Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кӗве ҫине пустав е тусанпа йӳҫек шӑршине, пирӗн урапа ҫинчен тухаканскере, ир шӑрши ҫӗнтерсе илет, эпӗ чӗрере хӗпӗртеттерекен темле пӑшӑрхану пуррине туятӑп, мӗн те пулин тӑвас килет — ку вӑл чӑн-чӑн киленӳ палли.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Малта курпунтарах та ҫӳллӗ, салхуллӑ та ыйхӑллӑ сӑн-питлӗ краснофлотец утать, ун хыҫҫӑн пуҫсӑрланнӑ, ҫилленсе ҫитнӗ ҫичӗ «пулӑҫӑ» пыраҫҫӗ, вӗсем симӗс пустав костюмпа, ула фуфайка тӑхӑннӑ.
VI // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.
Пустав ҫирӗпчӗ, пӗрремӗш ҫул кӑна тӑхӑнать-ха вӑл ӑна.
IV // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.
Пӗри кӑна сӑрӑ салтак шинелӗ тӑхӑннӑ, ыттисем пурте кӑвак пустав шинельпе, хулпуҫҫийӗсем ҫинче ялтӑркка пакунсем.
XV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Ҫак ҫын хӑйӗн кӑвак кӗпине те, ҫӳхе пустав шӑлаварне те нимӗн вырӑнне хуманни сисӗнет.Полное пренебрежение чувствуется у этого человека и к его синей рубахе и к штанам тонкого сукна.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Сцена айккинчи пустав чаршав хускалчӗ, стена ҫине…
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Унӑн нумайранпа кастарман пирки кӑтраланса кайнӑ хура ҫӳҫӗ ҫинче подводниксем тӑхӑнакан пустав пилотка илемлӗн ларать, кӗске, шурӑ хӑюллӑ хура курткине сарлака пиҫиххине ҫыхса янӑ, хулӑм сӑрантан ҫӗленӗ кабурӗнче «вальтер», самолет чӳречисене кантӑклакан кӗленчерен тунӑ авӑрлӑ кинжал, кӑкӑрӗ ҫинче автомат, шӑлаварӗ парусинӑран ҫӗлетнӗскер, мӑйӗнче шарф, сулахай аллине сулласа пырать, сылтӑммине хуҫлатса тытнӑ, пӳрнисем пулемет-пистолета ҫирӗппӗн чӑмӑртанӑ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Аялта, зал варринче, цирк арени ҫинчи пек, симӗс пустав витнӗ ҫаврака сӗтел ларать.Внизу, посреди зала, как на арене цирка, круглый стол под зеленым сукном.
XXIV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Вӑл кӑвак пустав кӗпепе, ҫӳлӗ кӑкӑрӗ ҫинче гварди значокӗ йӑлтӑртатать.Она была в суконном зеленом платье, знак гвардии поднимался на высокой груди.
V // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Монтанелли пусмасем тӑрӑх собор варрине анчӗ, аран калакан чаплӑ кӗвӗ илтӗнекен хор айӗпе, унтан хӗп-хӗрлӗ пустав карнӑ алӑк витӗр иртсе, хӗвел пӑхакан урама тухрӗ.
VIII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Чечексемпе капӑрлатнӑ колоннӑсем умӗнчен иртсе, собор алӑкӗ тӗлне карнӑ шупка хӗрлӗ пустав тӑрӑхӗсем айӗнчен иртсен, хӗвел хӗртсе пӑхакан урӑма тухаҫҫӗ.
VIII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Ярах уҫса пӑрахнӑ алӑк тӗлӗнче куҫа йӑмӑхтаракан хӗрлӗ тӗслӗ йывӑр пустав тӑрӑхӗсем усӑнса тӑраҫҫӗ, июнь уйӑхӗнчи хӗрӳ хӗвел ҫуттинче вӗсем хирти хӗрлӗ мӑкӑнь чечекӗ пекех туйӑнать.
VIII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Ӑна вӑрӑм та пушӑ, симӗс пустав витнӗ сӗтел ларакан пӳлӗмех илсе пынӑ, вӑл хӑйӗн умӗнче полковникӑн ҫавӑн пекех ҫӳлелле каҫӑртса янӑ сухалне курсан, ун ҫине каллех ҫилленнӗ, ӑна каллех усал сӑмахсем калас килнӗ.
VI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Юлашкинчен ӑна пысӑк та ҫутӑ пӳлӗме илсе кӗчӗҫ, унта симӗс пустав витнӗ вӑрӑм сӗтел ҫинчи хут куписем хушшинче сӑмах калама ӳркеннӗ пек калаҫса виҫӗ ҫар ҫынни лараҫҫӗ.
VI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Сӗтел ҫине вӗсем хӑйсемпе пӗрле илсе килнӗ сенкер пустав сарса хучӗҫ, кӑранташсем, хутсем хатӗрлесе хучӗҫ.Стол покрыли привезенным с собою синим сукном и разложили карандаши и бумаги.
XXIX сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Халӗ ӗнтӗ, фляжкӑна тупса, унӑн пустав чехолне сӳсе илес пулать…
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Вӗсен куҫӗ умӗнче юри вӑл хура ҫиппе хӗрлӗ лампассем (вӗсем казаксен ӗлӗкхи ирӗклӗ пурнӑҫне пӗлтерекен паллӑ вырӑнне пулнӑ) ҫӗлесе антарнӑ пустав шӑлаварпа ҫӳрерӗ.
Ют юн // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Ют юн. — Тӑван Атӑл, 1965, 3№, 82–91 с.
Хӗрлӗ пустав сарнӑ сӗтел умне Рогов пырса тӑчӗ:
Пӗрремӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Хула хыҫӗнче, выльӑх пусмалли хуралтӑ хапхине хирӗҫ, пӗр мӑшӑр ула лаша кӳлнӗ, ҫиелтен хура пустав витнӗ, темле тӗлӗнмелле урапа тӑнӑ; тупӑка ҫав урапа ҫине лартрӗҫ те панихида служить тума тытӑнчӗҫ, урамран, трубаран янӑраса тухнӑ пек, пӑхӑр хавассӑн мӗкӗрни илтӗнчӗ; музыка «Боже, царя храни» каларӗ, виҫӗ чиркӳ чанӗсем янӑрарӗҫ, тусанпа тӗтӗм пек пӑтравлӑ кӗрлев юхса килчӗ:
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Тӗксӗм-кӑвак пӗлӗт кӑштах хӗрелчӗ; пӗр тӗлте ҫутӑрах лаптӑк палӑрчӗ, вӑл кивелнӗ пустав ҫинчи ҫупа вараланнипе ҫутӑлса тӑракан лаптӑка аса илтерчӗ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.