Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

заводра (тĕпĕ: завод) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Канмалли кун уншӑн заводра ӗҫленӗ кунсенчен те кансӗртерех: ирех тӑрса пӳлӗмсене тирпейлемелле, урай шӑлмалла, апат пӗҫермелле, кӗпе-йӗм ҫумалла, якатмалла, пасара кайса килмелле, ачасене шыва кӗртмелле — сахал-им хӗрарӑм ӗҫӗ!..

Помоги переводом

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Хӗрӗм те, Ярослава, сан пекех, заводра ӗҫлет иккен…

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Заводра, Вадимпа пӗр заводрах, ӗҫлетӗр.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Заводра ӑна хисеплеҫҫӗ, пурте унпа ырӑ пулма тӑрӑшаҫҫӗ.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Анчах хӑй нимӗнле пысӑк ӗҫ те тӑваяс ҫуккине, нимӗнле паттӑрлӑх та кӑтартаяс ҫуккине пӗлсе тӑни ҫамрӑк хӗре пӑшӑрхантарчӗ; халиччен хӑй мӗн тума пултарни, заводра, халӑх хушшинче тӑрӑшса ӗҫлени уншӑн халь, аманнӑ паттӑрсем хушшинче, ытла сахал пек туйӑнчӗ.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫапла канӑҫсӑррӑн, пӗрмай заводра та халӑх ҫинчи ӗҫре иртсе пычӗ Таньӑн вӑхӑчӗ.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Виҫӗ ҫултан Шупашкарти пӗр пысӑк заводра ӗҫлеме тытӑнчӗ.

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Заводра ӗҫчен те пуҫаруллӑ ҫынсем тимлеҫҫӗ.

Помоги переводом

Кӑтартуллӑ вӑй хурсан уявра савӑнма та аван // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10765-k- ... ma-ta-avan

Николай Васильевич Бурмистров демобилизациленнӗ хыҫҫӑн Канашри вакун юсакан заводра, каярах Вӑрнарти хими заводӗнче, Вӑрнарти ял хуҫалӑх техникумӗнче ӗҫленӗ.

Помоги переводом

Чун ҫирӗплӗхне туптанӑ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11390-ch ... hne-tuptan

Заводра нумай тытӑнса тӑмарӗ хӗр.

Помоги переводом

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Супӑнь тӑвакан заводра ӗҫлетчӗ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗрен килнӗ ача // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Инкексенчен сыхланас тесен, хӑвӑр е кам та пулин туса панӑ электроприборсемпе усӑ курма юрамасть — заводра кӑларнисене ҫеҫ туянмалла.

Помоги переводом

Чи кирли – асӑрханулӑх // В.Давыдов. http://kasalen.ru/2022/11/11/%d1%87%d0%b ... bba%d1%85/

Ҫынсем заводра пӗр самолет туса кӑлармалӑх укҫа параҫҫӗ.

Помоги переводом

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗлетӗп, карчӑкӑм, пасарта сутмаҫҫӗ, заводра тӑваҫҫӗ.

Помоги переводом

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Укҫа-тенкӗ ҫитсе пыманран кӑнтӑрла вӗреннӗ, каҫхине заводра тирпейлӳҫӗре вӑй хунӑ.

Помоги переводом

Кил умӗ - хуҫа сӑнӗ // Марина Илларионова. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10815 ... -khuca-s-n

Мускавра Светлана «Москабель» заводра ӗҫлеме тытӑннӑ.

Помоги переводом

Ырӑ тунине ҫын манмасть // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11212 ... yn-manmast

Дима Шупашкарти трактор тӑвакан заводра токарь пулса тӑрӑшать.

Помоги переводом

Чӑваш культурине аталантарса пырассишӗн тӑрӑшать // Юрий Никитин. http://kanashen.ru/2022/09/23/%d1%87a%d0 ... %81%d0%b8/

Кайран Канашри вагонсем юсакан заводра 27 ҫул мастерта ӗҫленӗ.

Затем 27 лет работала на Канашском вагоноремонтном заводе мастером.

Тӑрӑн ялӗн чиперккисемпе яшӗсем «улаха» пухӑнаҫҫӗ // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/09/09/%d1%82a%d1 ... %85%d0%b0/

Пӗр вӑхӑт Сормовӑри заводра ӗҫленӗ хыҫҫӑн салтака кайнӑ вӑл.

Помоги переводом

7 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӑл мана хӑй патне чӗнсе тӗпчерӗ: хӑш «пиччӳ» чирленӗ, — заводра ӗҫлекенни-и е урӑххи, тет.

Помоги переводом

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней