Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

типӗтнӗ (тĕпĕ: типӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Типӗтнӗ сурӑх ашне кӑмчӑртаттарса кӑшларӗ.

Помоги переводом

Вӑрӑм Ура пулӑшни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ҫупути паттӑр хушнипе, темиҫе пин кӑвакарчӑн урисем ҫумне ҫулӑм татки ҫыхтарса, хула еннелле вӗҫтерсен, хула типӗтнӗ курӑк пек хыпса ҫунма пуҫларӗ.

Помоги переводом

Хӗҫпе ҫӗлен // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Хыҫҫӑн ҫӑрса нимӗрлетнӗ тӑма йывӑҫран тунӑ формӑсене тултарса икӗ мӑн сарайра пӗр вӑхӑт типӗтнӗ.

Помоги переводом

Ҫӑлтӑрлӑ кирпӗч // Николай Адёр. https://ru.chuvash.org/content/6051-%D2% ... D1%87.html

Сӗлӗ ҫӑнӑхӗ, типӗтнӗ ҫӗрулми пара пуҫларӗҫ кӑҫал.

Помоги переводом

«Унгвентум кизи мази» // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Чӳлмек тӗпӗнче типӗтнӗ ҫӗрулми турамӗсемпе хутӑш лаша какай котлечӗ пурччӗ.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Чӗрӗ апат ан парӑр, типӗтнӗ сӗлӗ ҫеҫ ҫитерӗр, — терӗ те куҫран ҫухалчӗ.

Помоги переводом

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эс мӗн, Сахвине карчӑк пек, типӗтнӗ ҫулҫӑ шӑршлатӑн? — кулчӗ Ахтупай.

Помоги переводом

10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗлет вӗт-ха вӑл, Пикпав ялта чи ӑста пулӑҫӑ шутланать, старик ҫу каҫиччен тытса сулхӑнта типӗтнӗ пулӑ ав кӗлет тулли ҫакӑнса тӑрать.

Помоги переводом

5. Тӑшман // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Амӑшӗ Ахтупая ҫӗлен выртнӑ хурантан шыв ӑсса ӗҫтерчӗ (ун пек тусан ҫын ҫӑткӑн кайӑк чӗлхине пӗлет имӗш), ҫӑкӑр сӑмси касса илсе ӑна тӑвар сапрӗ, типӗтнӗ какай таткипе пӗрле ывӑлӗ умне пырса хучӗ.

Помоги переводом

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ну, янаварӑм, — лашине пуҫран шӑлса ачашларӗ хӗр, — киле ҫитсен сана типӗтнӗ сӗлӗпе кӑна тӑрантарма пуҫлатӑп.

Помоги переводом

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӗн кӑна пуҫтарман иккен ялсенче ясак шучӗпе: пыл, типӗтнӗ кӑмпа, тискер кайӑк тирӗ, шӑратнӑ ҫу, тӗш тырӑ, кӗрпе.

Помоги переводом

8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ме, тыт, — терӗ Шевле, типӗтнӗ пулӑ ҫыххи тыттарса.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Чейне ӗҫрӗ вара, хӗрхенмерӗ типӗтнӗ улма шывне!

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вара енчӗк кӑларчӗ те килте тураса типӗтнӗ махоркӑран пысӑк чикарккӑ ҫавӑрчӗ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тепӗр кун ирхине салтак ачисем ирех ҫул ҫине хатӗрленчӗҫ: ӑшӑ тумтир, пӗр мӑшӑр ҫӑпата, сухари, типӗтнӗ какай — мӗн илме май килнӗ, ҫавна хутаҫҫисене чикрӗҫ.

Помоги переводом

7 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӗсене пурне те ӑшӑ тумтир тата типӗтнӗ апат-ҫимӗҫ хатӗрлемешкӗн виҫӗ куна киле ячӗҫ.

Помоги переводом

7 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кӳлӗн сиплӗхӗ пирки римлянсем те пӗлнӗ, анчах та унӑн бальнеологи пӗлтерӗшне Венгри патриочӗ, Фештетич граф тӑрӑшнипе ҫӗкленӗ, вӑл тӑрӑшнипе кӳлӗ таврашӗнчи утса ҫӳреме май ҫук шурлӑхсене дренажласа типӗтнӗ.

Целебные свойства озера были известны ещё римлянам, но своё бальнеологическое значение оно приобрело благодаря усилиям венгерского патриота, графа Фештетича, при котором труднопроходимые болота вокруг озера были дренированы и практически осушены.

Балатон // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%91%D0% ... 0%BE%D0%BD

Кине ларса килме ҫемҫерех пултӑр тата ан чӗтреттӗр тесе, Хӗветӗр тӑрантас ҫине пӑрҫа улӑмӗ мар — тин ҫеҫ ҫулса типӗтнӗ пахча ути хунӑ, ҫиелтен кив утиял сарнӑ.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӗр пӑт ҫӗрулми, пӗчӗк чӗрес сар ҫу, пӗр хутаҫ кӗрпе тата типӗтнӗ улма парса ячӗ вӑл шӑллӗне.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӳрт тулли хӑна-вӗрле пулаканчӗ вӑл куп ытти ҫулсенче, кӑҫал — кил-йышпа типӗтнӗ панулми кукли пӗҫерсе ҫинипех иртрӗ.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней