Поиск
Шырав ĕçĕ:
Паянхи кун, ҫумӑр пӗрӗхсе тӑнине пӑхмасӑрах, ҫӗрулми анисем ҫинче иртен пуҫласа каҫчен трактор-машина шавӗ илтӗнет, туп-тулли тиенӗ автомашинӑсем склад енне васкаҫҫӗ.
Ҫӗрулми кӑлараҫҫӗ, выльӑх апачӗ хатӗрлеҫҫӗ // А.МАРИЯН. http://kasalen.ru/2022/09/16/ce%d1%80%d1 ... %d0%b5cce/
Лаша — лашах, вӑл аллӑ пӑт тиенӗ лава туртмасть…
VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Пристаньре Сехре ещӗксене пароход ҫине тиенӗ те Атӑл тӑрӑх анаталла ҫул тытнӑ.
XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Аха, ав, пулӑ тиенӗ пулас, каҫаҫҫӗ, — Кабир Атӑл леш енчен хӑва тиенӗ кимӗ хускалнине курчӗ.
XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ытларикун тӗрӗслевпе ҫитме пултарӗҫ – йӑлтах сирӗн ҫине тиенӗ.Во вторник могут нагрянуть проверки – рулить служебным процессом придется именно вам.
18-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Сирӗн ҫине пӗлтерӗшлӗ ӗҫ нумай тиенӗ.
40-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Йӗкӗт анчӗ каллех Атӑлпа, — Атӑлпа мар, унӑн хӗррипе, — Шӑналӑкпа витнӗ лавсемпе, Тӗкӗрҫсем тиенӗ лавсемпе.
19. Чалӑм ҫинчен хунӑ легенда // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Тырӑ тиенӗ пулсан мӗншӗн айккинчен пӑрӑнса иртме тӑрӑшрӗҫ-ха апла?
18. Вырӑс тупписем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Виҫӗ киммине те тырӑ тиенӗ!
18. Вырӑс тупписем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Анчах воеводӑсем васкамаҫҫӗ-ха: утлӑ ҫарпа наряд тиенӗ кимӗсем пирки ку таранччен те нимле хыпар та ҫук.
15. Хусан хапхи умӗнче.. // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Хускалсан та йывӑр тиенӗ лавсем Чулхула еннелле питех те майӗпен шурӗҫ.
4. Ҫар ҫула тухать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Чӑвашсем таварӗсене сутса пӗтермен-ха, йӗри-тавра ыраш, сӗлӗ, утӑ-улӑм, чӑпта, пичке-катка, тискер кайӑк тирӗ тиенӗ тулли лавсем курӑнаҫҫӗ…
12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Тахӑш вӑхӑтра шуррисен банди чугун ҫула аркатма ӗлкӗрнӗ, тырӑ тиенӗ составӑн паровозӗ айккинелле шуса кайнӑ.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ун вырӑнне тип улӑм сийӗн-сийӗн сарса тиенӗ Мускава илсе каймалли ҫӑмартана.
6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Ҫавӑн йӗрне шӑршласа пӗлме пулмӗ-ши тесе, вӑл ҫӗр выртмаллах, ыран пасар пулас кунӗнче, армана ҫул тытнӑ, урапи ҫине, ятне тума, пӗр михӗ ыраш тиенӗ.
6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Вунӑ ҫул кая ҫав лаша (ун чухне ӑйӑр пулнӑскер) ҫӗр пӑт тырӑ тиенӗ лава вырӑнтан тапратнӑ, тет.Чай, десять лет прошло, как он еще молодым жеребцом стопудовый воз с зерном с места стронул.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Карапа ытлашшипех тиенӗ курӑнать, вӑл тикӗссӗн, кӑштах тайӑлса куҫать.Судно было изрядно нагружено, шло ровно, с небольшим креном.
XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ҫак ҫулпа паллӑ мар, ҫурма ҫарамас ҫынсем куҫаҫҫӗ — татти-сыпписӗр; ку — чӗрӗ чӑн-чӑн юхӑм; паллӑ мар япаласем тиенӗ лавсем, тӗве караванӗсем чӗриклетсе-хӑнтӑртатса тусен тӗлӗнтермӗш амфитеатрӗ патнелле ӑнтӑлаҫҫӗ; кӗре ачасем, кунти пек мар ытарайми хитре хӗрарӑмсем, тӗлӗнмелле хӗҫ-пӑшаллӑ ҫапӑҫуҫӑсем, — вӗсен хӑлхисемпе кӑкӑрӗсем ҫинче ылтӑн капӑрчӑксем, — пӗр-пӗринчен часрах-часрах иртсе каймашкӑн васкаҫҫӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 327–333 с.
Шоссе, Давенант тӑхӑр ҫул каялла Лиса машинӑпа кайнӑскер, пӗр минут та пушӑ тӑмасть; ҫӑмӑл машинӑсемпе тиев автомобилӗсем ҫуран ҫӳревҫӗсенчен ирте-ирте каяҫҫӗ, кӑштахран ҫулӑн аякри лаптӑкӗсенче, сӑртсен хыҫӗнчен мӗлтлете-мӗлтлете, тусанлӑ, хура шарсем евӗр курӑнаҫҫӗ; ӳсӗр фермерсем тытса пыракан кӳме-урапа чӑнкӑртатса-тӑнкӑртатса васкать; пӗр ялтан теприне куҫакан ҫынсен улма-ҫырла, мӑйӑрпа маис миххисем, табак тӗркемӗсем, сӗтел-пуканпа килти ытти хатӗр-хӗтӗр тиенӗ лавӗсем Галерана хирӗҫ кумаҫҫӗ те кумаҫҫӗ.
IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ман умран, тӳрех урам урлӑ, пӑс кӑларса тата ҫапкаланчӑк йытӑсене хӑратса, урапасем тиенӗ платформӑсене туртса паровоз хашлатса иртсе кайрӗ.
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.