Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

илнӗ (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр ҫирӗм салтак пулӗ хӗрлӗ сухаллӑ, ҫӳллӗ казака сырса илнӗ.

Человек двадцать солдат окружили рослого рыжеватого казака.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кӑвайт ҫине полустанокра хӑйпӑтса илнӗ хӳмерен юлнӑ хӑма татӑкӗсене пӑрахрӗҫ.

В костер кинули щепки (остатки разломанного на полустанке забора).

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӗсем пысӑк мар сӗтел хушшине вырнаҫса ларчӗҫ те, кирлӗ-кирлӗ мар сӑмахсемпе перкелешсе илнӗ хушӑра, куҫӗсемпе хӑйсем юлашки хут тӗл пулнӑранпа пӗр-пӗрин сӑнӗнче мӗн улшӑннипе улшӑнманнине шырарӗҫ.

Они сели за небольшим столиком, перебрасываясь незначительными фразами, разыскивая в лицах друг у друга те изменения, которые произошли со времени последней встречи.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫулталӑк ҫурӑ каялла Пантелей Прокофьевича укҫа кирлӗ пулнӑ та, Сергей Платонович Моховран вӑл ҫӗр тенкӗлӗх кӗмӗл кивҫен илнӗ, вӑхӑтра тӳлесе татаймасан, япала сутса тӳлеме пулнӑ.

Года полтора назад подошла Пантелею Прокофьевичу нужда в деньгах, взял у Мохова Сергея Платоновича сто рублей серебром под запродажное письмо.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Мӑянпа хыт-хура этем иртмелле мар сырса илнӗ уҫӑ хапхинчен шӑрӑхран е йӗпе-сапаран хӳтлӗх шыракан каскӑн выльӑхсем кирек хӑш вӑхӑтра та кӗре-кӗре каяҫҫӗ.

А в раскрытые ворота база, непролазно заросшего бурьяном и лебедой, заходила в любое время поблудная скотина, ища приюта от жары или непогоды.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вырӑнӗ-вырӑнӗпе шалалла путса кӗнӗ пӳрт тӑррине халӗ сарлака ҫулҫӑллӑ хупах пусса илнӗ.

Крыша местами ввалилась, поросла лопушатником.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кансӗр ҫывӑрнипе пичӗ чалӑшшӑн ҫӗвекленсе йӗрленнӗ Григорий ыйхӑран ҫӗр варринче вӑранса пуҫне ҫӗклерӗ, темӗнле курӑкӑн ытла та тутлӑ шӑршине туйса илнӗ, анчах ҫав самантрах ӑна сисми пулнӑ лаша пек, тутине мӗкӗлтеттерсе выртрӗ.

Проснувшись и приподняв голову, с косыми рубцами на щеках от неловкого сна, Григорий долго жевал губами, как лошадь, на минуту ощутившая и утратившая необыкновенный аромат какой-то травки.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Нимӗҫсем вӗсене йӗри-тавра хупӑрласа илнӗ те тӗрлӗ енчен хӗссе пыраҫҫӗ.

Немцы окружили их.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Рава-Русская хули ҫывӑхӗнче, 1915 ҫулхи июль уйӑхӗнче, казаксен пӗр взвочӗпе Григорий Австри салтакӗсем тыткӑна илнӗ казаксен батарейине ҫӑлса тухать.

Под Равой-Русской со взводом казаков в июле 1915 года отбивает казачью батарею, захваченную австрийцами.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Шамиль аялти кӗпинчен ҫурса илнӗ ҫанӑпа суранлӑ урине майлаштарса ҫыхрӗ те, Лиховидов ҫине пӑхмасӑр, ӑна хӑрах хулӗнчен ҫавӑтрӗ, Иван Алексеевич теприне тытрӗ — кайрӗҫ.

Шамиль перевязал раненую ногу рукавом, оторванным от исподней рубахи; не глядя на Лиховидова, взял его под руку с одной стороны, Иван Алексеевич — с другой, пошли.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Темшӗн вара Иван Алексеевича Лиховидов, таҫта ҫӳле-ҫӳле вӗҫсе кайма хатӗрленсе, юри куклене-куклене илнӗ пек туйӑнса кайрӗ.

И Ивану Алексеевичу казалось, что Лиховидов приседает будто для того, чтобы взлететь.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сылтӑм фланг хӳринче Байкал леш енчи казаксем пыраҫҫӗ, сулахаярахра — казаксен уйрӑм сотнипе пӗрле — Черноярски полк, вӗсем хыҫҫӑн — Фанагори гренадерӗсен полкӗ, унтан — Чембарски, Пӗкӗлме, 208-мӗш ҫуран ҫар, Павлоградски, Венгровски полксем пыраҫҫӗ; 53-мӗш дивизи полкӗсем шӑп варринчен наступление каяҫҫӗ; сулахай фланга пӗтӗмпех туркестансен 2-мӗш стрелковӑй дивизийӗ йышӑнса илнӗ.

На самом конце правого фланга были забайкальские казаки, левее — Черноярский полк с особой казачьей сотней, за ними — Фанагорийский гренадерский полк, дальше — Чембарский, Бугульминский, 208-й пехотный, 211-й пехотный, Павлоградский, Венгровский; полки 53-й дивизии развивали наступление в центре; весь левый фланг охватывала 2-я Туркестанская стрелковая дивизия.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Октябрӗн 3-мӗшӗнче, тул ҫутӑлас умӗн, нимӗҫсем, антӑхтаракан газсемпе усӑ курса, 256-мӗш полкӑн виҫӗ батальонне вӗлерсе пӗтернӗ; пирӗн окопсен пӗрремӗш линине йышӑнса илнӗ.

На рассвете 3 октября немцы, употребив удушливые газы, отравили три батальона 256-го полка и заняли первую линию наших окопов.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫак вӑхӑтра командир ординареца сотня офицерӗсем пухӑнса ларнӑ ҫер пӳртрен кӑларса ячӗ те пакета уҫрӗ, мӗн ҫырнипе паллашса илнӗ хыҫҫӑн ҫурта типӗн вӑйсӑр ҫутинче вуласа пачӗ:

В это время в землянке, где собрались офицеры сотни, командир, отпустив ординарца, вскрыл пакет и при свете свечного огарка, ознакомившись с содержанием, прочитал:

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Виҫҫӗмӗш черетпе ҫара илнӗ Татарски хутор казакӗсене пурне те ҫак сотньӑна янӑ.

В сотню влили казаков-третьеочередников с хутора Татарского.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫирӗк йывӑҫҫисем пусса илнӗ шурлӑх айккинче — окопсем.

Окопы над болотом, поросшим ольхой.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сережа, пӗтӗм чунтан, тӑван ывӑлӑма каланӑ пек, калатӑп сана, тепӗр ҫулталӑкран сан кӑкӑру ҫинче, вӑрҫӑри паттӑр ӗҫсемшӗн илнӗ наградӑсемпе юнашар, ӗҫри хастарлӑхшӑн панӑ награда пултӑр…

И вот, Сережа, от всей души желаю тебе, как сыну родному, чтобы через год или два на твоей груди рядом с наградами за военные подвиги появился бы орден за подвиги трудовые…

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑрҫӑра илнӗ мухтава санӑн кулленхи ӗҫре ҫӗнетсех пымалла, ун ҫине тутӑх ан лартӑр, ан хуралтӑр вӑл, тӳрех каласан — мӑнкӑмӑлланни ан пултӑр.

Теперь тебе надобно свою военную славу ежедневно обновлять в труде, чтобы она у тебя не потускнела и чтобы не появилась на ней ржавчина, а проще сказать — зазнайство.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Лере ватӑрах ҫын пӗр офицерпа калаҫса тӑрать, кунта артиллериста пӗр ушкӑн ҫын хупӑрласа илнӗ, унта савӑнӑҫлӑ питлӗ, йӑлтӑркка куҫлӑ хӗрсем танкистсене чечексем параҫҫӗ, пурин сӑнӗсенче те Сергей савӑннине, тӗлӗннине курнӑ…

Здесь пожилой мужчина о чем-то разговаривал с офицером, там толпа окружила артиллеристов, а девушки с веселыми, смеющимися лицами дарили танкистам цветы и улыбки, в глазах всех людей Сергей видел и радость и удивление…

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫуллахи китель ҫутатнӑ тӳмисемпе йӑлтӑртатса выртнӑ, ҫемҫе пиртен ҫӗленӗ шурӑ гимнастерка ылтӑн погонӗсемпе ҫунса тӑнӑ, хырӑнмалли прибор, супӑнь хуракан савӑтпа супӑнь, станица аптекинче илнӗ одеколон, Анфиса якатса хатӗрленӗ аялтан тӑхӑнмалли кӗпе-йӗм, питшӑлли, виҫ кӗтеслӗ икерчсем пек хутлатса хуна пӗр купа сӑмса тутри — пурте хатӗр пулнӑ.

Тут лежали и летний китель, блестевший начищенными пуговицами, и белая гимнастерка из мягкого полотна, с погонами, и бритвенный прибор с мыльницей, флакон одеколона, купленный в станичной аптеке, и наглаженное Анфисой белье, полотенце, носовые платки, сложенные уголком, как обычно складывают блины.

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней