Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӗсем тӗмескеллӗ сакӑлтасемпе ункӑланнӑ ҫӳллӗ сӑртлӑх ҫинче тӑраҫҫӗ.Оба стояли на невысоком плато, окруженном шероховатыми уступами.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Хӗвел тухӑҫ енче, кӳлӗ хыҫӗнче, — хуланалла каякан ҫулӑн шурӑ ҫиппи, ун хӗррисенче вырӑн-вырӑнпа йывӑҫсем кӑнтарса тӑраҫҫӗ, вӗсем аякран салатӑн вӗтӗ-вӗтӗ хунавӗсем евӗр туйӑнаҫҫӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Маниуэма хӗрарӑмӗсене таса юнлӑ арабсем хапӑлласах качча илеҫҫӗ; пер сӑмахпа — ҫак йӑхсем, Африкӑри ытти йӑхпа танлаштарсан, ӑс-хакӑл тӗлӗшӗнчен чылай ҫӳллӗрех шайра тӑраҫҫӗ.
XVI. Аслӑ ӗмӗт // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Чӑваш Енри вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсем шӑпах ҫакӑн пек пахалӑхсемпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ.
Олег Николаев Пушар хуралӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/04/30/gla ... aet-s-dnem
Акӑ вӗсем тӑраҫҫӗ те нимӗн те пӗлмеҫҫӗ.
XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Улпутсем кунти ытти ҫынран самӑрлӑхӗпе, пӑхӑр сулӑсемпе, хура пашалӑвӑн конус евӗрлӗ купине аса илтерекен ҫӳллӗ-кӑткӑс ҫӳҫ капламӗпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ; ҫӳҫӗнче тӗрлӗ тӗслӗ тӗк, пӗҫҫисене вара королӗнни пекех пусмапа ҫавӑрса явакланӑ.
XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Ку палӑксем ялан тенӗ пекех тӗрлӗ япала куписенчен, чулсенчен, тепӗр чухне вара пусма-ластӑк ҫакса тултарнӑ юпасенчен тӑраҫҫӗ.
ХIII. Джуджу вӑрманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Унта улшӑнса тӑракан капашлӑ ҫурт-йӗр ҫӗкленсе сарӑлнӑ, — ҫутӑпа тӗтрен хумлӑ-хумлӑ сапаланчӑкӗсем; сирпӗнчӗксен фонтанӗсене пере-пере ывӑтакан тилӗрчӗк кӗлтесем туха-туха тӑраҫҫӗ, сасӑсӑр фейерверксем ҫатӑртатса ҫулӑмланаҫҫӗ, — вӗсем ҫӗр ҫийӗн ишекен шурӑ ҫӗр-шыва тӗлӗнмелле капӑр чечексен куҫа шартаракан вӑййипе кисретеҫҫӗ.
X. Мирамбо вӑрӑ-хурах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Вӗсем тӑраҫҫӗ, ҫӑварӗсем сехӗрленӳпе карӑннӑ.
IX. Сӑпайлӑх урокӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Тӳлек шывра хура акӑшсем, кайӑк кӑвакалсем ишсе ҫӳреҫҫӗ; тӗмескесем ҫинче самӑр ҫӑварлӑ, пысӑк пӗсехеллӗ капмар чӗр чунсем — пеликансем — тӑраҫҫӗ, — вӑрӑм аркӑллӑ шурӑ факелҫӑсене тӗлӗнмеллерех аса илтереҫҫӗ; ӑшӑх ҫӗрте шупка кӗрен ибиссем кумаҫҫӗ; цапльӑсем ҫари-ҫари кӑшкӑрашаҫҫӗ.
VIII. Цаупере чура // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Хура материкӗн ҫак ыйтӑвӗн ӑнланмаллах мар хуравӗ — Стэнли караванӗнчи ҫара темиҫе теҫетке ура тапӑртатӑвӗ тата ҫурӑмӗ хыҫне пӑшал ҫакнӑ шурӑ ҫын кӳлепи, вӑл тӳпен капмар чаршавне вичкӗннӗн тӗсет, материкӗн вӑрманлӑ та сӑрт-туллӑ инҫечӗсем вара эрешленсе-улшӑнса тӑраҫҫӗ.
VI. Караванри шуйттан // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Вӑл хӑйӗн хӗрӳ туйӑмлӑхне ултавсӑр тивӗҫтерет, анчах туйӑмӗсен хӗрӳлӗхӗ хурҫӑлла организмне аркатаймасть, унӑн кӑмӑл туртӑмӗпе ӑнтӑлӑвӗ ватӑлми чӗрин тата тӗреклӗ чунӗн ҫулӑмӗпе татти-сыпписӗр ҫӗнелсех-ҫамрӑклансах тӑраҫҫӗ.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Бомбей — кӳпчем, вӗчӗхрех, сарлака сӑн-питлӗ, ҫулланнӑ пӗчӗк араб, тути чеешке, куҫӗсем характера ӑстан ӗренкелетекен суя тӑмсайлӑхпа уйрӑлса тӑраҫҫӗ.
II. Стэнлипе Гент // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Беннет Стэнлие питех те ансаттӑн, — Атлантика леш енчи наци ҫыннисем ӗҫ-пуҫа татса панӑ чухне ҫакӑнпа уйрӑлса тӑраҫҫӗ, — Ливингстона шыраса тупма хушрӗ те — укҫа тӗлӗшпе ыйту пулмасса шантарчӗ.
I. Стэнли Африка ӑшнелле каять // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Ман пекех — Дюрок, Эстамп, капитан тата хӑнасенчен нумайӑшӗ тӑраҫҫӗ.
XVIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Колоннӑсен хыҫӗнче, чие тӗслӗ хрусталь лампӑсен ҫутинче, залсем-курӑнусем тӑраҫҫӗ, перламутрпа слон шӑммин ӑшӑ шурӑлӑхнелле лампӑсем шуҫӑм пайӑркисене ывӑтаҫҫӗ.
XVIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Ҫак хӗрарӑм ҫинче бриллиантсем тӗм ҫинчи хурлӑхан евӗр ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, шӗвӗр ҫара чавси вара аякра пулин те пилӗкӗмрен чышӑннӑн туйӑнать.
XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Чӳречесем ҫук, урӑх алӑк курӑнмасть; нишӑсенче статуйӑсем тӑраҫҫӗ.Окон не было, других дверей тоже не было; в нишах стояли статуи.
XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Хӗрарӑмсем веерсемпе сулкалаша-сулкалаша пӗр-пӗрин енне ҫаврӑнкаласа лараҫҫӗ, вӗсен ҫумӗнче тайӑлса-пӗкӗрӗлсе — хитре чечексен таврашӗнчи тӗкӗл турасем пек — шурӑ перчеткеллӗ арҫынсен хура кӳлеписем тӑраҫҫӗ, — ырӑ шӑршӑллӑ, вӗҫкӗн-капӑрчӑк, хаваслӑ.
XVI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
— Вӗсем сыхласа тӑраҫҫӗ.
X // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.