Поиск
Шырав ĕçĕ:
9. Вара Авимелех Исаака чӗнтерсе илсе каланӑ: акӑ ку санӑн арӑму-ҫке; епле-ха эсӗ: вӑл манӑн йӑмӑк пулать, терӗн? тенӗ.9. И призвал Авимелех Исаака и сказал: вот, это жена твоя; как же ты сказал: она сестра моя?
Пулт 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫӳлхуҫа ӑна курӑнса каланӑ: Египета ан кай; Эпӗ сана кӑтартас ҫӗрте пурӑн, 3. ҫак ҫӗр тӑрӑх ҫӳре, Эпӗ санпа пӗрле пулӑп, сана пиллӗп, ҫак ҫӗрсене пӗтӗмпех сана тата санӑн йӑхна парӑп, Авраама, санӑн аҫуна, [Хам] тупа туса каланине вырӑна килтерӗп; 4-5. Авраам [санӑн аҫу] Манӑн сӑмахӑма итленӗшӗн, Эпӗ мӗн тума каланине тунӑшӑн — Эпӗ хушнине, Манӑн йӗркесене, Манӑн саккунсене туса тӑнӑшӑн — санӑн йӑхна тӳпери ҫӑлтӑр пек йышлӑ тӑвӑп, ҫак ҫӗрсене пурне те санӑн йӑхна парӑп; ҫӗр ҫинчи пур халӑх та санӑн вӑрлӑху урлӑ пиллӗхлӗ пулӗ, тенӗ.
Пулт 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Иаков [ӑна] каланӑ: тупа ту халех, тенӗ.
Пулт 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Анчах Иаков [Исава] каланӑ: малтан мана хӑвӑн аслӑлӑхна сут, тенӗ.31. Но Иаков сказал [Исаву]: продай мне теперь же свое первородство.
Пулт 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Исав Иакова каланӑ: эсӗ мана хӗрлине, ҫак хӗрлине ҫиме пар-ха, эпӗ ӗшенсе килтӗм, тенӗ.30. И сказал Исав Иакову: дай мне поесть красного, красного этого, ибо я устал.
Пулт 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫӳлхуҫа ӑна каланӑ: санӑн ӑшунта икӗ ӑру; санӑн варунтан икӗ тӗрлӗ халӑх тухӗ: пӗр халӑхӗ тепринчен вӑйлӑрах пулӗ, асли кӗҫӗннине пӑхӑнса тӑрӗ, тенӗ.
Пулт 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
65. Вӑл чурана каланӑ: хир тӑрӑх пире хирӗҫ килекен ҫын кам вӑл? тенӗ.65. И сказала рабу: кто этот человек, который идет по полю навстречу нам?
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
60. Ревеккӑна пиллесе каланӑ: эй йӑмӑкӑмӑр! санран пин хутчен пин ҫын ҫуралтӑр, санӑн тӑхӑму хӑйӗн тӑшманӗсен ҫуртне-йӗрне ярса илтӗр! тенӗ.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
58. Ӗнтӗ Ревеккӑна чӗнсе кӗртнӗ те ӑна каланӑ: ҫак ҫынпа пӗрле кайӑн-и? тенӗ.58. И призвали Ревекку и сказали ей: пойдешь ли с этим человеком?
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
56. Вӑл вӗсене каланӑ: чарса ан тӑрӑр-ха мана, Ҫӳлхуҫа манӑн ҫула ӑнӑҫлӑ турӗ; мана ярӑр ӗнтӗ, эпӗ хамӑн хуҫам патне каям, тенӗ.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
55. Анчах хӗрӗн пиччӗшӗпе амӑшӗ каланӑ: хӗрӗмӗр пирӗнпе пӗрле вунӑ кун та пулин пурӑнтӑр-ха, вара кайӑн, тенӗ.55. Но брат ее и мать ее сказали: пусть побудет с нами девица дней хотя десять, потом пойдешь.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
50. Лаванпа Вафуил ӑна хуравласа каланӑ: ку ӗҫ Ҫӳлхуҫа Турӑран килнӗ; эпир сана хирӗҫ усал та, ырӑ та калаймастпӑр; 51. акӑ Ревекка сан умӑнта; ил те кай [ӑна]; Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, вӑл санӑн хуҫу ывӑлӗн арӑмӗ пултӑр, тенӗ.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Вӑл ҫапла каланӑ: эпӗ — Авраам чури; 35. Ҫӳлхуҫа Турӑ манӑн хуҫама питех те пиллерӗ, вӑл асла тухрӗ: Ҫӳлхуҫа ӑна сурӑхсемпе вӑкӑрсем, кӗмӗлпе ылтӑн, ар чурасемпе хӗрарӑм чурасем, тӗвесемпе ашаксем пачӗ; 36. Сарра, манӑн хуҫамӑн арӑмӗ, ватӑлса ҫитсессӗн манӑн хуҫама [пӗр] ывӑл ҫуратса пачӗ, хуҫамӑм хӑйӗн мӗн пуррине пӗтӗмпех ывӑлне пачӗ; 37. хуҫамӑм мана тупа тутарса каларӗ: манӑн ывӑлӑм валли арӑм хам пурӑнакан ҫӗрти ханаансен хӗрне ан ил, 38. манӑн аттем килне, манӑн тӑванӑмсем патне кай, манӑн ывӑлӑм валли арӑм [ҫавӑнтан] илӗн, терӗ.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Вӑл, йӑмӑкӗн хӑлха алкине, аллисене тӑхӑннӑ сулӑсене курсассӑн, Ревекка, хӑйӗн йӑмӑкӗ, мӗн каланине: ҫак ҫын манпала ҫапла калаҫрӗ тенӗ сӑмахсене илтсессӗн, ҫав ҫын патне пынӑ — акӑ вӑл тӗвисем патӗнче ҫӑл умӗнче тӑрать; 31. Лаван [ӑна] каланӑ: Ҫӳлхуҫа пилленӗскер, кӗрсем ман патӑма! мӗншӗн тулта тӑратӑн? эпӗ пӳрт те, тӗвӳсем валли вырӑн та хатӗрлесе хутӑм, тенӗ.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Вара ҫак ҫын тайӑлса илнӗ, унтан ҫӗре ӳксе Ҫӳлхуҫана пуҫҫапнӑ та 27. каланӑ: Авраам хуҫамӑн Ҫӳлхуҫа Турри мухтавлӑ, Вӑл манӑн хуҫама Хӑйӗн ырӑлӑхӗнчен, Хӑйӗн тӳрӗлӗхӗнчен татса хӑвармарӗ!
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ӑна татах каланӑ: пирӗн улӑм та, выльӑх апачӗ те нумай; ҫӗр каҫма та вырӑн пур, тенӗ.25. И еще сказала ему: у нас много соломы и корму, и есть место для ночлега.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Хӗр ӑна каланӑ: эпӗ Вафуил хӗрӗ, Милка Нахора ҫуратса панӑ ывӑлӗн хӗрӗ, тенӗ.24. Она сказала ему: я дочь Вафуила, сына Милки, которого она родила Нахору.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Тӗвисем ӗҫсе тӑрансассӑн, ҫав ҫын хӗре ҫур сикль таякан ылтӑн алка тата аллисене тӑхӑнмашкӑн вунӑ сикль таякан икӗ ылтӑн сулӑ кӑларса панӑ; 23. [вара унран ыйтса] каланӑ: кала-ха мана, эсӗ кам хӗрӗ? санӑн аҫу килӗнче пире ҫӗр каҫма вырӑн пулмӗ-ши? тенӗ.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ӑна ӗҫтерсе тӑрантарсассӑн каланӑ: эпӗ санӑн тӗвӳсем валли те шыв ӑсса [пурте] ӗҫсе тӑраничченех шӑварӑп, тенӗ.19. И, когда напоила его, сказала: я стану черпать и для верблюдов твоих, пока не напьются [все].
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Чура ӑна хирӗҫ чупса пырса каланӑ: кӑкшӑмунтан мана кӑштах шыв ӗҫтерсемччӗ, тенӗ.17. И побежал раб навстречу ей и сказал: дай мне испить немного воды из кувшина твоего.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.