Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫичӗ ҫул каялла вӑл «Илем» галерея уҫнӑ.
Ҫитсе курӑр Муркаш тӑрӑхне // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Район пуҫлӑхӗ Андрей Николаев, райадминистрацин вӗрентӳ управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Татьяна Иванова спорт уявне уҫнӑ хыҫҫӑнах старта чи пӗчӗккисем – ача сачӗсене ҫӳрекенсем – тухрӗҫ.
Медальсен шутне ӳстерчӗҫ // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24
Хӗр ҫӗнӗ ҫӗрсем уҫнӑ ҫӗрте вӑй хунине пӗлсен манӑн пулас атте ӑна пулӑшма тӗв тунӑ, инҫе ҫӗре тӑтӑшах кая-кая килнӗ.
Аттепе анне пулсассӑн??? // Ольга ФЕДОРОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№
Шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн анне тӑван тӑрӑхра тытӑнса тӑрас темен, вербовкӑпа тухса кайнӑ, ҫӗнӗ ҫӗрсем уҫнӑ ҫӗрте ӗҫленӗ.
Аттепе анне пулсассӑн??? // Ольга ФЕДОРОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№
Чун тӗпӗнчи вӑрттӑнлӑхсене уҫнӑ, пӗрле ӗмӗтленнӗ, тунсӑхланӑ.
Ку ҫуртра ӗмӗт пурнӑҫланать // Марина ТУМАЛАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№
Ҫавсенчен пӗрисем, Шупашкар районӗнче пурӑнакансем, халӑх тетелӗсенчен пӗрисенче «Кӳкеҫ поселокӗн общество канашӗ» ятлӑ ушкӑн уҫнӑ.
Тӗлӗнтереҫҫӗ тӗлӗнтермӗш пуҫлӑхсем // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2693.html
30 койка вырнаҫакан лечебницӑна 1913 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче уҫнӑ.
Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№
Вӗсем тата пӗччен пурӑнакан ватӑсем валли Николай Михайлович ятарлӑ приют уҫнӑ.
Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№
Ҫирӗммӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Етӗрнере аслӑ княгиня Ольга Константиновна ячӗпе ача приючӗ уҫнӑ.
Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№
«Чӑваш хутлӑхӗн хӗрарӑмӗсем ӗҫченлӗхпе, сӑпайлӑхпа тата тивӗҫе чӗре хушнӑ пек пурнӑҫланипе яланах палӑрса тӑнӑ. Республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикине аталантармашкӑн, ентешӗмӗрсен ӑс-хакӑлне тата пултарулӑхне ӳстермешкӗн, вӗсен пурнӑҫӗпе сывлӑхне упрамашкӑн эсир хывакан тӳпе чӑннипех сумлӑ. Ҫитӗнӗвӗрсем пулӑшнипе тӑван ен малашлӑх ҫулне такӑрлатать, йывӑрлӑхсене парӑнтарать, ҫынсен пурнӑҫне ырӑрах тума ӑнтӑлать. Культурӑра ӗҫлетӗр-и, экономика секторӗнче-и, медицинӑра-и, вӗрентӳре-и - ытарайми те илӗртӳллӗ, шанчӑклӑ та тимлӗ туссем пулса тӑратӑр, чунӑр ӑшшипе, ӑс-хакӑл пуянлӑхӗпе кун-ҫула илемлӗрех те хӑтлӑрах тӑватӑр», - палӑртнӑ вӑл чыслав церемонине уҫнӑ май.
Уяв парни - патшалăх награди // Валентина ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
Икӗ ҫул каялла кунта 16 инвалид валли ҫӗнӗ участок уҫнӑ: ҫирӗп хутран 20-25 килограмм кӗрекен михӗсем ҫӗлеме тытӑннӑ: макарон-вермишель, шашлӑк ӑшаламалли кӑмрӑк, акшарчул тултарма меллӗ ун пеккисем.
Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
Курава уҫнӑ хыҫҫӑн хӑнасем «Чӑваш пики» конкурса ҫул тытнӑ.После открытия выставки гости пошли на конкурс «Чувашская красавица».
Чӑваш ӳнерҫӗн ӗҫӗсене Хусанта кӑтартнӑ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/11766.html
Пултарулӑх каҫне чӑваш фольклор ансамблӗ «Салам» (ӳнер ертӳҫи Светлана Садыкова) тата «Мирас» ансамбль (ӳнер ертӳҫи Рустем Рахматуллин) уҫнӑ.
Чӑваш ӳнерҫӗн ӗҫӗсене Хусанта кӑтартнӑ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/11766.html
Ман патра пӗлӳ илнисенчен чылайӑшӗ хӑйӗн ӗҫне йӗркеленӗ: пӗри вокал студийӗ уҫнӑ, тепри - уявсем ирттерекен фирма.
Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№
И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче Валерий Важоров уҫнӑ искусствӑсен факультетӗнче халӑх юррин класне ертсе пыратӑн...
Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№
Акӑ упӑшки фермер хуҫалӑхне хупса арӑмӗ ячӗпе уҫнӑ, анчах ҫӗрне документпа куҫарттарман, Росреестра пӗлтермен.
Тĕрĕс сăмах чул ватать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25
Вӗсенче 9516 пайӑр счет уҫнӑ, ҫав шутра 9388-шӗ кӑҫалхи ҫыравра шута илмелли объектсем.В них открыто 9516 личных счетов, из них 9388 объектов необходимо учесть в текущей переписи.
Тĕрĕс сăмах чул ватать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25
Вӑт, хайхи Республика кунне халалланӑ «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестивале уҫнӑ мероприятире сӑн ӳкереттӗм.
Чӑваш ялавӗ е минретӳ политики // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2664.html
Экономика нушисемпе килӗшӳллӗн юлашки икӗ ҫулта Чӑваш Енре математика пӗлӗвне аталантарасси ҫине пусӑм тунӑ, республикӑри шкулсен виҫҫӗмӗш пайӗнче робот техники, авиа- тата карап моделӗсем тӑвас енӗпе ӗҫлекен инженер класӗсем уҫнӑ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945