Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вӑрҫса (тĕпĕ: вӑрҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Кӗрӳ нихҫан та ӗҫсе ҫӳремен, ҫынпа вӑрҫса курман.

Помоги переводом

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ача ҫураттарма пынӑ Укахха карчӑка вӑрҫса кӑларса ячӗ, тет, тин ҫеҫ ҫӑмӑлланнипе вырӑнтан тапранайман арӑмне ӑнсӑр пуличчен хӗнерӗ, тет.

Помоги переводом

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пирӗн ҫарсем тӑшманран чылаях сахал пулсан та унпа ҫапӑҫа-ҫапӑҫа пырса, салтаксене ҫухата-ҫухата чакса, чакса пынӑ та Мускав урамӗсенче вӑрҫӑ вӑрҫса чаплӑ хулана ҫӗмӗрсе-ватса пӗтерес мар тесе Мускава вӑхӑтлӑха тӑшман аллине панӑ.

Русская армия, хоть и уступала количественно французской, билась ожесточенно, во множестве теряя своих солдат, и все равно отступала. Чтобы не дать врагу окончательно разрушить Москву, было решено временно ее оставить.

I // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Яка Иллене тарӑхнипе, утса ывӑннипе, хырӑмӗ ҫатӑр выҫнипе Укка ҫӗрти-ҫӳлтине асӑнса вӑрҫса тӑкасшӑнччӗ упӑшкине, ан тив, утне ҫитмен — туртине ҫеҫ пултӑр, ун вырӑнне ӑш лӑпланӗ, Михапара шеллени чарчӗ.

Укка, уставшая и голодная, вспомнила насмешки Яга Илле и хотела было отругать мужа, но ей стало вдруг жалко и его, и себя.

Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ку тӗлте вӑл Укка ӑна вӑрҫса тӑкасса кӗтнӗччӗ, хӑйне темле сӑмахсемпе питлесен те тӳсме пулнӑччӗ-ха, анчах лешӗ каллех сӑмах чӗнмесӗр ирттерсе ячӗ, йӑл-л кулчӗ те куҫне ҫеҫ аяккалла тартрӗ.

В этом месте он ожидал, что Укка выругает его, и, несмотря на ругать со стороны ее, он готов был вытерпеть, но та снова промолчала, улыбнулась и только отвела глаза в сторону.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Уҫмастӑп, ҫӗрле халь, ҫывӑр кайса, — кӗтнӗ пек вӑрҫса тӑкмарӗ, канаш панӑ майлӑ сӗнчӗ хупах хуҫи, палларӗ ӑна таркӑн.

— Не открою. Ночь на дворе. Ступай домой, спи, — спокойно посоветовал хозяин кабака. Яндул узнал его!

Вилӗмпе юнашар // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑрҫса итлеттермест Хветле Миккие, мӗншӗн тесен вӑрҫма пӗлмест.

Она не ругала его, потому что не умела ругаться.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ӑшӗнче хӑйне вӑрҫса тӑкрӗ: «Эй, шалатка ҫӑвар, туратлӑ чӗлхе, кӳрентертӗм пуль ӗнтӗ карчӑка», — терӗ.

и тут же выругал себя: вот пустомеля, опять твой таловый язык ляпнул обидные для Ендебек слова!

Ят шырани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӗр тухса чупасса е хӑйне вӑрҫса тӑкасса кӗтнӗччӗ вӑл, Енчӗпек вырӑнтан та хускалмарӗ, шурса кайрӗ те мунча ҫенӗкӗн улӑм стени ҫумне таянчӗ.

Он ждал, что девушка отругает его и убежит, но Ендебек даже не двинулась с места, лишь побледнела и привалилась спиной к соломенной стене предбанника.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӗсене вӑрҫса, анчах ӑшӗнче савӑнса старик, унпа пӗрлех пӗчӗк Янтулпа амӑшӗ, ҫывӑрма выртаҫҫӗ.

Отец наругивает и их, но в душе рад: ничего страшного не случилось, и все ложатся спать.

Янтул несӗлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Атя, вӑрҫса та пулин чунне кантартӑр ӗнтӗ тет.

Так что пусть ругается, хоть так отведет душу.

Янтул несӗлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑрҫса каясран та шиклӗ.

вдруг приятель рассердится?

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӳртре карчӑк вӑрҫса ывӑннӑ хыҫҫӑнхи пек.

Иль так бывает в избе, когда старуха устанет браниться и замолкнет.

Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Вӗсем килсе ҫитиччен ҫех Теруш тӳресене вӑрҫса ларатчӗ.

— Теруш ведь еще до приезда их все наругивал, поносил шкуродеров.

Ҫын ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑрҫасса та вӑл мана вӑрҫса курман, нихҫан та пӗр сивӗ сӑмах каламан, ху пӗлетӗн, ҫапах хӑратӑп эпӗ унран.

И ругать она меня будто не ругала, слова грубого от нее не слыхал, сам знаешь, а вот боюсь ее — и все тут.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ӳссе ҫитрӗм, аттене: Пӗр ҫул кӗт-ха терӗм те, Атте вӑрҫса пӗтерчӗ, Анне ҫӳҫрен сӗтӗрчӗ.

Помоги переводом

Атте-анне // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Пӳртре ватӑ карчӑкӗ Вӑрҫса ҫӳрет ахалех.

Помоги переводом

Ҫимӗк каҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Халӗ эсир мӗн пирки вӑрҫса кайнине каларӑн ӗнтӗ.

Помоги переводом

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман ӑна вӑрҫса та пӑхрӗ.

Помоги переводом

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӑшра вӑл ашшӗне вӑрҫса та илчӗ.

Помоги переводом

XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней