Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Пӑхӑр-ха, пӑхӑр, авӑ унта Катилина! — парне кӳрекен вырӑн еннелле тӗллесе кӑтартнӑ Кассий.— Посмотри, посмотри, как страшен Катилина! — сказал Кассий, показывая в сторону жертвенника.
XVII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Автансем Юпитер, Марс, Квирин, виҫҫӗшӗ те римлянсен ҫарне пулӑшма хатӗр тӑнине кӑтартнӑ.Куры показывали готовность всей троицы, Юпитера, Марса и Квирина, помогать римскому войску.
XV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Глобр поражени тӳснӗ пирки Римра пӑртак шавланӑ: тӗнчене ҫӗнтерсе илекенсене «чи путсӗр гладиаторсен ушкӑнӗ» ҫӗмӗрсе тӑкни Сенатпа Рим халӑхне пысӑк мӑшкӑл кӑтартнӑ пек туйӑннӑ.
XII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Эпӗ вӑл кӑтартнӑ ҫӗрелле пӑхрӑм.
Пукане панулмийӗсем // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Кашни пионер хӑй ӑҫтан килнӗ ҫав ҫӗршыв ҫинчен кала-кала кӑтартнӑ.Каждый пионер рассказывал о том крае, из которого он приехал.
Акӑ ӗнтӗ, кун хыҫҫӑн кун иртет… // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.
Уралтан килнӗ пионерсем питӗ пысӑк заводсем ҫинчен, ҫӗр айӗнчи тарӑн шахтӑсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ.Пионеры с Урала рассказывали о глубоких подземных шахтах, об огромных заводах.
Акӑ ӗнтӗ, кун хыҫҫӑн кун иртет… // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.
Ачасем каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, вӗсен ҫӑкӑр ҫӗр ҫинчех, пӳрт хыҫӗнчех ӳсет иккен.
2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Ҫынсем каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, гувернатор кашни рабочие хӗнес умӗнех Майӑн пӗрремӗшӗ ячӗпе саламланӑ.
7 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Пайтах асапланнӑ эсир тӗрмере, Сире тӑшмансем хӗн кӑтартнӑ, Унтан вӗлермешкӗн ӑсатнӑ сире, Сулмак сӑнчӑрсем чӑнкӑртатнӑ.
6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Чи аялта вара, ҫӳлти ҫынсем ҫав тери йывӑр пулнипе хутланса, авӑнса тӑракан рабочисене тата ытти тӗрлӗ чухӑн ҫынсене ӳкерсе кӑтартнӑ.
4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
3. Ҫӳлте кӑтартнӑ дворянинӑн ячӗпе хушамачӗ те ӗнтӗ ҫынна пӗтӗмпех йӗрӗнтермелле илтӗнет, ҫавӑ хӑй ӑшӗнче хаяррӑн вӗчӗхсе мана хам ҫуртрах вут тӗртсе ҫунтарасси ҫинчен шутласа пурӑнать.
IV сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Пӗтӗм Миргород епле ҫывӑрнине, ун ҫине шутсӑр йышлӑ ҫӑлтӑрсем пӗр хускалмасӑр пӑхнине, инҫетри е ҫывӑхри йытӑсем ҫӗрлехи шӑплӑха вӗрсе пӑснине, савӑшса хӗрнӗ пономарь йыт-качака умӗнченех чупса иртсе кайса, ҫатан урлӑ пӗр хӑрамасӑр каҫса кӗнине, шурӑ пӳрт стенисем уйӑх ҫутинче тата шурӑрах курӑннине, вӗсене хупӑрласа тӑракан йывӑҫсем тӗксӗмленнипе, йывӑҫ мӗлкисем хуп-хуран ӳкнине, шӑпланнӑ чечексем, курӑксем ырӑ шӑршӑ сарнине, чарӑна пӗлмесӗр чӗриклетекен шӑрчӑксем — ҫӗрлехи рыцарьсем — пур кӗтесрен те харсӑр янратнине, пӗринче пӗччӗнлӗ вырӑн ҫинче ҫывӑракан хура куҫхаршиллӗ, чӗтренсе тӑракан ҫамрӑк кӑкӑрлӑ хула хӗрне, хӑй тӗлӗкӗнче гусар мӑйӑхӗ те шпорсем курнине, унӑн икӗ пичӗ ҫинче уйӑх ҫути выляса кулнине сӑрласа кӑтартнӑ пулӑттӑм эпӗ.
III сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Эх, енчен эпӗ живописец пулнӑ пулсан, ҫак ҫӗрӗн илемлӗхне тӗлӗнмелле лайӑх сӑрласа кӑтартнӑ пулӑттӑм!О, если б я был живописец, я бы чудно изобразил всю прелесть ночи!
III сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Вара пӗтӗмпех урӑхла май пулса тухрӗ: кӳршӗ йытти теплерен картишне пырса кӗрсен, ӑна мӗн лекнӗ, ҫавӑнпа пенӗ, ача-пӑчасем хӳме урлӑ каҫса кӗрсен, кӑшкӑрса та макӑрса, килне ҫитсен кӗписене тавӑрса, ҫурӑмӗ ҫинчи хулӑ йӗрӗсене кӑтартнӑ; леш кинемейӗ те, пӗрре Иван Иванович унтан тем ҫинчен ыйтса пӗлес тенӗ чух, ҫав тери киревсӗр хӑтланнӑ, вара Иван Иванович, хӑй питех те йӗркелӗскер, сура-сура: «Ах, путсӗр карчӑк! хӑй улпутӗнчен те путсӗртерех!» тесе ҫеҫ юлнӑ.
III сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Анчах кунта ҫырса кӑтартнӑ ӗҫсем пуличчен вӑл ӗлӗкхи капӑрлӑхне чылаях ҫухатнӑ.
X сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Диктатор вилнӗренпе вӑл темиҫе походра пулса, хӑйӗн паттӑрлӑхне кӑтартнӑ.После смерти диктатора он немедленно отправился воевать и отличился своей храбростью.
IX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Кӗнекен иртнӗ сыпӑкӗн вӗҫӗнче каласа кӑтартнӑ событисем хыҫҫӑн виҫӗ кун иртрӗ.Три дня спустя после событий, описанных в конце предыдущей главы книги.
VII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Пурте хӗрачасем кӑтартнӑ еннелле ҫаврӑнаҫҫӗ, кимӗ тайӑлать.
Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Анчах ҫав юратӑва кӑтартнӑ чухне автор чурасен чаплӑ ҫулпуҫӗнчен ҫемҫешке ҫын туса хурать.
Умсӑмах // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 5–9 с.
Лешӗ ӑна ҫул ҫинчи пӗчӗк тӗмескесене кӑтартнӑ.
Кӗпер // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.