Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӗтереҫҫӗ (тĕпĕ: пӗтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫур ҫултан вӗсем аппаратсем туса пӗтереҫҫӗ, кунта вӗҫсе ҫитме вара…

В полгода они аппараты построят, а лететь всего…

Лару-тӑру улшӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Пире пӗтереҫҫӗ.

Нас уничтожат.

Гусевӑн ҫак кунхи ӗҫ-хӗлӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Куҫса ҫӳревҫӗсен ушкӑнӗсенчен хӑшӗ-пӗри экватор патнех ҫитет, вара унта вӗсене негрсем, слон кӗтӗвӗсем, шурлӑх сив чирӗ-мурӗ пӗтереҫҫӗ.

Иные из кочевников проникли к экватору, и там уничтожили их негры, стада слонов и болотные лихорадки.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Уру династийӗн ҫар пуҫӗсем хӑйсен ҫӗрне сарнӑҫемӗн сараҫҫӗ: хӗвел анӑҫӗнче вӗсем куҫса ҫӳрекенсене вӗлерсе пӗтереҫҫӗ, Лӑпкӑ океан хӗрринче ҫӗрпе чулран пирамидӑсем ҫӗкле-ҫӗкле лартаҫҫӗ.

Военачальники династии Уру расширили владения: на западе они истребили кочевников и на рубежах Тихого океана навалили пирамиды из земли и камней.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Земзе несӗлӗсем хӳтлӗх тӗллевӗпе мӗн пур пӗлӳпе усӑ кураҫҫӗ: тӑшманӗсене ӑсран кӑларса пӗтереҫҫӗ, вӗсем ҫине урса тилӗрекен буйвол кӗтӗвӗсене кӑлара-кӑлара яраҫҫӗ, вӗсене ҫиҫӗмле вӗҫекен бумерангсемпе касаҫҫӗ те чикеҫҫӗ.

Потомки Земзе употребили для защиты всё знание: поражали врагов безумием, насылали на них стада взбесившихся буйволов, рассекали их летящими, как молния, бумерангами.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вӑрмансенче эрешмен ҫиенсене пӗтереҫҫӗ.

В лесах были уничтожены пожиратели пауков.

Аэлитӑн пӗрремӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ӑна итлеҫҫӗ, анчах эрешмен ҫиенсене хирӗҫ тӑма килӗшменнисем те тупӑнаҫҫӗ, ҫапла вара тискерчӗксем вӗсене ҫурт уратисем ҫинчех вӗлерсе пӗтереҫҫӗ.

Его слушали и были такие, которые не захотели противиться пожирателям пауков, и дикари побили их на порогах хижин.

Аэлитӑн пӗрремӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

— Карло атте, анчах эпӗ ҫап-ҫара вӗт, мана йывӑҫран тунӑ, шкулта ачасем мана мӑшкӑласа пӗтереҫҫӗ, — тет Буратино.

— Папа Карло, но ведь я — голенький, деревянненький, — мальчишки в школе меня засмеют, — сказал Буратино.

Буратино хӑйӗн ҫӑмӑлттай шухӑшӗсене пула чут ҫеҫ пӗтмест. Карло ашшӗ илемлӗ хутсенчен унӑн валли тумтир ҫыпӑҫтарса тӑвать тата саспаллисен кӗнекине илсе парать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Сӗрӗнмесӗр тухсан, ҫыртса йӑлт хӑпалантарса пӗтереҫҫӗ.

Помоги переводом

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тӳрӗмлӗхре ҫавӑрса илеҫҫӗ те унӑн йӑнӑшне, тавҫӑрусӑрлӑхне пула вӗлерсе пӗтереҫҫӗ.

Ее обнаружат на равнине и уничтожат, и в этом будет повинен только он.

19 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

— Пирӗн вӑрлӑха пӗтереҫҫӗ… — малалла калаҫрӗ старик, — мӗн чӗрри пур, ӑна пӗтӗмпех вӗлереҫҫӗ.

— Наше семя погибнет… — продолжал старик, — все живое убивают.

15 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Вара унта та кунта кӑна кӑрчӑ-марчӑ, ҫурри таран типсе хӑрнӑ уйрӑм йывӑҫсем тӗл пулма пуҫлаҫҫӗ: вӗсене хаяр ҫилсем, ир пуҫланакан е кая юлса килекен шӑнсем ӳсмӗ чӑрмантараҫҫӗ, вӑхӑтсӑрах пӗтереҫҫӗ.

Потом кое-где останутся отдельные деревья, корявые и полуиссохшие; жестокие ветры, поздние и ранние заморозки мешают им расти и рано губят их.

2. Ӗмӗрхи юрсен тӗнчинче // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.

Пӗтереҫҫӗ вӗсене.

Их уничтожат.

8 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Кам та кам январӗн пӗрремӗшчен парӑнмасть, ҫавсенне ҫемйисемпе пурлӑхне пӗтереҫҫӗ…»

Кто не сдастся к первому января, у того будут уничтожены семья и имущество…»

2 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Эпир урӑхла тӑвас пулсан, пире пӗтӗмпех пӗтереҫҫӗ.

Если мы решим иначе — нас полностью уничтожат.

2 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Стариксем тӗвене часрах пусса та пӑрахаҫҫӗ, хырӑмлӑхӗсене кӑлараҫҫӗ, пӗтӗм хырӑмлӑхӗсене пӑтраштарса пӗтереҫҫӗ, анчах мӑн хырӑмлӑхне ҫурса пӑхмарӗҫ — ҫук та ҫук Хӳре.

Старики тут же зарезали верблюда, вытащили желудок, весь его переволошили, но как они на разрезали желудок — Хворста как нет, так и нет.

Xӳре // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 27–32 с.

Хӳшше хӑвармаҫҫӗ ӗнтӗ, веҫех салатса пӗтереҫҫӗ.

Шалаш растаскивают.

Пиратсем // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.

Кайран ҫав монастырьсене юсама тытӑнаҫҫӗ, ӑна валли ҫав тери нумай укҫа пӗтереҫҫӗ, анчах пӗтӗмпех усӑсӑр: карлик пек пӗчӗк колони ҫеҫ пулса тӑрать, вӑл пӗр-пӗр атӑ ҫӗлемелли е ҫӗвӗ ҫӗлемелли мастерской кӑна тытма пултарать.

А потом принимаются эти монастыри восстанавливать, убивают на это огромные деньги — и попусту: создается карликовая колония, которая может совладать разве только с сапожной или швейной мастерской.

68 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Пирӗн ялта кӑҫал ҫитӗннисем нумайӑшӗ пуҫламӑш шкул пӗтереҫҫӗ вӗт-ха.

Ведь в нашей деревне в этом году многие взрослые заканчивают начальную школу.

Тынэтӑн учитель пур // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

— Вӗсем пуринчен малтан вӑрласа пӗтереҫҫӗ те акӑ.

— Они-то первые и растащут все.

V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней