Поиск
Шырав ĕçĕ:
6. Рахиль каланӑ: Турӑ мана тӳрре кӑларчӗ, манӑн сассӑма илтрӗ, мана ывӑл пачӗ, тенӗ.6. И сказала Рахиль: судил мне Бог, и услышал голос мой, и дал мне сына.
Пулт 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Рахиль каланӑ: акӑ манӑн Валла тарҫӑм; эсӗ ун патне кӗр; вӑл манӑн аркӑм ҫине ҫуратса патӑр, ун урлӑ эпӗ те ачаллӑ пулам, тенӗ.
Пулт 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Татах та йывӑр ҫын пулса ывӑл ҫуратнӑ та каланӑ: халӗ ӗнтӗ эпӗ Ҫӳлхуҫамӑра мухтӑп, тенӗ.35. И еще зачала и родила сына, и сказала: теперь-то я восхвалю Господа.
Пулт 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Татах йывӑр ҫын пулса ывӑл ҫуратнӑ та каланӑ: халӗ ӗнтӗ упӑшкам ман ҫума ҫыпҫӑнӗ, эпӗ ӑна виҫӗ ывӑл ҫуратса патӑм, тенӗ.
Пулт 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. [Лия] каллех йывӑр ҫын пулса [Иакова иккӗмӗш] ывӑл ҫуратса панӑ та каланӑ: мана юратманнине Ҫӳлхуҫамӑр илтрӗ, ҫавӑнпа мана кӑна та пачӗ, тенӗ.
Пулт 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Лия, йывӑр ҫын пулса, [Иакова] ывӑл ача ҫуратса панӑ, ӑна Рувим ятлӑ хунӑ, мӗншӗн тесессӗн Лия каланӑ: манӑн хурлӑхӑм ҫине Ҫӳлхуҫамӑр хӗрхенсе пӑхрӗ те [мана ывӑл ача пачӗ], халӗ ӗнтӗ мана упӑшкам юратӗ, тенӗ.
Пулт 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Лаван каланӑ: пирӗн енче апла тумаҫҫӗ: кӗҫӗннине аслинчен малтан качча памаҫҫӗ; 27. ӗнтӗ ҫакӑн эрнине вӗҫле те, вара сана теприне те парӑпӑр, уншӑн эсӗ ман патӑмра тата ҫичӗ ҫул ӗҫлесе тӑрӑн, тенӗ.
Пулт 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Иаков] Лавана каланӑ: эсӗ капла мана мӗн турӑн? эпӗ сан патӑнта Рахильшӗн ӗҫлемерӗм-и вара? мӗншӗн эсӗ мана улталарӑн? тенӗ.
Пулт 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Вара Иаков Лавана каланӑ: манӑн арӑмӑма пар, манӑн ун патне кӗме вӑхӑт ҫитрӗ ӗнтӗ, тенӗ.21. И сказал Иаков Лавану: дай жену мою, потому что мне уже исполнилось время, чтобы войти к ней.
Пулт 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Лаван [ӑна] каланӑ: кама та пулин урӑххине париччен манӑн ӑна сана парсассӑн авантарах пулӗ; ман патӑмра пурӑн, тенӗ.19. Лаван сказал [ему]: лучше отдать мне ее за тебя, нежели отдать ее за другого кого; живи у меня.
Пулт 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Лаван Иакова каланӑ: манӑн тӑванӑм тесе эсӗ маншӑн ахалех ӗҫлесе тӑрӑн-и? кала мана, сана мӗн тӳлес? тенӗ.
Пулт 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вӗсем каланӑ: мӗнпур кӗтӳ пуҫтарӑнса ҫитмесӗр, пусӑ ҫӑварӗнчи чула йӑвантарса ямасӑр каяймастпӑр; сурӑхсене эпир ҫавӑн чухне шӑваратпӑр, тенӗ.
Пулт 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. [Иаков] каланӑ: акӑ каҫ пуласси часах мар-ха; выльӑхсене пухма вӑхӑт ҫитмен-ха; сурӑхӑрсене шӑварӑр та кайӑр, кӗтсе ҫӳрӗр, тенӗ.7. И сказал [Иаков]: вот, дня еще много; не время собирать скот; напойте овец и пойдите, пасите.
Пулт 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӑл вӗсене татах каланӑ: вӑл сывӑ пурӑнать-и? тенӗ.
Пулт 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӑл вӗсене каланӑ: эсир Лавана, Нахор ывӑлне, пӗлетӗр-и? тенӗ.
Пулт 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Иаков тупа туса каланӑ: эхер те [Ҫӳлхуҫа] Турӑ манпала пӗрле пулса эпӗ каякан ҫул ҫинче мана сыхӑ усрасассӑн, ҫиме — ҫӑкӑр, тӑхӑнма тумтир парсассӑн, 21. эпӗ аттемӗн килне тӑнӑҫлӑн таврӑнас пулсассӑн, Ҫӳлхуҫа манӑн Туррӑм пулас пулсассӑн, 22. ҫак хам лартнӑ чул, асӑнмалӑх лартнӑскер, [маншӑн] Турӑ ҫурчӗ пулӗ; эй Турӑ, Эсӗ мана мӗн парса тӑнинчен вуннӑмӗш пайне эпӗ Сана парӑп, тенӗ.
Пулт 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вӑл хӑраса ӳкнӗ те каланӑ: ку вырӑн епле хӑрушӑ! ку ахаль вырӑн мар, ку Турӑ ҫурчӗ, ку тӳпе хапхи, тенӗ.17. И убоялся и сказал: как страшно сие место! это не иное что, как дом Божий, это врата небесные.
Пулт 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Исаак Иакова чӗнсе илнӗ те ӑна пилленӗ, ӑна ӳкӗтлесе каланӑ: хӑв валли арӑм ханаансен хӗрне ан ил; 2. тӑр та Месопотамие Вафуилӑн, аннӳ ашшӗн, килне кай, хӑв валли арӑм ҫавӑнтан — Лаванӑн, аннӳ пиччӗшӗн, хӗрӗсенчен пӗрне ил; 3. Пурне те Пултаракан Турӑ сана пиллетӗр, сана ӗрчеттӗр, сана йышлӑ тутӑр, санран темӗн чухлӗ халӑх тухтӑр; 4. сана та, санпа пӗрле санӑн тӑхӑмна та Авраамӑн [манӑн аттемӗн] пиллӗхне патӑр, санӑн хӑв ҫӳресе тухнӑ ҫӗре — Турӑ Авраама панӑ ҫӗре — илмелле пултӑр! тенӗ.
Пулт 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
46. Исаака вара Ревекка ҫапла каланӑ: хетсен хӗрӗсем пирки манӑн пурӑнассӑм та килмест; Иаков хетсен хӗрне качча илес пулсассӑн, ҫаксем евӗрлине, ҫак ҫӗрти хӗрсем евӗрлине илес пулсассӑн, мана пурӑнӑҫ мӗне кирлӗ? тенӗ.
Пулт 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Аслӑ ывӑлӗ Исав каланӑ сӑмахсене Ревеккӑна каласа панӑ; вӑл хӑйӗн кӗҫӗн ывӑлне Иакова чӗнтерсе илнӗ те ӑна каланӑ: акӑ Исав пиччӳ сана вӗлерме хӑмсарать; 43. халӗ ӗнтӗ, ывӑлӑм, манӑн сӑмахӑма итле, тӑр та [Месопотамие] манӑн Лаван пиччем патне, Харрана, тар; 44. пиччӳн хаярлӑхӗ ҫаврӑниччен, 45. пиччӳн сана ҫилленнӗ ҫилли пусӑрӑниччен пӗр вӑхӑт ун патӗнче пурӑн; каярах вӑл эсӗ хӑйне мӗн тунине манӗ; эпӗ вара ҫын ярса сана унтан илсе килтерӗп; мӗншӗн манӑн пӗр кунрах сире иксӗре те ҫухатас-ха? тенӗ.
Пулт 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.