Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Кӗрес (тĕпĕ: кӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗленӗҫип-атмана, ай, кӗрес мӗн, Пӑхӑр хуран ҫинче те, ай, пиҫес мӗн.

Помоги переводом

Пӗрремӗш пайӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫавӑнпа ман аслӑ ул Уҫать ялшӑн тепӗр ҫул; Вырӑс тӗнне кӗрес, тет, Шура парне парас, тет.

Помоги переводом

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Хыпарсӑр пӗтнисен шутне кӗрес марччӗ!

Помоги переводом

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Санюкӑн шыва кӗрес, савӑнас кӑмӑлӗ пӗтрӗ.

Помоги переводом

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ҫавӑнпа та арӑм урӑх ӗҫе кӗрес тесен, хӗпӗртерӗм ҫеҫ.

Помоги переводом

Шанчӑклӑ мел // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 52–54 с.

Вӑт эс кала: сан киле пӗр-пӗр каскӑн паттӑр йӗкӗт пырса кӗрес, кулач пек кӑпӑшка арӑмна вӑрласа тухса каяс, ун вырӑнне сӗтел ҫине акт текен хут хурса хӑварас пулсан — мӗн тунӑ пулӑттӑн?

Помоги переводом

Актсӑрах // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 31–33 с.

Киле кӗрес умӗн банк управляющине тӗл пултӑмӑр.

Помоги переводом

Вунвиҫҫӗмӗш кум // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 21–23 с.

Йӑван, йӑваш калаҫса, парӑнтарчӗ пуҫлӑха, пуҫлӑх хыврӗ куҫлӑха, кӗрес терӗ туслӑха, икӗ михӗ тыррине парса ячӗ авансла.

Помоги переводом

Йӑва // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 18–20 с.

Амӑш сӗчӗпе кӗмен ӑс вӑкӑр сӗчӗпе кӗрес ҫук.

Помоги переводом

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Финанс пирки калас тӑк, ку эрнере партнер ӑнӑҫлӑ ӗҫленине пула тупӑш кӗрес шанчӑк пур.

Что касается финансов, то в этот период они могут возрасти благодаря успешной деятельности партнёра.

12-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Чӑрӑш лӑссисем айне кӗрес тесе «алӑк» умӗнче чӗркуҫленнӗччӗ ҫеҫ, сасартӑк инҫех те мар, хӑй килнӗ енчен, вӑрман шӑплӑхне такам вунӑ ҫул туптаман кусар пек мӑка, тӑсӑмлӑ шӑхӑрнӑ сасӑпа «шӑрпӑк та хӑйпӑк тирӗнтерчӗ»: «Ҫ-ҫ-ҫ-ши-и-и-и-и-и-и-и!»

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ку пурнӑҫ пӑрӑнчӑкне те парӑнмарӗ йӗкӗт, малаллах талпӑнчӗ — аслӑ шкула вӗренме кӗрес шухӑша вырӑна кӳрес тесе те пульницӑри пекех экзаменсене ытлашши «хӑмпӑланмасӑр», «шӑхлич шӑхӑртмасӑр», анчах хӗрсех, хастарлансах, тӗплӗн хатӗрленчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тахҫанхи-тахҫанхи, пӗрремӗш класри пекех, пӗве кӗрес ҫул ҫине тухнӑ ачасене икӗ ушкӑна пайласа хире-хирӗҫле тӑратнӑ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑтам шкула экзаменсем ӑнӑҫлӑ тытса вӗренме кӗрес те унта каллех Полинапа пӗрле пулас, унтан унпа пӗрлех аслӑ шкулта педагог специальноҫне алла илес хавалпа пур-ҫук вӑй-халне, сывлӑхне те ӑс-тӑнне карӑнтарса, тӑрӑшса вӗренчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Кӗҫӗр темӗншӗн кинона кӗрес килмест ман, Ревлен, атя пӗрех хут уҫӑлса ҫӳрер.

Помоги переводом

9 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Завода кӗрес чух вӑл шухӑша кайса пыракан Полинӑна курчӗ.

Помоги переводом

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Вӗсен ҫак асамлӑ ҫанталӑкран уйрӑлса пӳрте кӗрес килмест ӗнтӗ.

Помоги переводом

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫитӗ сана хӳрешкере ҫапкаланса ҫӳреме, ҫын шутне кӗрес пулать.

Помоги переводом

IX // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Килкартине кӗрес чух ӑна шӑпах амӑшӗ, Униҫ инке, тӗл пулчӗ.

Помоги переводом

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ашшӗ, ҫывӑх ҫынни ҫапӑҫӑва кӗрес умӗн кӑранташпа васкаса ҫырнӑ, вӑхӑт иртнӗ май сарӑхса, тӑтӑшах тытса вуланипе ҫуркаланса пӗтнӗ ҫырусӑр пуҫне унран нимӗн те юлман вӗт.

Помоги переводом

Ҫырусӑр пуҫне ашшӗнчен нимӗн те юлман... // Галина Матвеева. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 14 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней