Поиск
Шырав ĕçĕ:
Шыв ӗҫтерсен, шӗвӗ яшка ҫитерсен, негрсем тӑна кӗчӗҫ.В конце концов вода и несколько глотков бульона вернули бедных негров к жизни.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Уэлдон миссиспа Нэп карчӑк Дик Сэнд пулӑшнипе вӗсене пурне те кашӑкпа шыв ӗҫтерсе тухрӗҫ, негрсем темиҫе кун шывсӑр каҫӑхнӑ пулмалла.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Халь «Пилигрим» пыракан океан пайӗ чура карапӗсем ялан ҫӳрекен ҫулсенчен айккинче пулин те, ҫак негрсем «Вальдек» карап Лӑпкӑ океанри пӗр-пӗр колоние сутма илсе каякан чурасен пӗр ушкӑнӗ пулӗ тесе шутларӗ Халл капитан.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Решеткерен кӗрекен кун ҫутинче Халл капитан ку ҫынсем негрсем пулнине курчӗ.При ярком дневном свете, проникавшем через решетку, капитан Халл увидел, что это были негры.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Негрсем Таманго патне пырса пулӑшу ыйтма шут тытрӗҫ, анчах вӑл хӑй «йӑвинчен» тухмарӗ.
Таманго // Василий Алагер. Мериме Проспер. Таманго: [калав] — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1938. — 24 с. — 6–24 с.
Пӑлхав пуҫласа янӑ негрсем нимӗн тума аптранипе пуҫӗсене ҫухатрӗҫ.Негры, поднявшие бунт, не зная, что делать, потеряли голову.
Таманго // Василий Алагер. Мериме Проспер. Таманго: [калав] — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1938. — 24 с. — 6–24 с.
Хӑраса ӳкнӗ негрсем Таманго патне чупса пырса харкашма пуҫларӗҫ, анчах вӑл, мӑнкӑмӑллӑн пуҫне ҫӗклесе, ҫӗрте выртакан пӑшалсенчен иккӗшне илчӗ те, аллипе паллӑ туса кӑтартса, Айшене хӑй хыҫӗнчен утма хушрӗ, унтан вӑл карап хӳри патнелле кайрӗ те, хӑйне пуш пичкесемпе тата ешчӗксемпе хӳтӗлесе хурса, вӗсен хушшисене икӗ пӑшалне кӗпҫисене тулалла туса чиксе хучӗ.
Таманго // Василий Алагер. Мериме Проспер. Таманго: [калав] — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1938. — 24 с. — 6–24 с.
Юлашки шурӑ вилене, тӑрмаласа, унтан та кунтан каскаласа пӗтернӗ вилене тинӗсе ывӑтсан вара, негрсем, хӑйсем шуррисене тавӑрма пултарнине кура кӑмӑлӗсене уҫнӑскерсем, ӑнсӑртран ҫаврӑнса пӑхрӗҫ те, ҫаплах-ха уҫӑ ҫилпе карӑнса пыракан паруссене асӑрхарӗҫ, вӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ку паруссем тӑшмансене пӑхӑнса, хӑйсене ӗмӗрлӗхех чура пулса пурӑнма илсе кайнӑ, ҫавӑнпа вӗсен ҫав тери хӑраса ӳксе, Тамангона кӑшкӑрса чӗне пуҫларӗҫ.
Таманго // Василий Алагер. Мериме Проспер. Таманго: [калав] — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1938. — 24 с. — 6–24 с.
Негрсем, хӗҫпӑшал тупайман пирки, шлюпка кӗсменӗсене, якӑр ҫавӑрса хӑпартмалли рычаксене яра-яра илчӗҫ.
Таманго // Василий Алагер. Мериме Проспер. Таманго: [калав] — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1938. — 24 с. — 6–24 с.
Том кун пирки акӑ мӗн каларӗ: енчен Джима йӗркеллӗ илсе тухса кайма пултарнӑ пулсан, эпир сулӑпа анаталла, юханшыв вӑррине ҫитиччен каяттӑмӑр — ахальшӗнех, тӗрлӗ мыскарасем тӑвассишӗн кӑна, — малтанах ҫапла шухӑшласа хунӑ-мӗн Том, — ҫакӑн хыҫҫӑн тин вӑл Джим ирӗклӗ ҫын иккенне пӗлтерес тенӗ; эпир вара ӑна пӑрахутпа илсе каяттӑмӑр, вӑхӑт ирттернӗшӗн ӑна укҫа тӳлеттӗмӗр, ӑна кӗтсе илме пур негрсем те тухчӑр тесе малтан ҫыру ҫыраттӑмӑр, хулана эпир ӑна факелсемпе, музыкӑпа ӑсатса яраттӑмӑр, ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл паттӑр пулса тӑратчӗ, эпир те паттӑра тухаттӑмӑр.
Юлашки сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ҫавӑнпа паян ирчченех утрав ҫинче пурӑнма лекрӗ; негрсем чирлӗ ҫынна ҫапла тимлесе пӑхнине эпӗ хальччен те курман, ачана пула ҫак негр ирӗке ҫухатма пултарнӑ-ҫке, ывӑнасса та хытӑ ывӑннӑ пулас вӑл, сӑнӗнченех паллӑ, юлашки вӑхӑтра вӑл йывӑр ӗҫ нумай тунӑ.
Хӗрӗх иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Леш фермерсем пурте питӗ хытӑ тарӑхнӑ, вӗсем хушшинче Джима ҫакса вӗлерес текенсем те пур: «Кунти негрсем хӑраса тӑччӑр, Джим пек шӑв-шавлӑ пӑтӑрмах туса тарма ан шутлаччӑр, пӗтӗм ҫемьене хӑратса ан пурӑнччӑр», — теҫҫӗ.
Хӗрӗх иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
— Ҫав негрсем сирӗн киле туллиех пухӑннӑ пулмалла, Фелпс аппа, ҫӗрле ӗҫлесех ҫавӑн чухлӗ ӗлкӗрме уйӑха яхӑн кирлӗ пулнӑ вӗсене.
Хӗрӗх пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ирхи апат ҫинӗ негрсем ҫак вӑхӑтра шӑпах хире кайма пуҫтарӑнатчӗҫ, Джим негрӗ ун валли чашӑка ҫӑкӑр, какай тата ытти ҫимӗҫсем тултаратчӗ; ыттисем тухса кайнӑ чух пысӑк пӳртрен ӑна ҫула май ҫӑраҫҫи пырса пачӗҫ.
Вӑтӑр тӑваттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ирхине эпир илӗм-тилӗмпех вӑрантӑмӑр та, йытӑсене хамӑра илентерес тата Джима апат кайса ҫитерекен негрпа лайӑхрах паллашас тесе, негрсем пурӑнакан пӗчӗк пӳртсем патнелле утрӑмӑр.
Вӑтӑр тӑваттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Икӗ акр пысӑкӑш картишне вӗрлӗк карта тытнӑ; хӳме урлӑ каҫма тата хӗрарӑмсене лаша ҫине утланма меллӗ пултӑр тесе, хӳме ҫумне пӗрене пуҫӗсене пусма картлашки евӗр тӑратса тухнӑ, тӗрлӗ ҫӳллӗшлӗ пичкесене юнашар лартнӑ тейӗн, картишӗнче тӗллӗн-тӗллӗн имшер курӑк ӳсет, таптанса ҫаралнӑ кукша вырӑнсем ытларах, вӗсем кивелсе якалнӑ шлепкене аса илтереҫҫӗ; шуррисем пурӑнакан ҫурта саваласа якатнӑ пӗренесенчен тунӑ; пӗренесем хушшине тӑм е акшар шӗвекӗ сӗрсе ҫиелтен шуратнӑ, анчах вӗсене тахҫанах шуратнӑ пулмалла; кухньӑна якатман пӗренесенчен тунӑ, пӳртпе кухня хушшинче лупас ларать, кухня хыҫӗнче — пӗренерен тунӑ коптильня; ун леш енче — негрсем пурӑнакан виҫӗ лутра пӳрт; картишӗн пӗр хӗрринче, хӳме ҫумӗнчех, пӗр пӗчӗк пӳрт уйрӑммӑн ларать, тепӗр хӗррипе — тӗрлӗрен ӗҫ ҫурчӗсем; лаҫ патӗнче кӗл купи выртать, тата супӑнь пӗҫермелли пысӑк хуран ларать; кухня алӑкӗ умӗнче — сак, ун ҫинче шыв витрипе кавӑнран тунӑ савӑт лараҫҫӗ; кунтах, хӗвел питтинче, йытӑ ҫывӑрать; леререх — тата тепӗр йытӑ; картиш кӗтесӗнче — лапсӑркка виҫӗ йывӑҫ, хӳме ҫумӗнче — хурлӑханпа крыжовник тӗмӗсем; хӳме леш енче — пахча-ҫимӗҫпе арбуз йӑранӗсем; тата леререх — ҫӗрмамӑк плантацийӗсем, вӗсен хӗрринче — вӑрман.
Вӑтӑр иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ҫак пӗтӗм ӗҫе мӗскӗн негрсем ҫине йӑвантарнине лӑпкӑнах итлесе тӑратӑр, вӗсене хута кӗрсе пӗр сӑмах каласчӗ хӑть!
Вӑтӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ӑна негрсем вӑрласа кайнӑ тесеччӗ эпир.
Вӑтӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Пӗри манран: «Ылтӑна негрсем вӑрланине куртӑн-и?» — тесе ыйтрӗ.
Ҫирӗм тӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Негрсемпе мӗнле пулчӗ, ҫавӑн пекех пулать: вӗсене сутса янине тӗрӗс мар тесе йышӑнаҫҫӗ, негрсем часах киле таврӑнаҫҫӗ.Выйдет так же, как с неграми: продажа недействительна, и негры скоро вернутся домой.
Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.