Поиск
Шырав ĕçĕ:
41. Авигея вара ҫӗре ҫити тайӑлнӑ та: акӑ эпӗ санӑн хӑрхӑму пулма, хуҫамӑн тарҫисен урине ҫуса тӑма хатӗр, тенӗ.
1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Филистимсем Израильрен туртса илнӗ хуласене, Аккаронран пуҫласа Гефа ҫити, Израиле каялла тавӑрса панӑ, Израиль вӗсемпе чикӗллӗ ҫӗрсене те Филисти аллинчен хӑтарнӑ, Израильпе аморрейсем хушшинче тӑнӑҫлӑх пуҫланнӑ.
1 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Филистимсем Ҫӳлхуҫана кӳнӗ ӳкӗнӗҫ парнинчи ҫак ылтӑн мӑкӑльсенчен пӗри Азотшӑн, пӗри Газӑшӑн, пӗри Гефшӑн, пӗри Аккароншӑн пулнӑ; 18. ылтӑн шӑшийӗсем вара Филисти хулисен шутне кура, вӗсене тытса тӑракан пилӗк ҫын шутне кура, Ҫӳлхуҫа арчине лартса хунӑ пысӑк чул патне ҫити тӑсӑлакан ҫирӗплетнӗ хуласемпе уҫӑ ялсен ятӗнчен пулнӑ.
1 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Руфь ӑна ӳксе пуҫҫапнӑ, пуҫӗпе ҫӗре ҫити тайӑлса ҫапла каланӑ: саншӑн мӗн тӗлӗшрен кӑмӑллӑ пултӑм-ши, эпӗ ют ҫӗр ҫынни пулсассӑн та, эсӗ мана ҫапла хапӑл йышӑнатӑн? тенӗ.
Руфь 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. [Чӗрӗ юлнисем] каялла ҫаврӑннӑ та пушхирелле, Риммон ту хысакӗ патнелле, чупнӑ, [израильсем] вӗсене ҫул тӑрӑх хӑваласа тата пилӗк пин ҫынна пӗтернӗ; вӗсене Гидома ҫити хӑваланӑ, вӗсенчен тата икӗ пин ҫынна вӗлернӗ.
Тӳре 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Виҫҫӗмӗш шӑпи Завулон ывӑлӗсен ӑрӑвӗсене тухнӑ, вӗсен ҫӗрӗн чикки Сарид патне ҫитичченех тӑсӑлса пынӑ; 11. вӗсен чикки тинӗс енне, Марала патнелле, хӑпарать те Дабешеф патне ҫитсе Иокнеам умӗнчи юхӑм шыв патнех ҫитет; 12. Сарид патӗнчен каялла, тухӑҫ еннелле, хӗвелтухӑҫ еннелле, Кислоф-Фавор чиккине ҫити каять; кунтан Давраф патӗнчен иртсе Иафия патнелле улӑхать; 13. кунтан тухӑҫалла каять, Геф-Хефер, Итту-Кацин патӗнчен иртсе Риммон, Мифоар, Нея еннелле каять; 14. вара чикӗ Ханнафон патӗнчен ҫурҫӗр енчен пӑрӑнса каять те Ифтах-Ел айлӑмне ҫитсе тухать; 15. вӗсене тата Каттаф, Нагалал, Шимрон, Идеала, Вифлеем хулисем тивнӗ: пурӗ — вуникӗ хула тата вӗсен ялӗсем.
Нав 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
64. Ҫӳлхуҫа [Турру] сана пур тӗрлӗ халӑх хушшине, ҫӗрӗн пӗр хӗрринчен тепӗр хӗррине ҫити, сапаласа ярӗ, унта вара эсӗ ху та, хӑвӑн аҫусем те пӗлмен турӑсене, йывӑҫсемпе чулсене, пуҫҫапма тытӑнӑн.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Йӗрӗх ан ту, ҫӳлте тӳпери япаласенӗн, аялта ҫӗр ҫинчи япаласенӗн, ҫӗртен аяларах шыври япаласенӗн ӗлкине, кӗлеткине ан ту, 9. вӗсене ан пуҫҫап, вӗсене пӑхӑнса ан тӑр; Эпӗ Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, кӗвӗҫекен Турӑ, Хама курайманнисене ашшӗсен айӑпӗшӗн ачисене те виҫӗ-тӑватӑ сыпӑкчен хаса паратӑп, 10. Хама юратакансене, Манӑн ӳкӗтӗмсене тытса пурӑнакансене Эпӗ пин сыпӑка ҫити ырӑлӑх туса тӑратӑп.
Аст 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Тухӑҫ чиккине Гацар-Енан патӗнчен Шефам хулине ҫити тӑсӑр, 11. Шефамран чикӗ Аин хулинчен тухӑҫалла Рибла хули еннелле каять, унтан чикӗ Киннереф тинӗсне тухӑҫ енчен пырса перӗнет; 12. кайран чикӗ Иордан еннелле каять, Тӑварлӑ тинӗс енне тӑсӑлса тухать.
Йыш 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫурҫӗр чикки сирӗн ҫапла пултӑр: ӑна аслӑ тинӗс патӗнчен Ор тӑвӗ патне ҫити тӑсӑр, 8. Ор тӑвӗ патӗнчен Емаф патне ҫити тӑсӑр, кайран чикӗ Цедад еннелле мӑкӑрӑлса тухӗ; 9. ку тӗлтен чикӗ Цифрон еннелле каять, Гацар-Енан енне тӑсӑлса тухать: ку сирӗн ҫурҫӗр чикки пулать.
Йыш 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ситтим йывӑҫӗнчен каштасем ту: пилӗк [кашта] кӗлӗ чатӑрӗн пӗр енчи пӑрӑсӗсем валли, 27. пилӗк кашта кӗлӗ чатӑрӗн тепӗр енчи пӑрӑсӗсем валли тата пилӗк кашта кӗлӗ чатӑрӗ хыҫӗнчи, хыҫал енӗн хӗвеланӑҫ енчи пӑрӑсӗсем валли; 28. витӗр ямалли кашти вара пӑрӑссем витӗр пӗр вӗҫӗнчен тепӗр вӗҫне ҫити витӗр тухӗ; 29. пӑрӑсӗсене ылтӑн сӑр, каштасем чикмелли ункӑсене ылтӑнран ту, каштисене те ылтӑн сӑр.
Тух 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Авраам ҫав ҫӗр халӑхӗ умӗнче ҫӗре ҫити тайӑлнӑ та 13. ҫав ҫӗрти [пӗтӗм] халӑх илтмелле Ефрона ҫапла каланӑ: килӗшетӗн пулсассӑн, эпӗ сана хиршӗн кӗмӗл паратӑп; илсемччӗ манран, эпӗ унта вилнӗскерӗме пытарам, тенӗ.
Пулт 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Авраам тӑнӑ та ҫав ҫӗр халӑхӗ умӗнче, Хет ывӑлӗсем умӗнче, ҫӗре ҫити тайӑлнӑ; 8. [Авраам] вӗсемпе калаҫса каланӑ: эсир манӑн вилнӗскерӗме пытарттарма килӗшетӗр пулсассӑн — итлӗр-ха мана: Ефронран, Цохар ывӑлӗнчен, маншӑн ыйтӑр-ха, 9. вӑл мана хӑйӗн хирӗ вӗҫӗнчи Махпела теекен сӑрт хӑвӑлне патӑрччӗ, ҫын пытармашкӑн мана ӑна пысӑк хакпа сирӗн умӑрта пуҫӗпех патӑрччӗ, тенӗ.
Пулт 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Карапунта шӑтӑк туса хӑвар, тӑррине пӗр чикене ҫити ансӑрлат, карапа кӗме унӑн айккине алӑк ту; пурӑнмашкӑн ун ӑшӗнче аялти хутне, иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш хутне ту.
Пулт 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унсӑрӑн шӑтӑк-путӑка кӗрсе таҫта ҫити вӑркӑнса кайма пулать.
Пирӗн ҫулсем мӗншӗн начар? // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2697.html
Ҫӗре ҫити пуҫ таяҫҫӗ вӗсем хӑйсене ҫапла майпа хавхалантарнӑшӑн, чун киленӗҫӗ парнеленӗшӗн.
Ушкӑнпа ӗҫлеме те, канма та аван // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№
Электротехника кластерӗн предприятийӗсем, тӗслӗхрен, «ЭКРА» НПП ООО, «Бреслер» НПП» ООО, «КомплектЭнерго» ООО тата ыттисем те, Крыма ҫити энергокӗпер тӑвас ӗҫе хастар хутшӑнаҫҫӗ халӗ.
Крым пирӗнпе! Канма йыхравлаҫҫӗ // ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24
Мӗншӗн тесен чир пуҫламӑшӗ кӗтменлӗхсемпе паллӑ, килтен 37 градуспа тухсан та тепӗртакран ӳт температури 40 градуса ҫити хӑвӑрт хӑпарса кайма пултарать.
Грипп ерсен // Елена ЕГОРОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11
Вӑл кӗтмен ҫӗртен пуҫланать, ӳт-пӳ температури 39-40 градуса ҫити хӑпарать, мышцӑсем, куҫсем ыратаҫҫӗ, тар вӑйлӑ тухать, вӑй-хал чакать, пуҫ ыратать.
Грипп ерсен // Елена ЕГОРОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11
Кӑҫал республикӑра 127 пин ача пӗлӳ илет, 2020 ҫул тӗлне вара ҫак йыш 155 пине ҫити таран ӳсмелле.
Тӗп тӗллев — ачасене тивӗҫлӗ пӗлӳ парасси // Владимир Иванов. «Авангард», 2016, пуш, 11