Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Тӗрӗс мар калатӑр, Тихон Евдокимович, тӗрӗс мар! — ун сӑмахӗсенче чуна ҫатӑр чӗпӗтекен чӑнлӑх та ҫук маррине пӗлсех хирӗҫлетӗп эпӗ; чӑнахах та ӑраскалсӑр ачалӑх хурлӑхӗн ӗмӗлки унӑн чунне ҫаплах тӗксӗмлетсе тӑрать пулсассӑн; ҫав хурлӑх ӗмӗлкине сирес шутпа та хыттӑн, тулаштарса ярасран хӑрамасӑр, пач шеллемесӗр хирӗҫлетӗп эпӗ Турунова.
XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Миҫе хут ҫула тухман-ши ҫыру чӗннипе, ҫапах та ун йӗрӗ ҫине ӳксе вӗҫне-хӗрне ҫитесси кашнинчех ҫӗнӗ ӗҫ пек, пач пӗлмен ӗҫ пек хумхантарать.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Пач урӑххине аса илесшӗн пулчӗ.
Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html
Ҫав каҫ киле мӗнле ҫитнине тата тӑваттӑмӗш хутри хваттерне мӗнле хӑпарнине вӑл пач та астуса юлмарӗ.
Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html
Акӑ, калӑпӑр, автор Янтул пурнӑҫӗ малалла мӗнле пулни пирки пач асӑнмасть.Вот, скажем, автор совсем не упоминает о том, как сложилась в дальнейшем жизнь Яндула.
«Хветӗр Уярӑн «Таркӑн» романне мӑшӑрласа пӗтертӗм!..» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/210
Кирек мӑнле ҫыннӑн та мӑнкӑмӑллӑх пур: хыҫалтан виҫҫӗмӗш грузовик ыткӑнса килнине асӑрхасан Мирун пиччепе Мӗтри пач та сикмерӗҫ, пире таптамасӑр хӑвӑртрах иртсе кайтӑр ку хӑямат тенӗ пек, кӑштах ҫул айккинерех пӑрӑнчӗҫ те — ӗҫӗ пӗтрӗ.
Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.
Тата кунта куҫ хӑнӑхманнипе пач тӗттӗм.
Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Мӗн тӑвӑн, тӑсса патӑм ун пайне те, ҫавӑнтах пач ҫухалчӗ начальник, ун вырӑнне тепӗр тӑсланкӑ арҫын сиксе тухрӗ…
Хаклӑ туссем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 36–38 с.
Эп сире пач пӗлместӗп-ҫке.
Хаклӑ туссем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 36–38 с.
Пултаруллӑ пике пур ҫӗре те ҫитме ӗлкӗрет, кичемленсе ларма унӑн пач та вӑхӑт ҫук.
Ҫамрӑкла вӗренни – чул ҫинче // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/03/21/%d2%ab%d0%b ... %87%d0%b5/
Анчах путӑм хӑвӑртлӑхӗ хӑвӑртах чакса ларчӗ, юлашкинчен пач ҫухалчӗ — урасемпе пӗве тӗпне тӗкӗнме пӳ ҫитмерӗ.
«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.
Эпӗ, янахӑма ялт-ялт сиктере-сиктере, хӗпӗртӗве-савӑнӑҫа пач хӗстермесӗр, хӳме лартмасӑр, епле майпа футбол мечӗкӗ ҫак ӑш хыппине пӗр ыраттармасӑр самант «майласа, пуҫтарса хуни» ҫинчен ынатласа, пал-пал ҫулӑмланса, ҫӗтерех панӑ саспа пайӑрласах каласа патӑм.
Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.
Пӗр авӑк ман хапха умӗнче футболистсен тӗркӗшӗвӗ-кӗрмешӗвӗ пач пулмарӗ, ҫав самантпа усӑ курса, эпӗ, тӳлек Атӑлӑн «асту, ку тӗлте ӑшӑх», тесе асӑрхаттаракан хӗрлӗ бакенӗ пек, тӑппӑн «хумханкаласа», сывлӑш ҫавӑрса тӑтӑм.
Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.
— Ҫу-у-ук, — хирӗҫлет Арҫен, — кун пек йӑла маншӑн пач ют.
Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.
— Эсӗ мӗн, Арҫен, пач сӑнран ӳкнӗ?
Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.
Тӑтӑрхи-хевти пач пӗтсе ларнипе чутах тӑнк ӑпӑр-тапӑр тултарнӑ михӗ пек кӑпӑр-капӑр йӑваланса анса ӳкмерӗ.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Мучи, ие чӑмланӑ пек пач хӑвӑрӑлса кайнӑскер, элете-элете, мекеҫлене-мекеҫлене вырӑнӗ ҫине тӑрса ларчӗ, хул айне кӑтӑртаттарса илчӗ, суракан чӗрине, йӑшӑхсах ыратакан ура сыпписене хыткан аллисемпе чӑшӑр та чашӑр, йӑшӑр та йӑшӑр сӑтӑркаларӗ, кӑштахран, хӑштик-хӑштик сывлакаласа, ури ҫине тӑчӗ.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Вилӗ-чӗрӗ, сывлавӗ пач палӑрми хӗрарӑм ҫавӑнтах ӑшран шыв шерлеттерсе, хӑсса кӑларчӗ.
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Ҫак вырӑнта хӑлхана пӗрмай темӗнле тӳрмен, тӳрккес сасӑ пӗр шелсӗр тӳнккенипе — зал алӑкӗ шӑлт-шалт, шӑнк-шанк уҫӑлса хупӑннипе — чалл! вӑранса кайрӑм та, пач уҫӑлнӑ пекки пулса, тӑрса лартӑм.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Кӑтарту кӗтнинчен пач урӑхла пулма пултарать.Исход может оказаться совершенно противоположный ожидаемому результату.
11-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ