Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пытарнӑ (тĕпĕ: пытар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пономарева юлташсем вӑрман хӗрринчи шурӑ хурӑн айне пытарнӑ, тӗмески ҫине тӗреклӗ хыр юпа лартнӑ, хӑй пекех тӗреклӗ хыр юпа.

Помоги переводом

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Апат-ҫимӗҫ пакечӗсене пытарнӑ вырӑна хыр турачӗсемпе витсе паллӑ туса хӑвараҫҫӗ.

Помоги переводом

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Арӑм ҫакӑнтах пытарнӑ пек туйӑнать.

Помоги переводом

Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.

Вӗҫелисса курни ҫеҫ мар, тырӑ пытарнӑ вырӑнсем тата та нумай тупнӑ.

Помоги переводом

Пирӗн те революцие пулӑшас // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Эпӗ те курнӑ! — тет Шурик, — Вӗсем пытарнӑ!

Помоги переводом

Пирӗн те революцие пулӑшас // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Эс мӗн, «пит ӑслӑскер», влаҫсене хирӗҫех чӗвен тӑрасшӑн мар пулӗ те тата? — Вӑл, полици костюмӗн пиншакне йӳле янӑскер, сылтӑм аллипе йӑпӑр-япӑр брюкин вӗче кӗсйи тӗлӗнче пытарнӑ пистолет кобурине ярса тытрӗ, пиҫиххи тӳмисенчен вӗҫертрӗ те (шалтан нимӗн те кӑлармарӗ), урипе тӑрӑст! тутарса, унпа «ҫӗнӗ преступлени ашшӗне» вӑнк тӗллерӗ:

Помоги переводом

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Аннене вара кивӗ, таврари ялсен пӗрлехи ҫӑви ҫине пытарнӑ.

Помоги переводом

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Унта аттене пытарнӑ.

Помоги переводом

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

— Эрехе хӑй стаканне юлашкинчен янӑ чух Кӗркури, кӗленчене вӑрахчен ӳпне тытса ларчӗ, вара, куҫне, пытарнӑ хаклӑ мул тупнӑ пек, хӗпӗртӳллӗн чалтӑртаттарса, тутине йӑваласа икерчӗленӗ тӑм татки пек сарса ярса, лаплаттарса хучӗ:

Помоги переводом

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Иван амӑшӗ вилсен, хӗрӗхрен иртнӗ Ҫтаппан арӑмне пытарнӑ кун каҫхинех ҫӗнӗ арӑм тума ялти вӑтӑр икӗ ҫулхи хӗре илсе пырать.

Помоги переводом

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Ҫав вӑхӑтра Лена, тутине чӑп тытса, ытла та вӑрттӑн, ывӑҫ тупанне пытарнӑ кулӑпа пыллана-пыллана, пӗр парка ӳснӗ, ҫирӗп туналлӑ яка вир кӗпҫине тӗпӗнченех татса илчӗ те унӑн серепеллӗ вӗҫӗпе Павӑл питне чӑшӑр-чӑшӑр тӗкӗнкелерӗ.

Помоги переводом

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ӑна тӑван ялӗн масарӗнче пытарнӑ.

Помоги переводом

Общество ӗҫченӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d0%be%d0%b ... b5%d0%bde/

Палӑк тенӗрен, эпӗ хаяр вӑрҫӑ кӗрлесе иртнӗ Тверь облаҫӗнчи Ржев районӗнчи Сухуша ял администрацийӗпе ҫыхӑну тытса ҫав тӑрӑхра йышлӑн пытарнӑ салтаксен вилтӑприсене мӗнле пӑхса тӑни ҫинчен ыйтса пӗлтӗм.

Помоги переводом

Ҫырусӑр пуҫне ашшӗнчен нимӗн те юлман... // Галина Матвеева. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 14 с.

Пурнӑҫри чи йывӑр самантра, В. И. Ленин вилнӗ тата ӑна пытарнӑ самантра та, вӑл Пӗтӗм Союзри Советсен II съезчӗн траурлӑ заседанийӗнче тухса калаҫма, коммунистсене Ленин ялавӗ, парти ялавӗ тавра пӗтӗҫме чӗнсе каламашкӑн вӑй-хӑват ҫитернӗ.

Помоги переводом

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Ӑна та Кузьмичи поселокӗнчи салтаксен масарне пытарнӑ.

Помоги переводом

Вӗсем Сталинграда хӳтӗленӗ // Николай АЛЕКСЕЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d0%b2e%d1% ... b5%d0%bde/

Ӑна Котлубань станцийӗнчен 12 ҫухрӑм хӗвел тухӑҫнерех вырнаҫнӑ 117,4 паллӑллӑ сӑрт ҫине пытарнӑ.

Помоги переводом

Вӗсем Сталинграда хӳтӗленӗ // Николай АЛЕКСЕЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d0%b2e%d1% ... b5%d0%bde/

Ӑна пытарнӑ чух ун тупӑкӗ хыҫҫӑн пӗр тусӗ те пыман, пӗлессе те вӗсем поэт вилӗмӗ ҫинчен питӗ кая юлса пӗлнӗ…

Помоги переводом

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӑл каялла таврӑниччен амӑшне ырӑ ҫынсем тирпейлесе те пытарнӑ

Помоги переводом

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Юлашки самантра минтер айне пытарнӑ скальпеле сестра туртса илчӗ.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Леснике вӗлернӗ, ӑна эсир пытарнӑ

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней