Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тарӑхнипе (тĕпĕ: тарӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тен, вӑл пӗрле пурӑннӑ вӑхӑта аса илсе мӗскӗн хӗрарӑма хӗрхеннӗ пек пулнӑ пуль, тен, тарӑхнипе ҫапла хӑтланнӑ.

Может, вспомнился ему счастливо прожитый год, может, на миг пожалел бедную женщину, или от большой обиды на жену.

«Маннӑ» ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Тарӑхнипе эп ӑна… эс ан ҫиллен…

— Не сердись… это я от обиды…

Шыв хӗрринче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тен, вӑл ывӑннипе, хуйхӑ-суйхӑпа, тарӑхнипе кӑна ҫапла туйӑнать пулӗ?

А может, ему сейчас просто от обиды, усталости и горя так кажется?

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тепӗр арҫын ун вырӑнӗнче, тен, хӗрарӑм ҫине тарӑхнипе ӑна сӑмахпа кӳрентерсе хӑваратчӗ пулӗ е киле таврӑнсан ҫур литра пӗр пӗччен пушатса хуратчӗ пулӗ.

Помоги переводом

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Унӑн питҫӑмартисем вут пек пӗҫерсе тӑраҫҫӗ, тарӑхнипе хӑй сисмен ҫӗртенех хыттӑн-хыттӑн утать.

Помоги переводом

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Мӑрса ун ҫине пӑхрӗ-пӑхрӗ те тарӑхнипе чышкисене чӑмӑртарӗ.

Помоги переводом

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тӑрӑшса, мекӗрленсе вуланӑран-и е тарӑхнипе, ун ҫамки ҫине тар тапса тухрӗ, хан ӑна сисмесӗр ҫав-ҫавах грамотӑпа тӑрмашрӗ.

Помоги переводом

1. Тата тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тукай кӑна илтсен тарӑхнипе хӗрелсе кайрӗ те ним тӑвайман енне хӑй ларакан тенкеле хыттӑн каялла сиктерчӗ.

Помоги переводом

10. Пысӑк карачи сӑмахӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тукай тарӑхнипе ниҫта кайса кӗме пӗлмерӗ.

Помоги переводом

10. Пысӑк карачи сӑмахӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Юрамасть кун пек ҫырма, Шигалей Шейх Аулиярович, — терӗ тарӑхнипе кӑвакарса кайнӑ Бельский.

Помоги переводом

15. Хусан хапхи умӗнче.. // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ку сӑмахсене вуласан III Василий, паллах, тарӑхнипе кӑвакарса каять ӗнтӗ, пӗтӗм вӑйпа сӗтеле шанлаттарать.

Помоги переводом

9. Ӗмӗтри Кӑнтӑр ҫилӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Василий Иванович ҫырӑва ҫийӗнчех уҫса вуларӗ те тарӑхнипе кӑвакарса кайрӗ.

Помоги переводом

4. Ҫар ҫула тухать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Турттармастпӑр, — терӗ тарӑхнипе пӗр вӑхӑт сӑмах чӗнеймесӗр тӑнӑ Урасмет.

Помоги переводом

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Лешӗ сӗмсӗрленсе аскерсем урлӑ тепӗр хут ыйтрӗ, хан вара тарӑхнипе ӑна крепость хапхинчен хӑваласа кӑларса яма хушрӗ.

Помоги переводом

11. Кӑнтӑр енчи хапха // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эп тарӑхнипе ӑна хулӑпа хытӑ ҫаптартӑм, урапа тапкаларӑм, ыратакан вырӑнсенчен лектерме тӑрашрӑм, хулӑ хуҫӑлса пӗтсен ун аврипе пуҫӗнчен ҫатлаттартӑм.

Я злился на лошадь и изо всех сил бил её хлыстом и ногами. Я старался бить её в те места, где ей больнее, сломал хлыст и остатком хлыста стал бить по голове.

Ватӑ лаша // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 43–46 с.

Тарӑхнипе вӑл хуҫине хирӗҫ тӑма та хатӗр!

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тарӑхнипе кӑна каларӑм, Марье…

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Унӑн шоферӗ те — шурӑ салтак — тарӑхнипе ним тума аптӑрарӗ: инҫетри шӑв-шава илтсенех, калпакне хывса темиҫе хутчен хӗрес хыврӗ.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ыранах килне каятӑп, суда паратӑп, — тарӑхнипе кӑшкӑраша пуҫларӗ каччӑ.

Помоги переводом

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тенюк йӑхӗнчен пулнӑскерсем — хӑмла типӗтнӗ ҫӗрте ӗҫленӗскерсем — те тарӑхнипе, те кӗвӗҫнипе Паймука «укҫа хурчӗ» тенӗ.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней