫитрӗҫ те чӑрсӑрланма пуҫларӗҫ, аш таткине Палюк мучи аллинчен туртсах илекен пулчӗҫ.
Ҫав кирлӗ вӑл юлхава // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 64–67 с.
Пурӑна киле хӑнӑхса ҫитрӗҫ те Палюк мучи аш пама тухнине курсан хӑйсем хирӗҫ вӗҫсе пыра пуҫларӗҫ.
Ҫав кирлӗ вӑл юлхава // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 64–67 с.
Пӗр эрне иртеспе хӑнӑхса ҫитрӗ те пуҫларӗ ҫак чакак алхасма!
Ҫӑткӑн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 40–43 с.
Хӑнӑхса ҫитрӗҫ те пачах хӑрами пулчӗҫ, хурт-кӑпшанкисене пирӗн умранах илсе каяҫҫӗ.
Уяртас умӗн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 35–38 с.
Виҫҫӗмӗш, тӑваттӑмӗш кунне хӑнӑхса ҫитрӗ те, парса тӑма ӗлкӗр кӑна.
Шӑнкӑрч — юрӑҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 28–31 с.
Тата… хӑнӑхса ҫитнӗ ҫынсен пурнӑҫӗ те мӗншӗн кӑсӑклӑ ан пултӑр?
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.
Йытӑ япаласене шыраса тупма хӑнӑхнӑҫемӗн хӑнӑхса пынӑ.
Кампур // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 257–261 с.
Ху ӑна юратнине, каярахпа, хӑнӑхса пынӑҫем, хисепленине кулленех тенӗ пек тупа тӑва-тӑва ӗнентерме хӑтланни, тусу (упӑшку, арӑму) умӗнче хӑвна ун чури евӗрлӗ тытни тусна санран сивӗтет кӑна.
Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Чӑваш пурнӑҫне те хуллен хӑнӑхса пырать.
Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.