Поиск
Шырав ĕçĕ:
18. Анчах Лот вӗсене каланӑ: ҫук, Патшамӑм! 19. акӑ Санӑн чуру Санӑн умӑнта ырӑлӑх тупрӗ, Эсӗ мана питех те хӗрхеннипе манӑн пурӑнӑҫӑма ҫӑлса хӑвартӑн; анчах та эпӗ ту ҫине тарса ӗлкӗреймӗп: мана инкек хӑваласа ҫитӗ, эпӗ ҫӑлӑнаймӑп; 20. акӑ ҫак хулана тарма ҫывӑхарах, вӑл пысӑках та мар; эпӗ ҫавӑнта тарам; манӑн чунӑм [Сан урлӑ] сыхӑ юлӗ, тенӗ.
Пулт 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вӗсене илсе тухсассӑн, Ангелсенчен пӗри каланӑ: хӑвӑн чунна ҫӑл; хыҫалалла ҫаврӑнса ан пӑх, ҫак таврара нихӑҫта та чарӑнса ан тӑр; пӗтес мар тесессӗн — ту ҫинелле тарса хӑтӑл, тенӗ.
Пулт 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Анчах та кӗрӳшӗсене вӑл шӳт туса каланӑ пек туйӑннӑ.
Пулт 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Лот тухнӑ та, хӑйӗн хӗрӗсене ҫураҫнӑ кӗрӳшӗсемпе калаҫса, вӗсене каланӑ: тӑрӑр та ҫак вырӑнтан тухса кайӑр, Ҫӳлхуҫа ку хулана пӗтерет, тенӗ.
Пулт 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Леш ҫынсем Лота каланӑ: санӑн кунта тата кам пур? кӗрӗвӳ-и, ывӑлусем-и, хӗрӳсем-и, — санӑн хулара кирек кам пулсассӑн та, вӗсене пурне те ҫак вырӑнтан илсе тух, 13. эпир ҫак вырӑна пӗтеретпӗр, мӗншӗн тесессӗн кунта пурӑнакансем ҫынсене епле йӗртни-асаплантарни Ҫӳлхуҫа патне ҫитрӗ, Ҫӳлхуҫа пире ӑна пӗтерме ячӗ, тенӗ.
Пулт 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унтан каланӑ: акӑ ютран килнӗ ҫын, пире ҫавӑ вӗрентесшӗн-и? халӗ эпир сана лешсене усал тунинчен те усалтарах тӑвӑпӑр, тенӗ.И сказали: вот пришлец, и хочет судить? теперь мы хуже поступим с тобою, нежели с ними.
Пулт 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Лот, вӗсем патне алӑк умне тухса, хӑй хыҫҫӑн алӑкне питӗрнӗ те 7. каланӑ [вӗсене]: тӑванӑмсем, усал ан тӑвӑр; 8. манӑн акӑ икӗ хӗрӗм пур, вӗсем арҫынпа хутшӑнман-ха; пӗрех хут сирӗн пата ҫавсене кӑларса парам, вӗсене хӑвӑр мӗн тӑвас тетӗр, ҫавна тӑвӑр; анчах ҫак ҫынсене ан тӗкӗнӗр: вӗсем ман килӗмре чарӑнса тӑнӑ ҫынсем, тенӗ.
Пулт 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӗсем ҫывӑрма выртичченех Содом хулинче пурӑнакан ҫынсем, ҫамрӑккинчен пуҫласа ватти таранах, пӗтӗм хула халӑхӗ, ҫурта ҫавӑрса илнӗ те, 5. Лота чӗнсе кӑларса, ӑна ҫапла каланӑ: сан патна ҫӗр выртма кӗнӗ ҫынсем ӑҫта? вӗсене пирӗн пата кӑлар-ха, эпир вӗсемпе выртса паллашар, тенӗ.
Пулт 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Лот курнӑ та вӗсене кӗтсе илме ура ҫине тӑнӑ, вара вӗсене ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ та 2. каланӑ: ырӑ ҫыннӑмсем!Лот увидел, и встал, чтобы встретить их, и поклонился лицем до земли 2. и сказал: государи мои!
Пулт 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Авраам каланӑ: эпӗ тата тепӗр хут каланӑшӑн Патша Туррӑм ан ҫиллентӗрччӗ: тен, унта вунӑ ҫын тупӑнӗ? тенӗ.
Пулт 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Авраам каланӑ: акӑ эпӗ Патшама каламах тесе шутларӑм: тен, унта ҫирӗм ҫын тупӑнӗ? тенӗ.31. Авраам сказал: вот, я решился говорить Владыке: может быть, найдется там двадцать?
Пулт 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Авраам татах каланӑ: эпӗ калаҫнӑшӑн Патша Туррӑм ан ҫиллентӗрччӗ: тен, унта вӑтӑр ҫын тупӑнӗ? тенӗ.
Пулт 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Авраам Унпа калаҫма чарӑнмасӑр татах каланӑ: тен, унта хӗрӗх ҫын тупӑнӗ? тенӗ.29. Авраам продолжал говорить с Ним и сказал: может быть, найдется там сорок?
Пулт 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Авраам хуравласа каланӑ: эпӗ — тусан, эпӗ — кӗл, акӑ эпӗ Патшама каламах тесе шутларӑм: 28. тен, тӳрӗ ҫынсене шутланӑ чухне аллӑ пулмашкӑн пилӗк ҫын ҫитмӗ, пилӗк ҫын ҫитменшӗн Эсӗ пӗтӗм хулана пӗтерӗн-и вара? тенӗ.
Пулт 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ҫӳлхуҫа каланӑ: Содом хулинче Эпӗ тӳрӗ ҫын аллӑ тупас пулсассӑн, Эпӗ вӗсемшӗн [пӗтӗм хулана тата] ҫак пӗтӗм вырӑна хӗрхенӗп, тенӗ.
Пулт 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Авраам ҫывӑхарах пынӑ та каланӑ: Эсӗ тӳрӗ ҫынна та усал ҫынсемпе пӗрле пӗтерӗн-им вара, [тӳрӗ ҫынна та усал ҫынна мӗн пулниех пулӗ-ши вара]?
Пулт 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫӳлхуҫа татах каланӑ: Содомпа Гоморрӑра — йӗрекен сасӑ, хӑрушӑ сасӑ, вӗсенӗн ҫылӑхӗ питех те йывӑр ҫылӑх; 21. анам та пӑхам: Ман патӑма ҫитекен сасӑ — вӗсене тарӑхса йӗни — тӗрӗсех-и, вӗсем чӑнах та ҫавӑн пек тӑваҫҫӗ-и, ҫук-и? пӗлем, тенӗ.
Пулт 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫӳлхуҫа каланӑ: Хам мӗн тӑвас тенине [Хамӑн чурамран] Авраамран пытарӑп-ши вара?17. И сказал Господь: утаю ли Я от Авраама [раба Моего], что хочу делать!
Пулт 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Анчах Турӑ [ӑна] каланӑ: ҫук, эсӗ култӑн, тенӗ.
Пулт 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫӳлхуҫа Авраама каланӑ: мӗншӗн-ха Сарра [хӑй ӑшӗнче]: «чӑнах та, ватӑлса ҫитсен те ҫуратӑп-ши?» тесе, кулса илчӗ?
Пулт 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.