Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сергей, Люда, Оля, Ксения, Юрий ашшӗпе амӑшӗ ӗҫрен таврӑннӑ тӗле килти хуҫалӑхри ӗҫсене пурнӑҫласа та хунӑ.
«Пирӗнтен пуян ҫын ҫук» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№
Юрӑпа Тамара йӑмӑкӗ амӑшӗпе яла юлаҫҫӗ, ман ҫывӑх туссем урӑх ҫӗре тухса кайнӑ ашшӗпе.
Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18
Ашшӗпе амӑшӗ ҫак сӑмахсене илтсен чул пек хытса тӑчӗҫ.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Ҫак вӑхӑтра Валя ҫемье ытамӗнчен тухрӗ те ашшӗпе амӑшӗ хушшине тӑчӗ.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Анчах ашшӗпе амӑшӗ ӑна сутса темшӗн хулана тухса кайнӑ.
Нушаллӑ-телейлӗ пурнӑҫ // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№
Каҫхине ашшӗпе ывӑлӗ хушшинче калаҫу пулать.
Пирӗн ентеш // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22
Ҫӗнӗ ашшӗпе амӑшӗ тата асламӑшӗ вара пушӑ вӑхӑтра яланах вӗсемпе пӗрле.
Пысӑк та туслӑ ҫемье // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22
Ҫемьере арҫын ачасенчен асли пулнӑран унӑн ашшӗпе кил-ҫурт ҫавӑрас, йывӑҫ кӑкласа ҫӗр хатӗрлес енӗпе ашшӗне пулӑшмалла пулнӑ.
Аппӑшне качча илсе йӑмӑкӗпе ӗмӗрне ирттернӗ // ФАДЕЙ КОНСТАНТИНОВ. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17
Александрпа Елена хӑйсен икӗ ачине — Аньӑпа Женьӑна — ура ҫине тӑратнӑ чухне кун-ҫул сукмакӗн самаях вӑрӑм пайӗ хыҫа юлсан хӑйсене ашшӗпе амӑшӗ пулма тепӗр хут тивессе пачах кӗтмен.
"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№
Амӑшӗ Анна Александровна хӑйӗн ачалӑхӗ телейлӗ пулманран /ашшӗпе амӑшӗ вӑрҫӑра вилсен тӑлӑха юлнӑ, шӑллӗсем выҫӑпа вилнӗ/ хӑйӗн тӗпренчӗкӗсемшӗн тем пек тӑрӑшнӑ.
"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№
Унра чӑваш ашшӗпе вырӑс амӑшӗн юнӗ чупать.
Питӗ ҫывӑх, ӑнланма йывӑр Сарпи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№
Паша паттӑрлӑхӗ пирки ашшӗпе амӑшӗ, Сергей Владимировичпа Надежда Михайловна пӗлчӗҫ те, ывӑлӗ ҫине пӗрремӗш хут курнӑн шӑтарасла пӑхрӗҫ.
Иртнӗ ҫулла... // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№
Ашшӗпе амӑшӗ кӳршӗ яла хӑнана кайнӑ пулнӑ.
Хӑрушсӑрлӑх йӗркисемпе паллашаҫҫӗ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.06.29
Халӗ вӑл ашшӗпе кӑна пурӑнать.
«Юррӑмсем юрату ҫинчен» // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25
Ҫавӑнпах ӗнтӗ ачасене пурне те вӗрентсе ҫын тӑвасчӗ тетпӗр ашшӗпе,– малалла тӑсӑлать калаҫу.
«Пире хулара кичем» // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18
Пӗрисем тулли ҫемьере ҫитӗнеҫҫӗ пулин те вӗренӳре ӗлкӗрсе пыраймаҫҫӗ, килте ашшӗпе амӑшне пулӑшмаҫҫӗ.Другие хоть и растут в полных семьях, в учебе не успевают, родителям по дому не помогают.
Нуша ӗҫе хӑнӑхтарнӑ // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №
Николай ашшӗпе пурӑнать.
Нуша ӗҫе хӑнӑхтарнӑ // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №
Канмалли кунсенче юлташӗсемпе тӗл пулма та вӑхӑт тупать, ашшӗпе концертсене ҫӳрет.В выходные дни находит время встречаться и с друзьями, с отцом ходит на концерты.
Чӑваш ачи - чӑвашах, чунӗ ӗҫре яланах // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№
Йӑх-несӗле асра тытакан ҫын ачи ҫеҫ аслисенчен тӗслӗх илсе ватӑсене хисеплет, ашшӗпе амӑшне сума сӑвать, тӑван халӑхне юратать.
Чӑваш ачи - чӑвашах, чунӗ ӗҫре яланах // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№
Хыҫҫӑн ашшӗпе амӑшӗ ҫывӑхӗнче пулас тесе Челябинскра прокурорта тӑрӑшнӑ.Позже, чтобы быть ближе к родителям, работал прокурором в Челябинске.
Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№