Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

лутра сăмах пирĕн базăра пур.
лутра (тĕпĕ: лутра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Алтаккин пичей (ун чухне лутра кӑна ҫивчӗ старик ӗнтӗ) Юманккана вӑрҫса тӑрать:

Помоги переводом

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

Лутра ҫын вара ӑна хыттӑн ыталаса илчӗ те, вӗсем пӗр-пӗрне хӗрӳллӗн чуптурӗҫ.

Помоги переводом

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Вӗсем пӗр-пӗрин ҫине сӑмах чӗнмесӗр пӑхрӗҫ; лутра кӗлеткеллӗ ҫын Ваҫҫан сарлака та картлӑ-картлӑ ҫамкине, шуралнӑ тӑнлавӗсене сӑнарӗ, ҫавна май унӑн сӑн-питӗнчи хаваслӑх самантрах таҫта кайса ҫухалчӗ.

Помоги переводом

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Килнӗ ҫын — лутра кӗлеткеллӗ, чылаях мӑнтӑр.

Помоги переводом

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Вӗсем уҫланкӑ хӗррипе уткаласа ҫӳрерӗҫ, кӑтра тӑрӑллӑ лутра йывӑҫсем ҫине пӑхрӗҫ.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Часах вӗсем пӗр пысӑк та ирӗк уҫланкӑна тухрӗҫ, уҫланкӑн тепӗр енче вак хунавлӑ лутра вӑрман пуҫланать, Шӑпчӑксен кати ҫакӑ пулчӗ те ӗнтӗ.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Вӑрманти ытти йывӑҫсенчен уйрӑлса ҫара ҫӗрте ирӗккӗн ӳсекен шултра туратлӑ лутра вӗрене айӗнче кӑвак сухаллӑ мучи ларать.

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Улӑм купаланӑ акӑш-макӑш капансем пек курӑнакан мӑнаҫлӑ йӑмрасем хыҫӗнчен шап-шурӑ сухаллӑ патмар мучи кӑштӑртатса тухассӑн туйӑнчӗ, анчах ман ума йӳҫӗ тӗтӗмлӗ пирус хӗмлентерсе лутра пӳллӗ кутамас каччӑ пырса тӑчӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Крыльца умӗнче хулӑн туталлӑ лутра каччӑ пирус мӑкӑрлантарса тӑрать.

Помоги переводом

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Иккӗшӗ те лутра пӳллӗ, сарӑ ҫӳҫлӗ, кӑвак куҫлӑ.

Помоги переводом

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Ӑна, туллирех кӗлеткеллӗ лутра хӗрарӑма, Испуханов тӑваттӑмӗш ҫул пӗлет.

Помоги переводом

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Ҫав хушӑра улпут мӑшлата-мӑшлата лутра пӳллӗ ҫӗтӗк камсул уртса янӑ хресчен енне ҫаврӑнчӗ те тем пӑшӑлтатса калама тытӑнчӗ.

Помоги переводом

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ку сан ӗҫӳ мар! — касса татрӗ ӑна виҫҫӗмӗшӗ, хӑнчӑр куҫлӑ лутра арҫын.

Помоги переводом

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тӗм-тӗм лутра йывӑҫсен ҫумӗнчен хуллен пилӗк юланут тухрӗҫ.

Помоги переводом

Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сарлака картишне кӗнӗ чухне Пӑкачав анкарти енчи пӗртен-пӗр лутра кантӑклӑ пӗчӗк пӳрт патӗнче темиҫе хӗрарӑм ӑшталанса ҫӳренине, темшӗн ӑна асӑрхаман пекех ун енне ҫаврӑнса та пӑхманнине курса тӗлӗнчӗ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫавӑнпа хура лутра пултӑмӑр, Ырҫын хисепне кӗримарӑмӑр».

Помоги переводом

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Кӗрешмешкӗн хӑрамасть: Лутра ҫутам кӗлетки, Хурҫӑ пекех ал-ури.

Помоги переводом

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Вӑл лутра йывӑҫсем хушшипе хӗвелтухӑҫ еннелле утрӗ.

Помоги переводом

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Ҫак кӗтӗсем ытла та лутра.

Помоги переводом

Шурик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Чӑнах! — кӗтмен ҫӗртен хаклӑ япала тупнӑ пек ҫунатланса, такӑлтаса илчӗҫ ытти юлташӑмсем те: кӗре сӑн-питлӗ лутра Микишпа ҫутам, шӗвӗр сӑмсаллӑ Улатимӗр.

Помоги переводом

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней