Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Хуть сăмах пирĕн базăра пур.
Хуть (тĕпĕ: хуть) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑнах та ӗнтӗ, вӗҫӗ-хӗррисӗр ирӗк ҫӗршывра сӗтӗрӗнсе ҫӳренӗ колонист, хуть те кам пулсан та, ывӑннӑ хыҫҫӑн ҫапла ларма пултарать.

И в самом деле, эту позу охотно принимает всякий колонист, уставший от странствований по бесконечным просторам.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Австралин хальхи карттисем ҫине, Петермане Прешел ӳкернисем ҫине пӑхсан, хуть те кам пулсан та, чи малтанах ҫав пайланусен чиккисем тӳрӗ линипе пынине сӑнаса илет.

Всякому рассматривающему современные карты Австралии, составленные Петерманом или Прешелем, сразу бросается в глаза прямолинейность границ этих делений.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӑл хӑйӗн помощникне алӑ парса Гленарван Мельбурнра кӗтсе тӑмалли ҫинчен панӑ приказа тепӗр хут астутарса хӑварчӗ, приказа илсен, вӑл хуть мӗнле пулсан та, ӑна тӗрӗс пурӑнӑҫлама каларӗ.

На прощание он ещё раз предложил своему помощнику ждать письменного приказа Гленарвана в Мельбурне и по получении приказа точно его выполнить, каков бы он ни был.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Хӗрарӑмсен ҫак юлашки хатӗрленӗвӗсем нумая пымарӗҫ, хуть мӗн каласан та, вӗсен хатӗрленӗвӗсем Жак Паганель хатӗрленӗвӗсенчен ансатрах пулчӗҫ.

Эти последние приготовления женщин были недолги и, уж во всяком случае, менее сложны, чем приготовления Жака Паганеля.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Пулма пултарӗ, сире Грант капитан йӗрӗ ҫинех илсе тухаймӑп, ҫапах та эпӗ унӑн карапӗ пӗтнӗ вырӑна хуть кӑтартма пултарӑп.

Если мне и не удастся навести вас на следы капитана Гранта, то, во всяком случае, я смогу указать вам точное место крушения его корабля.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Чӑнах та ӗнтӗ, пампассенче пысӑк шывсем юхаҫҫӗ, вӗсен темӗн чухлӗ юпписем таҫтан-таҫтан юхаҫҫӗ, ҫавӑнпа та унта, хуть ӑҫта пулсан та, документсем чикнӗ кӗленче пурпӗрех океана ҫитессе шанма май килнӗ.

И действительно, большие реки, протекающие в пампасах, и их многочисленные притоки позволяли где угодно бросить бутылку с документами в расчёте на то, что течение отнесёт её в море.

Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Хуть те мӗнле пулсан та, — терӗ Гленарван, — ытлашши ӳпкелешсе пыма кирлӗ мар: хирӗҫле ҫил пуличчен вӑл пӗрре те пулманни тата та авантарах.

— Как бы там ни было, — сказал Гленарван, — но особенно жаловаться не приходится: лучше полное безветрие, чем встречный ветер.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Паганель, — терӗ ӑна майор, пӑлханса каймасӑр, — манӑн вӑрӑм труба сире кирлӗ пек пулсан, вӑл сирӗншӗн хуть хӑҫан та хатӗр пулӗ.

— Паганель, — невозмутимо ответил майор, — если вам когда-нибудь понадобится моя подзорная труба, она к вашим услугам.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ӑшӑк вырӑнсенче тинӗс хуть хӑҫан та вӑйлӑрах пӑтранать, ҫавӑнпа та вӑйлӑ ҫилсем вӑхӑтӗнче ун пек ҫӗре пырса кӗнӗ карапа хӑрушӑсӑр пуҫне урӑх нимӗн те кӗтмест, — вӑл ҫавӑнтах пӗтме пултарать.

У отмелей море всегда особенно бурно, и беда кораблю, попавшему на них в свежий ветер, — гибель его неизбежна!

Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Каймалли те тепӗр хӗрӗх мильрен ытла юлман, ҫуран утса ывӑннӑ ҫын хуть хӑш вӑхӑтра та пӗрер сехет Таукӑн йӗнерӗ ҫинче канма пултарать.

Впрочем, осталось пройти не больше сорока миль, и уставший пешеход всегда мог час-другой отдохнуть в седле на Тауке.

Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Эсир унта хуть те мӗн калӑр, Паганель, пурпӗрех этем йӑвапа кӑна килӗшме пултараймасть, ӑна акӑ хӑвӑрах куратӑр…

Что бы вы там ни говорили, Паганель, а человек не может довольствоваться гнездом, и вы скоро в этом убедитесь на собственном опыте…

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Хуть те мӗнле пултӑр та, хаклӑ Паганель, — хутшӑнчӗ каллех Гленарван, — анчах кунта, омбу ҫинче, ни индеецсем, ни негрсем, ни мулатсем пулманнине кура эпӗ сирӗншӗн хаклӑ ягуарсем ҫуккишӗн вӗҫӗ-хӗррисӗр савӑнатӑп!

— Как бы там ни было, дорогой Паганель, — снова вмешался Гленарван, — но ввиду того, что здесь, на омбу, нет ни индейцев, ни негров, ни мулатов, я бесконечно рад отсутствию дорогих вашему сердцу ягуаров!

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Крушени пулнӑ вырӑна-и, Грант капитан тыткӑна ҫакланнӑ вырӑна-и — хуть хӑшне кӑтартсан та пурпӗрех.

Независимо от того, к чему она относится, — к месту ли крушения или к месту пленения капитана Гранта.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Пампассенче пурӑнакансем хуть кам пулсан та ҫак ҫурта ҫурт вырӑнне те хумӗччӗҫ, анчах вӗсем ҫак мӗскӗн ҫурта хаваслансах кӗчӗҫ.

Они с радостью забрались в эту жалкую хижину, которой побрезгал бы любой житель пампасов.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Пӗтсен те, хуть мӗскер пулсан та, хӑй пӗтесшӗн.

Он хотел пожертвовать собой во что бы то ни стало.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Хуть хӑҫан пулсан та, тинӗс ҫинчен киле тавӑрӑннӑ чухне вӑл пире парне илсе килсе паратчӗ.

Всякий раз, возвращаясь из плаваний, он привозил нам подарки.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Пампассенче хуть ӑҫта кайсан та тикӗс вырӑн, сывлӑшри юхӑмсене унта нимӗн те чарса тӑмасть.

Пампасы представляют собой настолько гладкую равнину, что ничто в них не задерживает воздушных потоков.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Анчах ҫапах та ученый пуринчен те хавхалансах пырать, хӑйне хуть хӑҫан та хавхаланса итлекен Роберта лекцисем вуласа парас тесен, ун валли пур ҫӗрте те тема тупӑнать.

Но учёный от всего приходил в восторг и всюду находил темы для лекций, поучая Роберта, всегда охотно слушавшего его.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Хуть ӑҫта пырсан та вӗсен кӗтӗвӗсем валли яланах апат ҫителӗклӗ пулнӑ.

И всегда находили готовый стол для своих стад.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Тата тепрер сехет хуть кӗтӗр!

— Ещё хоть один часок!

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней