Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вӗҫертсе (тĕпĕ: вӗҫерт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тытнине вӗҫертсе ярӗ часрах…

Коль и поймает, тотчас упустит…

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Чирлӗ чӑваш ҫунса татӑлнӑ вут сыпписене кӑвайт ҫине вӗҫертсе хурать, итлекелесе тӑрать.

Больной чуваш подгребает в костер не прогоревшие сучья, молчит.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Лешӗ аллисене вӗҫертсе ҫӗре авӑнса анать, ахлатса сӑмсине ярса тытать.

Тот отпустил руки и, охая, повалился на землю, из носу брызнула кровь.

«Пӗр ялсем» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑрмана ӗҫпе килнӗ ҫын пек, Шахрун ҫӗре пӗшкӗнет, салтӑнман ҫӑпата кантрине вӗҫертсе каялла хӗстерет.

Шахрун, делая вид человека, пришедшего в лес по нужде, склоняется к своим ногам, завязывает и без того туго затянутые веревки лаптей.

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Старик кармашса лупас тӑрринчен пӗр ывӑҫ улӑм ҫӑлса илчӗ те урайӗнчи вӗлле ҫӗмрӗкне ватса иккӗшне те вут ҫине пӑрахрӗ, кушилне вӗҫертсе апат-ҫимӗҫсем кӑларчӗ.

Старик ловким движением вырвал с крыши пучок соломы, разбил оставшийся улей и, бросив все в костер, стал развязывать кошель, вынимать из него съестные припасы.

Яка Илле мунча кӗрет // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Унтан аса илсе ҫурӑмӗ хыҫӗнчи кушилне вӗҫертсе кутник ҫине хучӗ те хӑй те кулса ячӗ.

Потом, вспомнив, что за плечами у него в самом деле висит кошель, разнязал его и положил на лавку, усмехнулся.

Яка Илле мунча кӗрет // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Ӗҫӗ таса мар та, укҫи таса, — тесе ансӑр пит пыр ҫыххине вӗҫертсе ярать.

— Что ж, работа моя, конечно, не золото, зато денежки чистые, — узколицый по-домашнему распустил тесемки на шее.

«Эпир...» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Тавтапуҫ, эпӗ тутӑ, ан чӑрман, матӑшкӑ, — терӗ Михапар хӑйӗн аллине Марфа Ефимовнӑн ҫемҫе аллинчен вӗҫертсе.

— Благодарствуем, матушка, сыт я, не хлопочите, — заотнекивался Мигабар, мягко высвобождая свою руку из пухлой ладошки Марфы Ефимовны.

Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ухтиван кутамккине вӗҫертсе илчӗ, ҫул айккинелле пӑрӑнса ларма хӑтланчӗ, анчах кутамккине те салтмасӑрах каялла ҫакрӗ, ларма та шутламарӗ.

Ухтиван спустил котомку и хотел было присесть у дороги, но передумал: не развязывая котомки, снова вскинул ее за плечи.

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Хыпаланса калаҫнӑ май Ивук йӗкӗт тавра ҫаврӑнкаласа ҫӳрет, унӑн сӗрме купӑс чикнӗ пушӑ кутамккине вӗҫертсе урапа ҫине хурать, ҫӑм шлепкине хывса илет, ҫӳҫне тӳрлеткелет, юратса ӑна куҫӗнчен пӑхать, тарлӑ ҫурӑмӗнчен ҫупӑрлать.

— Ивук до того рад встрече, что прямо вьюном вьется вокруг парня, снимает с его плеч котомку со скрипкой, бережно укладывает на телегу, похлопывает по взмокшей спине, поправляет сбившиеся под войлочной шляпой волосы, заглядывает в глаза.

Шупашкар пасарӗнче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кӗҫӗн алӑка такам туртнине илтсен Марине кӗпе вӗҫҫӗнех чупса тухрӗ те ним ыйтмасӑр-тумасӑр питӗркӗчне вӗҫертсе ячӗ.

Помоги переводом

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫавӑнтах, аллисене вӗҫертсе, хӑйӗн йӗс шӑнкрав пек уҫӑ сассипе Тутаркас хӗрӗсен юратнӑ юррине пуҫласа ячӗ:

Помоги переводом

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сафа-Гирей ҫамрӑксене хӑйне Турци султанӗ Сулейман ярса панӑ хӗҫе вӗҫертсе кӑтартрӗ.

Помоги переводом

1. Тата тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ҫитет! — терӗ юлашкинчен Северьян Ахтупайӑн хурҫӑ пек ҫирӗп аллисене аран-аран вӗҫертсе.

Помоги переводом

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кунта нумай чарӑнса тӑмаллине сиссе тӗкӗрҫӗсем ӗнтӗ ҫурӑм хыҫӗнчи пештӗрӗсене вӗҫертсе илнӗ, камӑн мӗн пур, ҫавӑнпа апатланма пикеннӗ.

Помоги переводом

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Урипе тапаланма пуҫласан тыткӑнри арӑмне вӑратрӗ те лешӗ ҫухӑрса ярсан кӑна, пӑвакан Танук-нойона вӗҫертсе ячӗ.

Помоги переводом

Хӗҫпе ҫӗлен // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Вӗҫертсе илнӗ шульӑксем…

Помоги переводом

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Кунта, уҫӑ ҫӗрте, ҫитмӗ те ак, — терӗ Капранов, флягине вӗҫертсе.

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫав вӑхӑтра Эльгеев ҫухӑракан ачана ашшӗ аллинчен вӗҫертсе илме ӗлкӗрет.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Лупасайне канма тӑратнӑ лашине, пӑтаран вӗҫертсе, витене кӗртсе ячӗ.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней