Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӳрне сăмах пирĕн базăра пур.
пӳрне (тĕпĕ: пӳрне) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӳрне вӗҫӗнчи йӗпӗс вӗҫӗмсӗр ҫип сӗтӗрет.

Помоги переводом

5. Ҫураҫнӑ хӗр // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шӑпа пӳрне ҫынна тӗл пулатӑр.

Вы встретите человека, который может стать вашей судьбой.

35-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ир ҫинчен хӗвел тухиччен тӑрса вӗрен тимӗр пӳрне ӑсталӑхне.

Помоги переводом

Ылтӑн вӑчӑра // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Эльгеев карболка шӗвекӗпе пӳрне вӗҫӗсене йӗпетрӗ те ҫамрӑк хӗрарӑмӑн куҫ хупанкисене тавӑрса пӑхрӗ.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хытса ларнӑ юнне шӑлса илсен, унта пӳрне кӗмелӗх ҫуркаланчӑк шӑтӑк курӑнчӗ.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Кача пӳрне вара — Яккуматки пекки: «Ҫиес те тарас!» — тенӗ, тет.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Шӗвӗр сӑмсаллӑ хыткан арҫын куҫлӑхне сӑмси вӗҫнерех сиктерсе лартрӗ те мӑйӑхне пӳрне вӗҫӗсемпе шӑлкаласа илчӗ.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Ара, эпӗ ӑна ҫӗртен тупрӑм, — терӗ Эрнепи ун ҫине пӳрне хушшинчен пӑхса.

Помоги переводом

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Йытӑсен янах шӑмми ҫӳлти шӑмминчен вӑрӑмрах пулать, ҫӳлти шӑлӗсем аялтин хыҫне лекеҫҫӗ; Булькӑн вара аялти янах шӑмми тем пекех мала тухса тӑратчӗ, ҫӳлтипе аялти шӑлӗсем хушшине пӳрне те кӗретчӗ пулӗ.

У всех мордашек нижняя челюсть длиннее верхней и верхние зубы заходят за нижние; но у Бульки нижняя челюсть так выдавалась вперед, что палец можно было заложить между нижними и верхними зубами.

Булька // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 16–18 с.

Эпӗ ҫеҫ мар — пурте сисрӗҫ: эсир чӑваш апатӗнчен йӗрӗнетӗр, кукӑль таткине те пӳрне вӗҫҫӗн ҫеҫ тытса ҫикелетӗр.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӗттӗн чӗтренсе, тӗтреллӗ, йӳҫек шанчӑкпа Моргиана йӑмӑкӗн сӑнарне йыхравларӗ те ӑна тӗпчеме пикенчӗ: кашни йӗре мӑн кӑмӑллӑ, йӑлӑхтармӑш хаклавпа виҫсе, суккӑр ҫыннӑн пуклак киленӗҫӗпе; хайхискер палламан ҫыннӑн питне пӳрне вӗҫӗсемпе хыпашлать, сисӗм-туйӑм йӗрӗсене ҫырать.

Встрепенувшись, со смутной и едкой надеждой, вызвала она образ сестры и принялась изучать его, отводя каждой черте высокомерное, банальное определение, — с тупым удовольствием слепца, который водит концами пальцев по лицу незнакомого человека, создавая линии осязания.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Пӳрне хуҫса шутласа тухма пулать унашкаллисене.

Помоги переводом

XIV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Ҫапла-тӑр ҫав, «Мускавра чӗрне касаҫҫӗ» пулсан, Шупашкарта пӳрне касаҫҫӗ», — сасартӑк аса килчӗ Эверккине пӗр юлташ сӑвӑҫ калани.

Помоги переводом

V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Вӑл чӑсланкӑ, кӑнттамрах, кӳлепи, куҫӑмӗсем шанчӑклӑ, авӑк; килпетлӗ тумланнӑ; калаҫнӑ чухне аллинчи кӑранташне пӳрне вӗҫӗсемпе сӑтӑра-сӑтӑра ачашлать!

Он был долговяз, нескладен, уверен и внезапен в движениях; одет элегантно; разговаривая, он держал карандаш, гладя его концами пальцев.

VIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ман пӳрне, ав, халь те вилӗм пускӑчне пусса тӑрать, Тӗл перетӗп — ас тусамччӗ.

Палец мой лежит на спуске; точно выверен прицел.

VII. Таврӑну // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Чулсемпе хӳтӗленнӗскер — виҫӗ пӳрне сарлакӑш ансӑр хушӑкран тӗлле-тӗлле перетӗп, хӑҫанччен — пӗлместӗп; хама хӑрушсӑрлӑхра тесе уйланатӑп, анчах пӑшалшӑн кӑштах шикленетӗп, ӑна ӑнсӑрт пуля лектерсе чӗлпӗтме пултарать, ҫавӑнпа та чул хушӑкӗнчен кӗпҫе вӗҫне кӑна кӑларатӑп.

Прикрытый камнями, целясь в узкую меж ними, не шире трех пальцев, щель, я мог до времени считать себя в безопасности, но, опасаясь за ружье, могущее быть подбитым случайной пулей, выставлял дуло самым концом.

VI. Фильбанк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Хаклӑран та хаклӑ йӑлӑнтармӑша ҫав хӗр урисем тӗлне пӑрахассишӗн, — вӑл вара пӳрне тӗллесе кӑтартсанах юмарттӑн кулакансен йышӗнчен!

Ради того, чтобы бросить драгоценный каприз к ногам девушки, которая будет простосердечно смеяться, если ей показать палец!

XVIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

— Эпӗ шур эрехе кӗленчере ярлӑкран пӳрне хулӑнӑш ҫӳлерех хӑварнӑччӗ, халӗ вара вӑл ярлӑкран аяларах.

 — Я оставил водки в бутылке выше ярлыка на палец, а теперь она ниже ярлыка.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Пӳрне йӗрӗсене кӑтартӑр! — Йӳҫӗ Шерпетрен хистесех ыйтрӗ Рой.

— Покажите отпечатки пальцев! — потребовала Рой у Горького Сиропа.

Фергюсон ҫинчен хывнӑ халап // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 192–197 с.

— Кунашкал ҫӗр кимӗ сутса та кача пӳрне урӑх туянаймастӑп.

— Мизинец мне не купить даже и за сто таких лодок.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней