Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Атьӑр эппин сим-пыл пичӗкине кунта кустарса килер, — терӗ вӑл ял ҫыннисене ним тӑвайман енне.
Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Атьӑр, ӑна сыхлама хурал хӑварар.
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Апла пулсан атьӑр часрах кӗлӗ вулӑр, — хушрӗ пуян.
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Атьӑр, халех ӑна пӗве варрине илсе каяр.
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
«Путин тырра Африка ҫӗршывӗсене мар, Европӑна тӑратнине кӑтартса панӑ. «Атьӑр Африкӑн вӑйсӑр аталаннӑ ҫӗршывӗсене тырӑ ярар», - тенӗ вӑл.
Эрдоган ҫитес икӗ кун хушшинче Путинпа калаҫса татӑласса шаннине пӗлтернӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... rn-3191137
Пирӗн ӑна тасатса сиплемелле, атьӑр халех кайса пӑхар.
Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Атьӑр пурте манпа пӗрле калӑр: — Тя-тюк! Тӗрӗс каларӑмӑр-и? — тет.
Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Атьӑр часрах вӑрмана! — тетӗп вырӑсла.
Вӑрҫӑ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Атьӑр кушак пӑрҫи татма, — терӗ Ҫатюк.
Туй // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
— Атьӑр Курак вӑрманне ҫеҫпӗл татма! — терӗ Шурик.
Чӑн ҫуркунне // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Атьӑр туя ачасем: Ура канне кӳрӗпӗр, Алӑ канне кӳрӗпӗр, Ӗҫӗпӗр те ҫийӗпӗр, Выльӑпӑр та кулӑпӑр, Юрлӑпӑр та ташлӑпӑр…
Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.
— Атьӑр, — хава илчӗҫ ун сӗнӗвне пурте харӑсах.
Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн Маринӑпа унӑн тантӑшӗ Литюк тем пӑшӑлтатса илчӗҫ, вара Литюк, симӗс хурлӑхан куҫне вӗтӗр-шакӑр ҫийӗн ыт-тӗкелле вылятса илчӗ те: — Атьӑр эппин туйла выляр, — терӗ.
Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.
— Унтан васкавлӑн: — Атьӑр, пӳрте кӗрӗпӗр, — терӗ те, ҫаврӑнса, пӑлтӑр патнелле йӑпӑшлатрӗ, унтан ун картлашкисемпе кӑчӑртаткаласа хӑштик-хӑштик хӑпарчӗ те тӗнкӗл-тӗнкӗл пӳртелле хыпаланчӗ.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
«Атьӑр тытмалла выляр!» — терӗ Рая ҫакӑн хыҫҫӑн.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Эсир иртӗр-ха, иртӗр атьӑр, пӳрте кӗрер.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
Чӑх кулли те пулар мар, ял куллине те юлар мар, атьӑр ӗҫе тытӑнар, шыв насусӗ туянар!
Тиха пилӗкне хуҫакансем // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 29–32 с.
— Атьӑр Ҫӗнӗ Пелепее, хуньӑмсем патне, вӑт унта юрӑ ӑстисем нумай.
XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Атьӑр ҫул майӗн сада кӗрсе тухар.
XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Атьӑр, кайса курар: мӗн хӑтланать унта ман Хветле инке.
X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.