Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫуллахи (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Турнир йӗркелӳҫисем ҫакӑнпа кӑна лӑпланса ларасшӑн мар, Александр Станиславович Бойков каланӑ тӑрӑх, планра ҫуллахи мини-футбол енӗпе ӑмӑртусем йӗркелеме те пӑхасшӑн, районти урам командисем хушшинче Лига вӑййисем те ирттересшӗн.

Помоги переводом

«Хӗллехи классика» ҫуллахине те куҫӗ // В.ТОЛМАТОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

Калама ҫук йывӑрччӗ паллах, анчах ҫуллахи каникулта килте ларасси намӑс пек туйӑннӑ пирӗншӗн.

Помоги переводом

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Эпӗ ҫуллахи вӑхӑтра яланах — утарта.

Помоги переводом

«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Акӑ, тӗслӗхрен, 2014 ҫулта вӑл республикӑри «НАНОГРАД-Ч» ҫуллахи лагерьте тӑрӑшнӑ.

Помоги переводом

Тăрăшуллисенчен пĕри - Люба // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Хӗр ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче те алӑ усса лармасть.

Девочка и во время летних каникул без дела не сидит.

Тăрăшуллисенчен пĕри - Люба // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Вӗсенчен вуннӑшӗ 1952-1990 ҫулсенче ҫуллахи тата хӗллехи Олимп вӑййисенче ӑмӑртнӑ, пиллӗкӗшӗ малти вырӑнсене йышӑннӑ.

Помоги переводом

Чăваш Ене тĕнче шайне çĕкленĕ Краснов // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

Сӗт туса илекен пӗчӗк калӑпӑшлӑ хуҫалӑхсен ӗҫченӗсем кашни ҫулах ҫуркуннепе ҫуллахи тапхӑрта йӗркеленекен туяну хакӗсем йӳнӗрен кӑмӑлсӑр пулнине тӗрӗсех палӑртаҫҫӗ.

Ежегодно представители малых форм хозяйствования, занимающиеся производством молока, справедливо выражают недовольство низкими закупочными ценами в весенне-летний период.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Ҫуллахи кану вӑхӑчӗ ҫитсенех вӗсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче вӑй хурӗҫ.

Помоги переводом

Студотрядсен юхӑмӗ ҫӗнӗрен йӑл илет // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней