Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

асамлӑ сăмах пирĕн базăра пур.
асамлӑ (тĕпĕ: асамлӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
М.Я. Сироткин «Чувашский фольклор» кӗнекере чӑваш юмахӗсен (вӑл шутра асамлӑ юмахсен ретӗнче паттӑр юмахӗсен) хӑйне евӗрлӗхне палӑртнӑ.

М.Я. Сироткин в книге «Чувашский фольклор» обратил внимание на особенности чувашских сказок (в том числе волшебных, а в их ряду богатырских).

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

«Ӗлӗкхи чӑваш халӑх юмахӗсем ҫинчен» статьяра чӑваш юмахӗсене кам-кам пуҫтарни ҫинчен ҫырать, ҫак хайлавсен чӗлхе хӑйне евӗрлӗхне асӑрхать, «асамлӑ юмахсенче мифологилле элементсем (ҫӗленсемпе ҫапӑҫакан паттӑрсем, ҫӗр айӗнчи патшалӑх тата ытти ҫинчен каласа пани) сыхланса юлни» пирки калать.

В статье «О древних чувашских народных сказках» он описывает деятельность собирателей сказок, отмечает языковые особенности этих произведений, говорит о сохранении в волшебных сказках мифологических элементов (сражение богатыря со змеем, существование подземного мира) и др.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Кӑнтӑрла ҫакӑнти тавралӑх асамлӑ тӗнче пек туйӑнатчӗ, халӗ вара пачах урӑхла.

Помоги переводом

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫак тӳпем Саньӑна асамлӑ сӑрт пек туйӑнать.

Помоги переводом

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ку йӑла-йӗркесенче турра, тӗшмӗше ӗненни, асамлӑ вӑйсене ыр туни пӗрре те ҫук, ывӑлӑм.

Помоги переводом

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Чиркӳпе «асамлӑ вӑйсене» ӗненнипе ҫыхӑнни йӑлтах тухса ӳкнӗ вӗсенчен.

Помоги переводом

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Асамлӑ кӗнеке страницисем пек уҫа-уҫа хупрӗ вӑл ҫын ӑнланма ҫук иероглифлӑ ҫунаттисене.

Помоги переводом

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Пӗчӗкҫӗ Ярушка ялне пырса кӗнӗ ҫӗрте - асамлӑ та илемлӗ вырӑнта Ивановсен капмар та хӑтлӑ килӗ-ҫурчӗ.

Помоги переводом

Ашшӗ-амӑшӗ йӗркеллӗ, ывӑл-хӗрӗ килӗшӳллӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/ashshe-amashe-jer ... hylle.html

Бианкӑшӑн, ҫав чӗлхесӗр янаваршӑн, ҫаплах кулянатӑп пулсан, эппин, ытла та ҫирӗп вӑл ҫутҫанталӑкри пӗтӗм чӗрӗлӗхӗн асамлӑ ҫыхӑнӑвӗ, ытла та кирлӗ пӗр-пӗрне кашни чӗрӗ чун, кашни ӳсентӑран!..

Помоги переводом

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Мӗншӗн тесен ӑҫта ҫитсе ҫӗнӗ стройкӑри ӗҫе кӳлӗнетӗп, ҫав вырӑн тӑван кӗтес пекех асамлӑ вӑйпа ҫыхса лартать, ҫав вырӑн та тӑван кӗтес пулса тӑрать.

Помоги переводом

VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Кӗске вӑхӑтлӑх отпуск шӑпах та уяв кунӗсене, Ҫӗнтерӳллӗ ҫурккуннен асамлӑ тапхӑрне лекни Ҫавалкас тӑрӑхӗн каччин чӗрине хытах савӑнтарнӑ.

Помоги переводом

Пӗрлӗх салтаксен вӑйне ҫӗклет... // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12708-p- ... jne-c-klet

Ҫав пушар таҫти ҫӳлтисен асамлӑ вӑйӗпе сиксе тухман паллах.

Помоги переводом

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Уява ертсе пыракансем Татьяна Николаевӑпа Наталья Антонова чӑваш чӗлхи пуян та илемлӗ, янӑравлӑ та ҫепӗҫ, паха та асамлӑ пулнине палӑртрӗҫ.

Помоги переводом

Чӑваш чӗлхи ячӗпе – пӗр пулар! // Лариса ЕВГЕНЬЕВА. http://kanashen.ru/2023/04/28/%d1%87a%d0 ... %b0%d1%80/

Анчах мана ҫакӑн чухне темӗнле асамлӑ вӑй кӗрсе кайрӗ пулас — вунҫичӗ хутчен ҫӗклерӗм пукана, хам та тӗлӗнсе кайрӑм.

Помоги переводом

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Лапсӑркка кӗлеткеллӗ каҫ тӗттӗмӗ лупас тӑррисенче упаленсе ҫӳрет пек, мӗнпур хуралтӑсене хӑйӗн темле асамлӑ кӗлеткипе ҫупӑрласа илнӗн туйӑнать.

Помоги переводом

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Ҫавӑн чухне мӗнпур ҫутҫанталӑк: хирсем те, вӑрмансем те, ялсем те, хуласем те, уйӑх ҫутинче кӑваккӑн йӑлтӑртатса юхакан юханшывсемпе пин-пин ҫӑлтӑрлӑ тӳпе те, — пурте, пурте этем чунӗ ҫинчен, унӑн таса юратӑвӗ ҫинчен асамлӑ юрӑ юрланӑ пек туйӑнчӗ…

Помоги переводом

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Куракан актер выляни ҫине пӑхса ларни — асамлӑ вӑй.

Помоги переводом

7. Театр тата кино // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Хӑй вӑл пурнӑҫри йывӑр самантсенче ялан тенӗ пекех тӑван Урпаш тӑрӑхне аса илнӗ, чӗре ыратиччен тунсӑхланӑ, ҫырма хӗррине вырнаҫнӑ йӑмраллӑ пӗчӗк Автанкасси уншӑн чи асамлӑ, чи сӑваплӑ вырӑн пек туйӑннӑ.

Помоги переводом

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӗсенчен куҫа курӑнман асамлӑ сӑнӑсем ывтӑнса ӳт-пӗве йӗплентернӗ пек Герасим Федотович ҫӳҫенсе илчӗ, унӑн ҫамрӑкрах, чипертерех пулас килчӗ, кӗлеткине йӑрӑслантарса йӑл кулса янӑскер ӑмӑрткайӑклӑ карттусне чалӑшраххӑн лартрӗ, куҫне ачашшӑн чалкӑштарчӗ.

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хама эпӗ редакци пӳлӗмӗнчи кивӗрех хыҫлӑ пукан ҫинче мар, таҫта малалла чупакан асамлӑ урапа ҫинче ларнӑ пек туйрӑм.

Помоги переводом

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней