Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Хире сăмах пирĕн базăра пур.
Хире (тĕпĕ: хире) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗр типсен, эпир хире кайма пуҫтарӑнтӑмӑр.

Помоги переводом

V // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Килти ӗҫ пӗтмен тесе, хире ҫынсенчен юлса тухмалла ан пултӑр.

Помоги переводом

V // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

«Авӑ мӗншӗн хире тухман вӑл паян», — Верука чӗререн шеллесе шухӑшларӑм эпӗ.

Помоги переводом

IV // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Ачасене ӗҫ майне кӑтартма хире ватӑ ҫынсем тухаҫҫӗ.

Помоги переводом

IV // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Хире юлать вӗт тырӑ-пулӑ.

Помоги переводом

IV // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Ыттисем пурте хире васкаҫҫӗ; туя тытнисем те, ӗҫе тухма ҫул ҫитеймен ача-пӑча та.

Помоги переводом

II // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Канаш муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ С.Михайлов, ял хуҫалӑх, экономика тата инвестици ӗҫӗн управленийӗн начальникӗ В.Чернов, ял хуҫалӑх уйрӑмӗн начальникӗ В.Васильев ял хуҫалӑх предприятийӗсем ҫурхи ака ӗҫӗсене мӗнле пурнӑҫланине хаклама хире тухнӑ, тӗрлӗ ҫӗре ҫитсе унти лару-тӑрӑва пӑхса тухнӑ.

Помоги переводом

Хире тухса хак панӑ // Канаш ен. https://kanashen.ru/2024/06/07/%d1%85%d0 ... b0%d0%bda/

Ирхине хире бригадир тухнӑччӗ.

Помоги переводом

Е машина, е хӑпарту // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 280–284 с.

Пысӑккисем те ун пек тарличчен ӗҫленӗ пулсан, «Пӗсмӗлле» каларӑш, паян хире тислӗк чы-ылай ытларах тухмаллаччӗ.

Помоги переводом

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Пӗлместӗп эп, епле пушаткаларӗ пуль вӑл хире ҫитсен?

Помоги переводом

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Хӳри айне вут хурса ӗҫлесен те ку лашапа хире вӑтӑр хутлама ҫук.

Помоги переводом

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Кун каҫипе хире тислӗк турттарнӑччӗ ял-йыш.

Помоги переводом

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Хире апат илсе килнине эс ӗҫ вырӑнне хумастӑн-им?

Помоги переводом

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Хире тухнӑ йыш валли колхоз пӑтӑ пӗҫерттернӗ.

Помоги переводом

Саккӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ҫук, утар пӳрчӗ патӗнчен хире тӳп-тӳрӗ тӑсӑлса выртакан вӑрман ҫулӗ ҫине тухасшӑн марччӗ-ха йӗлтӗрҫӗ.

Помоги переводом

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Шӑнкӑрч, ӑшша пиҫнӗскер, утар пӳрчӗ умӗпе иртсе кайма шутлать, мӗншӗн тесен унтан хире ҫитиех тӳп-тӳрӗ ҫул тӑсӑлса выртать, анчах та вырӑнтан тапранма ӗлкӗреймест, таҫта мал енче лаша хаяррӑн тулхӑрни илтӗнет.

Помоги переводом

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Пӑртакран йӗлтӗр йӗрри, Хурӑнкасси ялӗнчен хире тухса, Кипеккассинелле тӑсӑлма тытӑнать.

Помоги переводом

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ҫӗрсем пулса ҫитнӗ май ытти ҫӗрте те сеялкӑсем хире тухаҫҫӗ.

Помоги переводом

Ака-суха вӑй илсе пырать // Минзаит Зайнуллин. http://kasalen.ru/2024/04/26/%d0%b0%d0%b ... %82%d1%8c/

Пур хуҫалӑх та тенӗ пекех хире тухнӑ.

Помоги переводом

Ака-суха вӑй илсе пырать // Минзаит Зайнуллин. http://kasalen.ru/2024/04/26/%d0%b0%d0%b ... %82%d1%8c/

Колхозри чи чаплӑ ҫӳрен лаша, ҫӗнӗ тӑлӑплӑ ҫынсен телейне сиссе пуль, шап-шурӑ юрлӑ хире янратса кӗҫене-кӗҫене юртнӑ, ҫул палли ниҫта та курӑнман пулсан та, вӑл ҫултан аташман.

Помоги переводом

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней