Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Турӑ сана, мана старике хӗрхеннӗшӗн, ҫӗр ҫул пурӑнмалӑх сывлӑх патӑр.— Дай бог тебе сто лет здравствовать за то, что меня старика призрил и успокоил.
Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Манӑн ватӑлнӑ аннем пур, ҫур шалуне ун патне ярса тӑрӑп, ыттине, майӗпен пухса, пӗр пилӗк ҫул хушшинче малалла хам тӗлӗшшӗн пурӑнмалӑх укҫа тӑватӑп, вара bоnsoir Парижа кайса, суту-илӳ ӗҫне тытӑнатӑп.
XI сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
— Вӗрентес килет-ҫке, пурнӑҫра пурӑнмалӑх, ҫӑкӑр ӗҫлесе илмелӗх ӑс парас тӗллевлӗ.
Нимрен нимӗр турӑмӑр... // Элиза ВАЛАНС. Тантӑш, 2015.07.23, 30 (4444)№
Пӗчӗк ӗҫ укҫи тӳленине пула ҫынсем пысӑк хуласене «пысӑк укҫа» шырама тухса каять е алӑ сулать те хӑйӗн ҫӗнетӳ вӑхӑтӗнче аслӑлатнӑ пӗчӗк ани ҫинче апат-ҫимӗҫ туса илет, выльӑх-чӗрлӗх ӳстерет те ӑна хӑйне пурӑнмалӑх укҫа тума пасара кайса сутать.
Ӑрша чупнине курасчӗ // Иван ПАТШИН. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№
Паян пурӑнмалӑх ҫӑкӑр пар, хырӑм тутлӑхне, ҫӑкӑр перекетлӗхне пар, ҫын патне кивҫене ан яр, кӗлмӗҫ хутаҫҫи ҫакассинчен хӑтар.
Кил пуҫӗн кӗлли (3) // халӑх пултарулӑхӗ. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 13-14 с.
Шкул ҫулӗсенчи юлташсемпе тӗл пулни, ачалӑх ҫулӗсене ӑшшӑн аса илсе калаҫни темиҫе ҫул пурӑнмалӑх вӑй-хал хушать.
Шкулта вӗреннӗ ҫулсем - чи телейлӗ, савӑнӑҫлӑ самантсем // З.ИЛЛАРИОНОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21
17. Ку ӗмӗрти пуянсене ӳкӗтле: вӗсем ан мӑнаҫланччӑр, пӗтекен пуянлӑха ан шанччӑр, Чӗрӗ Турра шанччӑр — савӑнса пурӑнмалӑх Вӑл пире пурне те ытлӑ-ҫитлӗ парать.
1 Тим 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иисус пӑхнӑ та пуянсем Турӑ Ҫуртӗнчи укҫа арчине хӑйсен парнине хунине курнӑ; 2. пӗр чухӑн тӑлӑх арӑм та ҫавӑнта икӗ вак укҫа хунине курсассӑн 3. Вӑл каланӑ: чӑн калатӑп сире: ҫак чухӑн тӑлӑх арӑм пуринчен те ытларах хучӗ; 4. ыттисем пурте ытлашшине Турра парне кӳчӗҫ, ку вара, кӗлмӗҫскер, хӑйӗн мӗн пуррине, хӑйне пурӑнмалӑх укҫине ячӗ, тенӗ.
Лк 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Санӑн яту хисеплентӗр; Санӑн Патшалӑху килтӗр; Санӑн ирӗкӳ ҫӗр ҫинче те ҫӳлти пекех пултӑр; 3. куллен пурӑнмалӑх ҫӑкӑр пар пире; эпир хамӑра парӑмлӑ пулнисене кирек кама та каҫарнӑ пек, 4. пирӗн ҫылӑхсене каҫар пире; ҫылӑха ан кӗрт пире, усалтан хӑтар пире, тейӗр.
Лк 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене чӗнсе илсе каланӑ: чӑн калатӑп сире: ҫак чухӑн тӑлӑх арӑм арчана укҫа хуракансенчен пуринчен те ытларах хучӗ: 44. ыттисем пурте ытлашшине хучӗҫ, ку вара, кӗлмӗҫскер, хӑйӗн мӗн пуррине хучӗ, хӑйне пурӑнмалӑх укҫине ячӗ, тенӗ.
Мк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Санӑн яту хисеплентӗр; 10. Санӑн Патшалӑху килтӗр; Санӑн ирӗкӳ ҫӗр ҫинче те ҫӳлти пекех пултӑр; 11. паян пурӑнмалӑх ҫӑкӑр пар пире; 12. эпир хамӑра парӑмлӑ пулнисене каҫарнӑ пек, пирӗн парӑмсене каҫар пире; 13. ҫылӑха ан кӗрт пире, усалтан хӑтар пире.
Мф 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Унччен ҫухатнисем хыҫҫӑн ҫуралакан ачусем сана сасӑпах калӗҫ: «маншӑн вырӑн хӗсӗк; мана пурӑнмалӑх вырӑн тупса пар» тейӗҫ.
Ис 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эпӗ Санран икӗ япала ыйтатӑп, хам виличчен эпӗ ыйтнине тивӗҫтерсемччӗ: 8. хӗвӗшӳрен, суя-ултавран хӑтар мана, чухӑнлӑх та, пуянлӑх та ан пар мана — паян пурӑнмалӑх ҫӑкӑр пар мана: 9. мӑнтӑра тухса, манӑн Сана пӑрахмалла, «Ҫӳлхуҫа кам вӑл?» тесе каламалла ан пултӑр, ҫука юлса, вӑрламалла ан пултӑр, Туррӑмӑн ятне вырӑнсӑр асӑнмалла ан пултӑр.
Ытар 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Давид вара Саул тарҫине Сивана чӗнсе илнӗ те каланӑ: Саулӑн тата унӑн килӗн ӗлӗк мӗн пулнине пӗтӗмпех эпӗ санӑн хуҫун ывӑлне паратӑп, тенӗ; 10. ӗнтӗ эсӗ те, санӑн ывӑлусем те, санӑн чурусем те ун валли ҫӗр ӗҫлесе тӑрӑр, ҫӗр ҫимӗҫне ӑна парса тӑрӑр — хуҫу ывӑлӗн тӑранса пурӑнмалӑх ҫӑкӑр пултӑр; хуҫу ывӑлӗ Мемфивосфей вара яланах ман сӗтелӗм хушшинче апат ҫийӗ, тенӗ.
2 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Хам валли вара шанчӑклӑ священник лартӑп; вӑл Манӑн чӗрем, Манӑн чунӑм ыйтнӑ пек туса тӑрӗ; унӑн килне те ҫирӗп тӑвӑп; вӑл ӗмӗрӗ тӑршшӗпех Эпӗ ҫу сӗрсе янӑскерӗ умӗнче ҫӳрӗ; 36. вара санӑн килӳнте чӗрӗ юлнисенчен кашниех ун патне пӗр гера кӗмӗлшӗн, ҫӑкӑр татӑкӗшӗн кӗлеме пырӗ: «тӑранса пурӑнмалӑх пӗр-пӗр левит ӗҫне явӑҫтарсам мана» тейӗ, тет.
1 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Израиль ывӑлӗсем тырӑ-пулӑ аксан, мадиансемпе амаликсем тата тухӑҫ енче пурӑнакансем килеҫҫӗ те вӗсен ҫӗрӗнче ҫӳреҫҫӗ; 4. вӗсем хушшинче чатӑр лартсах пурӑнаҫҫӗ, ҫӗр ӳстерсе паран ҫимӗҫе те Газа патне ҫитичченех пӗтереҫҫӗ, Израиль валли тӑранса пурӑнмалӑх сурӑх та, вӑкӑр та, ашак та хӑвармаҫҫӗ.
Тӳре 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.