Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӗксе (тĕпĕ: тӗк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Микула тӳсеймерӗ, ӑна вӑйпа тӗксе ячӗ.

Помоги переводом

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗпер ҫинче тӑракансем, парома салтса, шалалла тӗксе ячӗҫ.

Помоги переводом

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Михха арӑмӗ пулмарӗ-и ҫав? — хӑйпе юнашар тӑракан хӗрарӑма тӗксе пӑшӑлтатрӗ тепӗр хӗрарӑм.

Помоги переводом

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавӑн пекех вӑйпа тӗксе шатлаттарса хупрӗ.

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ана тӗп ҫурт ҫумне кирпӗчрен тӗксе лартнӑ.

Помоги переводом

Сахар ҫухалать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эпӗ сысна-и? — Сабир ура хучӗ, тепри вирлӗ кӑна тӗксе ячӗ те, Энтрей сирпӗнсе кайрӗ, ҫӑрхи татӑлса кӑвак пир йӗмӗ чӗркуҫҫи таран анса ларчӗ.

Помоги переводом

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ҫӗр ыйтмастпӑр эпир, ҫӗр ыйтмастпӑр, — терӗ тепӗр вырӑсӗ, Кӗприян текенни, Мелание хул айӗнчен тӑк-тӑк тӗксе.

Помоги переводом

14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Куратӑп, Таланов хуҫа, эс ху та воевода ҫыннисем патӗнчех ӗҫлетӗн пулас? — ӑна чавсинчен тӑк! тӗксе ыйтрӗ Северьян.

Помоги переводом

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Кайрӑмӑр, — терӗ вӑл ӑна ҫурӑмӗнчен тӗксе.

Помоги переводом

11. Ятсӑр кшиляр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫавӑнтах вӑл Ахмедзяна алӑкран тӗксе кӑларса хуралҫӑна чӗнчӗ.

Помоги переводом

11. Ятсӑр кшиляр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӑрса унӑн каялла туртса ҫыхнӑ аллисене вӗҫертсе ячӗ, хул пуҫҫирен тӗксе ӑна хӑй еннелле ҫавӑрчӗ.

Помоги переводом

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗррехинче, эс, старик, йӳтенӗ тесе пӗтӗм вӑйпа тӗксе ячӗ ӑна, этем тӳсмелле мар усал сӑмах каласа хучӗ.

Помоги переводом

1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кравать патӗнчен иртсе кайнӑ чух, те вӑл хӑй сулӑнса кайрӗ, те ӑна Анна кулмалла тӗксе ячӗ, иккӗшӗ те ӳкрӗҫ.

Помоги переводом

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Никам та тӗксе калаҫас ҫук…

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

— Коммунистӑн та сӑмса тӗрлӗрен пулать, — такама тӗксе илчӗ Михала.

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

— Эй, повар, сыпасса эс урӑх кашӑкпа сып, — тӗксе илет Альберт.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Бригадире те ав тӗксе илчӗ.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Ялта ӗҫе хӑнӑхман ачасене сӑмах тӗксе илме те шеллесех каймаҫҫӗ, кӗҫех кахал ят та ҫыпӑҫма пултарать.

Помоги переводом

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Эпӗ мучие тӗксе калас теменччӗ, хам сисмесӗрех ҫапла пулса тухрӗ.

Помоги переводом

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Вӑл шухӑш ҫумне ӗнер тӗксе ӳкернӗшӗн вырӑса кӑштах ҫилленни те хутшӑннӑ пуль.

К этому, пожалуй, присоединилась и вчерашняя обида, когда тот ненароком свалил его.

IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней