Поиск
Шырав ĕçĕ:
16. Пуҫлӑхра тӑракансем эпӗ ӑҫта ҫӳренине, мӗн тунине пӗлеймесӗрех юлчӗҫ: иудейсене те, священниксене те, ятлӑ-сумлӑ ҫынсене те, пуҫлӑхсене те, ыттисене те — ҫав ӗҫе тӑвасскерсене — эпӗ ҫак таранччен нимӗн те каламанччӗ.
Неем 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара вӗсем ҫак ӗҫе тишкерсе пӗлме вуннӑмӗш уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗнче канашлу ирттернӗ; 17. ют халӑхсен хӗрӗсене качча илнисенӗн ӗҫӗсене вӗсем пӗрремӗш уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗ тӗлне тишкерсе тухнӑ.
1 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫак ӗҫе тумашкӑн Ездра священник ӑру пуҫӗсене, — кашни ӑруран, ятран, — суйласа илнӗ.
1 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Пирӗн пуҫлӑхсем ҫак ӗҫе пӗтӗм халӑх ятӗнчен пӑхса тухчӑр та, вара пирӗн хуласенче пурӑнакансем, ют халӑх хӗрӗсене качча илнисем, палӑртса хунӑ вӑхӑтра ҫакӑнта ҫав хуласен аслӑ ҫыннисемпе, тӳрисемпе килччӗр.
1 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пӗтӗм халӑх Турӑ Ҫурчӗ умӗнчи уҫӑ вырӑнта ҫак ӗҫе тата ҫумӑра пула чӗтресе ларнӑ.И сидел весь народ на площади у дома Божия, дрожа как по этому делу, так и от дождей.
1 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Тӑр, мӗншӗн тесессӗн ку вӑл — санӑн ӗҫӳ, эпир вара — санпа пӗрле: сывлӑш ҫавӑрса ил те ӗҫе тытӑн! тенӗ.4. Встань, потому что это твое дело, и мы с тобою: ободрись и действуй!
1 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫапла Израиль Туррин ирӗкӗпе, Перси патшисен Кирӑн, Дарийӗн тата Артаксерксӑн ирӗкӗпе Турӑ Ҫуртне туса лартнӑ, ӗҫе вӗҫленӗ.
1 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Иудейӑн аслӑ ҫыннисене хӑйсен Турри хӳтӗлесе тӑнӑ, кусем вара вӗсене ӗҫлеме чарман, ку ӗҫ пирки Дарий патне ҫыру янӑ, ӗҫе мӗнле татса парассине кӗтнӗ.
1 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. «Патша пӗлсе тӑтӑрччӗ: сан патӑнтан тухса пирӗн патӑмӑра Иерусалима килнӗ иудейсем ҫакӑ пӑлхавлӑ та юрӑхсӑр хулана ҫӗнетме тытӑнчӗҫ: хӳме хӗвеҫҫӗ, унӑн никӗсне сиплерӗҫ те ӗнтӗ. 13. Патша пӗлсе тӑтӑрччӗ: ку хулана туса пӗтерсессӗн, унӑн хӳмине ҫӗнетсе тухсассӑн, хырҫӑ та, куланай та, ытти тӳлеве те пама пӑрахӗҫ, вара патша хыснине сиен пулӗ. 14. Эпир, патшамӑра ӗҫлесе тӑракан ҫынсем, патшашӑн сиенлӗ ӗҫе асӑрхамасӑр тӑма пултараймастпӑр, ҫавӑнпа ӗнтӗ патшана пӗлтеретпӗр: 15. аҫусенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче шыраччӑр — ҫулсеренхи кӗнекере эсӗ ҫакӑ хула пӑлхавлӑ та патшасемпе ҫӗрсемшӗн сиенлӗ хула пулни ҫинчен, ҫав хула ӗлӗкренпех уйрӑла-уйрӑла тухни ҫинчен, ӑна шӑпах ҫавӑншӑн аркатни ҫинчен вуласа пӗлӗн. 16. Ҫавӑнпа эпир патшана пӗлтеретпӗр: ку хулана туса ҫитерсессӗн, хӳмине хӳсе ҫаврӑнсассӑн, эсӗ юханшыв леш енчи пӗтӗм ҫӗрне ҫухатӑн».
1 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫав ҫӗр халӑхӗ вара Иудея халӑхӗн вӑйне хавшатма, вӗсен ӗҫне чӑрмантарма тытӑннӑ; 5. ҫак ӗҫе путарас шутпа, вӗсем канашҫӑсене сӗрев парса хӑйсем майлӑ ҫавӑрнӑ, Перси патши Кир вӑхӑтӗнче тӑршшӗпех ҫапла пулнӑ, ку Перси патшине Дарий ларичченех ҫапла пулса пынӑ.
1 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Акӑ ӗнтӗ Иерусалима Турӑ Ҫурчӗ патне таврӑнни иккӗмӗш ҫул ҫине кайсассӑн, иккӗмӗш уйӑхра, Салафиил ывӑлӗ Зоровавель, Иоседек ывӑлӗ Иисус тата вӗсен тӑванӗсем — священниксемпе левитсем, — тата тыткӑнран Иерусалима таврӑннӑ пӗтӗм халӑх ӗҫе пикеннӗ: левитсене, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисене, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне тӑвас ӗҫе пӑхса тӑма лартнӑ.
1 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Ун амӑшӗн ячӗ — Амитал, вӑл Ловна хулинчи Иеремия хӗрӗ пулнӑ. Иоахаз кирек епле ӗҫе те, хӑйсен ашшӗсем пек, Турра юрӑхсӑр туса пурӑннӑ. Вӑл Иерусалимра текех патшара ан лартӑр тесе, Нехао фараон ӑна Емаф ҫӗрӗ ҫинчи Девлафра тыткӑна илнӗ.]
2 Ҫулс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Саккуна, йӗркене пӑсас мар тесе, Турӑ Ҫуртӗнчи мӗнпур ӗҫе вӑл ялан Турӑ ҫинчен шухӑшласа туса пурӑннӑ, вӑл пӗтӗм чунӗпе парӑнса тӑрӑшнӑ, ҫавӑнпа унӑн ӑнӑҫуллӑ пулса пынӑ.
2 Ҫулс 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вара ҫак левитсем ӗҫе пикеннӗ: Кааф ывӑлӗсенчен — Амасай ывӑлӗ Махаф тата Азария ывӑлӗ Иоель; Мерари ывӑлӗсенчен — Авдий ывӑлӗ Кис тата Иегаллелел ывӑлӗ Азария; Гирсон ӑрӑвӗнчен — Зимма ывӑлӗ Иоах тата Иоах ывӑлӗ Еден; 13. Елицафан ывӑлӗсенчен — Шимри тата Иеиел; Асаф ывӑлӗсенчен — Захария тата Матфания; 14. Еман ывӑлӗсенчен — Иехиел тата Шимей; Идифун ывӑлӗсенчен — Шемаия тата Уззиел.
2 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мӗн-ма хӑрушӑ ӗҫе пуҫӑнмалла-ха санӑн?
2 Ҫулс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Пӗтӗм ӗҫе вӗҫлесессӗн, вӗсем юлнӑ кӗмӗле патшапа Иодая панӑ.14. И кончив все, они представили царю и Иодаю остаток серебра.
2 Ҫулс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара ӗҫе тытӑннӑ, ӗҫӗ ӑнса пынӑ.
2 Ҫулс 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫапла Хирам Турӑ Ҫуртӗнче Соломон патша валли тумалли ӗҫе вӗҫленӗ: 12. икӗ юпа, вӗсене тӑрӑласа тӑракан икӗ кӑшӑл, кӑшӑлсене витме ҫыхнӑ икӗ виткӗҫ тунӑ, 13. икӗ юпа тӑрринчи кӑшӑлсене витекен икӗ ӗрет виткӗҫ валли тӑватҫӗр нар улми тунӑ.
2 Ҫулс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Пуҫласса вӑл ҫак ӗҫе хӑй патшана ларсассӑн тӑваттӑмӗш ҫулхине, иккӗмӗш уйӑхӑн иккӗмӗш кунӗнче, пуҫланӑ.2. Начал же он строить во второй день второго месяца, в четвертый год царствования своего.
2 Ҫулс 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ӗнтӗ ман патӑма ылтӑнран, кӗмӗлтен, пӑхӑртан, тимӗртен тата хӗрхӗлтӗм тӗслӗ ҫипрен, йӑм хӗрлӗ, кӑвак тӗслӗ ҫипрен япаласем ӑсталама пултаракан ҫын ярсамччӗ, вӑл чӗнтӗрлесе каскалас ӗҫе те пӗлтӗр, вӑл манӑн ӳнерҫӗсемпе — Иудея тата Иерусалим ӳнерҫисемпе, Давид аттем ҫак ӗҫ валли хатӗрленӗскерсемпе — ӗҫлетӗр.
2 Ҫулс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.