Поиск
Шырав ĕçĕ:
33. Израильсем пурте хӑйсен вырӑнӗнчен куҫса Ваал-Фамарь патӗнче йӗркеленсе тӑнӑ.33. И все Израильтяне встали с своего места и выстроились в Ваал-Фамаре.
Тӳре 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Анчах Вениамин ывӑлӗсем хӑйсен тӑванӗсем, Израиль ывӑлӗсем, каланине тӑнласшӑн пулман; 14. тӗрлӗ хуласенче пурӑнакан Вениамин ывӑлӗсем Израиль ывӑлӗсене хирӗҫ вӑрҫӑпа тухма Гивӑна пуҫтарӑннӑ.
Тӳре 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Дан ывӑлӗсем вара ҫӗнӗрен хула лартнӑ, унта пурӑнма тытӑннӑ, 29. хулине хӑйсен ашшӗ ячӗпе, Израиль ывӑлӗ Дан ячӗпе, Дан тесе ят панӑ; ӗлӗк ҫав хула Лаис ятлӑ пулнӑ.
Тӳре 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Дан ывӑлӗсем вара хӑйсен ҫулӗпе кайнӑ; Миха, ку ҫынсем хӑйӗнчен вӑйлӑраххине кура, каялла килне таврӑннӑ.
Тӳре 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Лаис ҫӗрне пӑхма кайнӑ леш пилӗк ҫын хӑйсен тӑванӗсене каланӑ: пӗлетӗр-и, ҫакӑнти пӗр килте ефод, терафим, кӗлетке тата шӑратса тунӑ йӗрӗх пур; мӗн тумаллине шутлӑр эсир, тенӗ.
Тӳре 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Дан ывӑлӗсем Цора хулипе Естаол хулинчен хӑйсен йӑхӗнчи пилӗк вӑйпитти ҫыннине ҫӗр пӑхса килме янӑ, каланӑ вӗсене: кайӑр та курса-пӗлсе килӗр, тенӗ.
Тӳре 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Филистимсем Дагона, хӑйсен туррине, аслӑ чӳк тума, савӑнма-хӗпӗртеме пуҫтарӑннӑ, каланӑ вӗсем: туррӑмӑр Самсона, хамӑрӑн тӑшмана, пирӗн алла пачӗ, тенӗ.
Тӳре 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
57. Сихем ҫыннисен усал ӗҫне те Турӑ хӑйсен пуҫӗ ҫинех ҫавӑрнӑ; вӗсене Иофамӑн, Иероваал ывӑлӗн, ылханӗ ҫитнӗ.
Тӳре 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Вӗсем хире тухнӑ, иҫӗм ҫырли татнӑ, ӑна юхтаркӑчра таптаса, сӗткенне юхтарнӑ, уяв тунӑ, хӑйсен турри ҫуртне ҫӳренӗ, ӗҫнӗ-ҫинӗ, Авимелехе ылханнӑ.
Тӳре 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Авимелехе вӑрттӑн тапӑнса тытас шутпа Сихем ҫыннисем ту тӑррисене пытанса ларнӑ, ҫавсем хӑйсен тӗлӗпе иртсе ҫӳрекенсене пурне те ҫаратнӑ.
Тӳре 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23-24. Иероваалӑн ҫитмӗл ывӑлӗшӗн тавӑрма, вӗсен юнӗ вӗлерекене — хӑйсен тӑванне, хӑйӗн тӑванӗсене вӗлернӗ Авимелехе — тата унӑн аллине хӑйӗн тӑванӗсене вӗлерме тӗрек хушнӑ Сихем ҫыннисене ҫиттӗр тесе, Турӑ Авимелехпе Сихем халӑхӗ хушшине усал сывлӑш янӑ, вара Сихем халӑхӗ Авимелехе пӑхӑнми пулнӑ.
Тӳре 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Гедеон вилсен Израиль ывӑлӗсем каллех Ваалсем хыҫҫӑн асса ҫӳреме пуҫланӑ, вӗсем Ваалверифа хӑйсен турри вырӑнне хунӑ; 34. Израиль ывӑлӗсем хӑйсене йӗри-тавраллах хупӑрласа тӑнӑ пур тӑшман аллинчен те хӑтарса тӑнӑ хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррине аса та илмен; 35. вӗсем Израиле нумай ырӑ тунӑ Иероваал, е Гедеон, килне те хисеплеме пӗлмен.
Тӳре 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Хӑйсем валли вӗсем халӑхран апат-ҫимӗҫпе какӑрсем илсе юлнӑ та, Гедеон израильсене пурне те хӑйсен чатӑрӗсене янӑ, хӑй патне виҫҫӗр ҫын анчах хӑварнӑ; мадиансен тапӑрӗ вӗсенчен аялта айлӑмра пулнӑ.
Тӳре 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӗсем хӑйсен выльӑх-чӗрлӗхӗпех, хӑйсен чатӑрӗсемпех килсе тӑнӑ, хӗрлӗ шӑрчӑк пек шутсӑр йышлӑн килнӗ; ҫыннисен, тӗвисен имӗ-сумӗ те пулман, Израиль ҫӗрӗ тӑрӑх ҫӳресе вӗсем ӑна ҫап-ҫара тӑратса хӑварнӑ.
Тӳре 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Тӳпере те ҫапӑҫрӗҫ, ҫапӑҫрӗҫ ҫӑлтӑрсем, хӑйсен ҫулӗнчен пӑрӑнса Сисарӑпа ҫапӑҫрӗҫ вӗсем.20. С неба сражались, звезды с путей своих сражались с Сисарою.
Тӳре 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫапла Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫа умӗнче усал ӗҫ тунӑ, Ҫӳлхуҫана, хӑйсен Туррине, манса, Ваалсемпе Астартӑсене пуҫҫапнӑ.
Тӳре 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Израиль ывӑлӗсем вара ханаансем, хетсем, аморрейсем, ферезейсем, евейсем, [гергесейсем] тата иевусейсем хушшинче пурӑннӑ, 6. вӗсен хӗрӗсене качча илнӗ, хӑйсен хӗрӗсене вӗсен ывӑлӗсене качча панӑ, вӗсен туррисене пуҫҫапнӑ.
Тӳре 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӗсене Израиль ывӑлӗсене сӑнама-тӗрӗслеме, вӗсем хӑйсен ашшӗсене Ҫӳлхуҫа Моисей урлӑ панӑ ӳкӗтсене пӑхӑнса пурӑнни-пурӑнманнине пӗлме хӑварнӑ.
Тӳре 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Израиль ҫапла тунӑшӑн Ҫӳлхуҫа ҫилли тулса ҫитнӗ, Вӑл каланӑ: ҫак халӑх Эпӗ хӑйсен ашшӗсемпе хывнӑ халала пӑснӑшӑн, Манӑн сӑмахӑма итлеменшӗн, 21. Эпӗ те ӗнтӗ [Нав ывӑлӗ] Иисус хӑй вилнӗ чухне [ҫӗр ҫине] хӑварнӑ халӑхсенчен пӗрне те кунтан хӑваламӑп — 22. вӗсем Израиле сӑнама пулччӑр: Израиль ывӑлӗсем, хӑйсен ашшӗсем пек, Ҫӳлхуҫа ҫулӗнчен пӑрӑнмасӑр ҫӳрӗҫ-и, ҫав ҫулпа кайӗҫ-и е урӑхла тӑвӗҫ-и? тенӗ.
Тӳре 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑйсен ирсӗр ӗҫӗсене пӑрахман, хӑйсен ултавлӑ ҫулӗнчен пӑрӑнман.Не отставали от дел своих и [не отступали] от стропотного пути своего.
Тӳре 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.