Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ил сăмах пирĕн базăра пур.
ил (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нумай япала ан ил.

Много не бери с собой.

XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Ксюша… чим… ил винтовкӑна, — аран илтӗнмелле пӑшӑлтатрӗ Григорий тытӑнчӑклӑн.

— Ксюша… погоди… возьми винтовку, — запинаясь, чуть слышно шептал он.

XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Ху кайса ил, лупас айӗнче ҫакӑнса тӑратчӗ пулас.

— Ступай сам возьми, она, никак, под сараем висит.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Тӳрӗ касма ан тӑрӑш, хӗҫ ҫивӗчӗшӗ чалпашларах кӗрсе кайтӑр тесе, хӗҫе ху патналла туртса ил

Норови не прямо рубить, а с потягом на себя, чтобы лезвие резало, шло наискось…

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Айӑпа кӗтӗн — ил хӑвӑн пайна.

Раз проштрафился — получай свой паек с довеском.

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Шухӑша та ан ил! — пӳлчӗ ҫавӑнтах.

— И думать не моги! — отрезал.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Эсӗ асна кӑна ил, мӗн калӑп ӑна эпӗ!

Ты подумай, как я ему скажу!

IX сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Ил йӗлтӗрне!..

Помоги переводом

Пысӑк хыпар // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 29–33 с.

Ил йӗлтӗрне, ярӑнма тухатпӑр, — терӗ ашшӗ.

Помоги переводом

Вова хурлӑхӗпе савӑнӑҫӗ // Антал Назул. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 14 стр.

Ҫак тивӗҫе туртса ил ҫынран — пурнӑҫӑн мӗнпур илемӗпе ырлӑхӗ пӗтсе те ларӗҫ.

Отбери у человека возможность трудиться — и все блага жизни теряют смысл.

Петровсен ҫемье дневникӗнчен // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Кайса ил тепре.

Сходи купи еще.

3 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

«Хӑвна ху алла ил!» — ҫирӗппӗн пӑшӑлтатать шалти сасӑ; чакать, ҫухалать вара пӑлхануллӑ пӑшӑрхану.

«Возьми себя в руки!» — властно шептал внутренний голос, и отчаяние отступало.

16 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Кун хыҫҫӑн вӑл пытарса тӑмӗ, калас пеккине пӗтӗмпех калӗ: «Ил те ҫи! Эпӗ отпускра, эсӗ хуть мӗн ту. Канма ман право пур-и е ҫук-и?» — тавӑрӗ тӳрех.

А она ответит: «Бери и ешь! Я в отпуске, а ты как знаешь. Имею я право на отдых или нет?»

1 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Ан аса ил!

Не вспоминай!

XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ил!

Помоги переводом

XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ил кӗленчине!

— Возьми у него бутылку!

XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Аса ил, мӗнле ӗҫсе-ҫинӗччӗ Чир патӗнче!

Вспомни, как на Чиру гуляли!

XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хӑть икӗ Аксинья ил

Бери хучь двух Аксиньев…

XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хӑвӑнпа тем нумай япала ан ил.

Много с собой не бери.

XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Кил кунта, икерчӗ ил те ак — шӑплан кӑшт та пулин.

Иди сюда, возьми вот блинец да помолчи хучь чудок.

XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней