Поиск
Шырав ĕçĕ:
16. Халӑхсенӗн пуҫлӑхӗсем ӑҫта, ҫӗр ҫинчи тискер кайӑксене тытса тӑнисем, вӗҫен кайӑксемпе выляса йӑпаннисем ӑҫта, 17. ылтӑн-кӗмӗл пухакансем ӑҫта? ҫынсем ӗнтӗ ҫавна шанаҫҫӗ, мул пухассин вӗҫӗ-хӗрӗ те курӑнмасть!
Вар 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Унта ҫеҫенхирти тискер кайӑксемпе шакалсем пырса вырӑнаҫӗҫ, унта тӑмана пурӑнӗ, анчах ӗмӗр-ӗмӗрне те, сыпӑкран сыпӑка та ҫын пурӑнмӗ.
Иер 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эсир Ман сӑмахӑма итлемерӗр, кашнийӗ хӑйӗн тӑванне, хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине ирӗке ямарӑр; ҫавӑншӑн Эпӗ сире, тет Ҫӳлхуҫа, хӗҫ айне пулма, мур чирӗпе, выҫӑпа асапланма ирӗк паратӑп, ҫӗр ҫинчи пӗтӗм патшалӑх тӑрӑх тарӑхтармӑш пулма сапаласа яратӑп; 18. Ман умӑмра пӑрӑва ҫурмаран касса ун пайӗсем хушшипе иртсе хывнӑ халала пӑснӑ, халал сӑмахӗсене пурӑнӑҫламан ҫынсене, — 19. касса ҫурнӑ пӑру пайӗсем хушшипе утса иртнӗ Иудея улпучӗсене, Иерусалим улпучӗсене, хайрансемпе священниксене, ҫӗршыври мӗнпур халӑха, — 20. хӑйсен тӑшманӗсен аллине, вӗсенӗн чунне шыракансен аллине паратӑп, вӗсен виллисем вӗҫен кайӑксемпе ҫӗр ҫинчи тискер кайӑксен ҫимӗҫӗ пулӗҫ.
Иер 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫак вырӑнта Иудӑпа Иерусалим тытнӑ шухӑша аркатса тӑкӑп, вӗсене тӑшманӗсем умӗнче хӗҫпе тата вӗсен чунне шыракансенӗн аллипе тӗп тӑвӑп, вӗсен виллисене вӗҫен кайӑксемпе ҫӗр ҫинчи тискер кайӑксене парӑп.
Иер 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫӳлхуҫана ҫӗр ҫинче те мухтӑр: мӑн пулӑсем, пур тӗпсӗр шывсем, 8. вут-ҫулӑм та пӑр, юр та тӗтӗре, Унӑн сӑмахне пурӑнӑҫа килтерекен ҫил-тӑвӑл, 9. тусемпе сӑртсем, ҫимӗҫ кӳрекен йывӑҫсемпе кедр йывӑҫӗсем, 10. тискер кайӑксемпе пур тӗрлӗ выльӑх-чӗрлӗх, ҫӗлен-калтапа ҫунатлӑ вӗҫен кайӑксем, 11. ҫӗр ҫинчи патшасемпе мӗнпур халӑхсем, пуҫлӑхсемпе ҫӗр ҫинчи мӗнпур тӳресем, 12. каччӑсемпе хӗрсем, ваттисемпе ҫамрӑккисем — 13. пурте Ҫӳлхуҫа ятне мухтаччӑр: пӗр Унӑн ячӗ ҫеҫ асла тухнӑ, Унӑн мухтавлӑхӗ ҫӗртен те, тӳперен те ҫӳлерех.
Пс 148 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Давид филистима ҫапла хуравланӑ: эсӗ мана хирӗҫ хӗҫпе, сӑнӑпа тата хулканпа килетӗн, эпӗ вара сана хирӗҫ эсӗ хурланӑ Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль ҫарӗсен Турри, ячӗпе пыратӑп; 46. паян Ҫӳлхуҫа сана манӑн аллӑма парӗ, эпӗ сана вӗлерӗп те пуҫна касса татӑп, [санӑн виллӳне тата] филистимсен ҫарӗнчи ҫынсен виллисене тӳпери кайӑксемпе ҫӗр ҫинчи тискер кайӑксене пӑрахса парӑп, вара пӗтӗм ҫӗр Израильре Турӑ пуррине пӗлӗ; 47. ҫак пӗтӗм эшкер те курӗ: Ҫӳлхуҫа хӗҫпе те сӑнӑпа хӑтармасть, мӗншӗн тесессӗн ку вӑл Ҫӳлхуҫа вӑрҫи, Вӑл сире пирӗн алла тытса парӗ, тенӗ.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Филистим Давида тата ҫапла каланӑ: ман патӑма кил-ха, эпӗ санӑн ӳтне тӳпери кайӑксемпе хирти тискер кайӑксене пӑрахса парӑп, тенӗ.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Санӑн виллӳсем вӗҫен кайӑксемпе тискер кайӑксемшӗн ҫимӗҫ пулӗҫ, вӗсене хӑваласа яракан та пулмӗ.26. И будут трупы твои пищею всем птицам небесным и зверям, и не будет отгоняющего их.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ноя, унпа пӗрле унӑн ывӑлӗсене Турӑ татах каланӑ: 9. акӑ Эпӗ сирӗнпе тата сирӗнтен кайран килес тӑхӑмӑрпа халал хыватӑп, 10. сирӗнпе пӗрле пулнӑ пур чӗрӗ чунпа — вӗҫен кайӑксемпе, выльӑх-чӗрлӗхпе, ҫӗр ҫинчи пур тискер кайӑкпа — карап ӑшӗнчен тухнисемпе пуринпе те, ҫӗр ҫинчи пур чӗрчунпа та халал хыватӑп; 11. урӑх нимӗнле чӗрчуна та талай шывӗпе пӗтермӗп тесе, текех ҫӗре ҫука хӑваракан талай пулмӗ тесе, Эпӗ сирӗнпе халал хыватӑп, тенӗ.
Пулт 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.