Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сирӗн (тĕпĕ: эсир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Нервӑсем те сирӗн

— Нервы у вас…

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ак ҫак проспектпа, ҫак урамсем тӑрӑх кӗлмӗҫ ҫынсемпе салтаксем шӑратнӑ тӑхлан юхӑмӗ евӗр капланса иртнӗ чух сирӗн мӗнлерех сӑн-пит пулнӑ-ши?

Как выглядели вы, когда чернь и солдатня расплавленной рудой текли вот по этому проспекту, по улицам?

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

 — Хам енчен эпӗ сире ҫакна шантаратӑп: сирӗн йышши офицерсене эпир пахалатпӑр.

— Со своей стороны могу заверить, что мы ценим офицеров таких, как вы.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӗсем пӗр сирӗн ята илтнипех урса каяҫҫӗ.

Ваше имя для них одиозно.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сирӗн казаксенчен, — ирӗксӗртереххӗн хуравларӗ лешӗ, ун ҫине ҫаврӑнса пӑхса.

Из ваших казаков, — повернул голову тот, ответил нехотя.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Евгений Николаевич отпуска таврӑннӑ тенине илтрӗм те ятарласах сирӗн пата килсе калаҫма шутларӑм.

Я, услыша, что Евгений Николаевич приехал в отпуск, решил съездить сюда к вам.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сирӗн хуторта мӗн калаҫаҫҫӗ?

— Как у вас на хуторе?

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Малашне сирӗн ывӑлӑрсене пӑлхава ҫӗкленнӗ рабочисене саламатсемпе лӑплантарма ямӗҫ.

Теперь ваших сынов не пошлют усмирять плетями рабочих.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Мӗнле пулсан та, сирӗн ырлӑх-пурлӑхӑр тусан пек вӗҫсе саланнине курса тӑма савӑнӑҫлӑрахчӗ.

Все же, знаете, приятно будет видеть, как все пойдет прахом.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сирӗн мулӑр-пурлӑхӑрсене тустарнине, сире ӑшӑ йӑваран шуйхатса хӳтернине курайманнишӗн кулянатӑп.

Обидно, что не придется поглядеть, как распотрошат ваши капиталы и вас вспугнут из теплого гнездышка.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Ну, сирӗн савӑнӑҫшӑн пултӑр!

— С радостью вас.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сирӗн чӑх-кӑрккасенне халь Тӗксене вӗҫтерӗпӗр…

Как курей, ваших индюшек Перведем всех до пера…

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сирӗн чӑх-кӑрккасенне халь Тӗксене вӗҫтерӗпӗр, Эсир савнӑ пикесене Тыткӑна лектерӗпӗр.

Как курей, ваших индюшек, Перведем всех до пера, А детей ваших, марушек Заберем всех во плена.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫапӑҫӑва кӗмелле пултӑр кӑна — тӳрех сирӗн кивӗ сурансем уҫӑлаҫҫӗ.

Как только в бой, так у вас открываются старые раны.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сирӗн сылтӑм флангра иккӗмӗш батальонӑн икӗ роти тата гренадерсен 3-мӗш дивизине кӗрекен Фанагори полкӗн тепӗр батальонӗ пулать.

На правом фланге у вас будут две роты второго батальона и батальон Фанагорийского полка 3-й гренадерской дивизии.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Апла пулсан сирӗн ним уйӑрмалли те ҫук.

Делить вам нечего.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сире пурне те ӗҫ тӑванлатса тӑрать, сирӗн аллӑрсем йывӑр ӗҫсенче юнӑхса хытнӑ, ҫав юнлӑ йӗрсем халӗ те тӳрленсе ҫитмен-ха.

Вы — братья по труду, на руках ваших еще не зажили следы кровавых мозолей труда.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сирӗн тӑшман вӑл — хӑвӑр пекех улталаннӑ Австрипе нимӗҫ салтакӗсем мар, сирӗн тӑшман — хӑвӑр патшӑр, хӑвӑр промышленниксемпе улпутсем.

Враг ваш не австрийский и немецкий солдат, такой же обманутый, как и вы, а собственный царь, собственный промышленник и помещик.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Епле ҫыхӑнтарас пулать ҫакна сирӗн шухӑшӑрсемпе?

Как это совместить с вашими воззрениями?

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Калӑпӑр, эсир монархие сирпӗтсе антаратӑр та… сирӗн шутӑрпа ун чух мӗнле правлени пулмалла?

Ну, свергнете вы монархию… какое же, по-вашему, должно быть правление?

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней