Поиск
Шырав ĕçĕ:
16. Кайран, вӑхӑт иртнӗҫемӗн, ҫирӗпленсе ҫитнӗ ҫак ирсӗр йӑлана саккун пекех уянӑ.16. Потом утвердившийся временем этот нечестивый обычай соблюдаем был, как закон,
Ӑсл 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ӗнтӗ Хӑвӑн ывӑлусен тӑшманӗсене, ҫын вӗлерекенсене ҫапла ҫемҫе кӑмӑллӑн, хӗрхенсе, усаллӑхран тасалма вӑхӑт парса, май парса айӑпларӑн пулсассӑн, 21. Эсӗ Хӑвӑн ывӑлусене епле тимлӗн сут турӑн!
Ӑсл 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫакӑн пек ӗҫсемпе Эсӗ Хӑвӑн халӑхна тӳрӗ ҫыннӑн ыттисене юратмалла тесе вӗрентрӗн, ҫылӑхӗсенчен ӳкӗнме вӑхӑт парса Хӑвӑн ывӑлусемшӗн ырӑ шанчӑк чӗртрӗн.
Ӑсл 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Кам та кам пысӑк ӑс пухас тесессӗн, ӑслӑлӑх тахҫан пулнине те пӗлет, пулассине те тавҫӑрать, сӑмах тӗшшине те, ытарлӑх тупсӑмне те пӗлет, хӑват паллисемпе кӗтретсене, ҫулсемпе вӑхӑт йӗрӗсене малтанах пӗлсе тӑрать.
Ӑсл 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Пурӑнӑҫ сӳнсессӗн ӳт каллех тӑпра пулӗ, пурӑнӑҫ чӗмӗ шӗвӗ сывлӑш пек саланӗ; 4. вӑхӑт иртнӗҫемӗн ятӑмӑрсем те манӑҫа тухӗҫ, ӗҫӗмӗрсене те никам та аса илмӗ; пурӑнӑҫӑмӑр пӗлӗт йӗрӗ пек иртсе кайӗ, хӗвел шевлисем сапаланӑ, унӑн ӑшшипе тумла пулнӑ тӗтре пек ҫухалӗ.
Ӑсл 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
126. Ҫӳлхуҫанӑн пикенме вӑхӑт ӗнтӗ: Санӑн саккунна пӑсса пӗтерчӗҫ.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Уйӑха Вӑл вӑхӑт кӑтартмашкӑн пултарнӑ, хӗвел те хӑй анӑҫне пӗлет.19. Он сотворил луну для указания времен, солнце знает свой запад.
Пс 103 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Этеме ҫӗр ҫинче шутлӑ вӑхӑт паман-и, унӑн кунӗсем тара кӗрӗшнӗ ҫыннӑн кунӗсемпе пӗрех мар-и?1. Не определено ли человеку время на земле, и дни его не то же ли, что дни наемника?
Иов 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Вуниккӗмӗш уйӑхӑн, урӑхла каласан адар уйӑхӗн, вунвиҫҫӗмӗш кунӗнче, — патша хушӑвне пурӑнӑҫлама вӑхӑт ҫитнӗ кун, иудейсене тӑшманӗсем пӑхӑнтарма шутласа хунӑ кун, — пачах урӑхла пулса тухнӑ, иудейсем хӑйсем ҫӗнтернӗ, пӗтӗм тӑшманне парӑнтарнӑ.
Эсф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Пурте, — ватти те, вӗтти те, — тухса кайсан, ҫывӑрмалли пӳлӗмре Иудифь пӗр хӑй ҫеҫ тӑрса юлсан, вӑл Олоферн вырӑнӗ патне пынӑ та хӑй ӑшӗнче пӗтӗм чун-чӗринчен тилмӗрсе каланӑ: эй Ҫӳлхуҫа, пур вӑй-хӑватӑн Турри! ман аллӑм Иерусалима ҫӗклемешкӗн тӑвакан ӗҫ ҫине пӑхсамччӗ ҫак сехетре, 5. мӗншӗн тесессӗн халӗ Санӑн еткерне хӳтӗлеме, хам шутласа хунине пурӑнӑҫлама, пире хирӗҫ тӑнӑ тӑшмансене пӗтермелли вӑхӑт ҫитрӗ, тенӗ.
Иудифь 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Вӑхӑт нумая кайсан, Олоферн чурисем унтан тухса кайма васканӑ, Вагой вара, хӑйӗн хуҫи умӗнче тӑракансене кӑларса ярсан, чатӑра тул енчен питӗрсе хӑварнӑ та, лешӗсем ӗнтӗ, чылая тӑсӑлнӑ ӗҫкӗ-ҫикӗрен ӗшенсе ҫитнӗскерсем, ҫывӑрма саланнӑ.
Иудифь 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Кайран вӑл Дамаск айлӑмне аннӑ, ун чухне шӑпах тулӑ вырнӑ вӑхӑт пулнӑ, вӑл тырпул уйӗсене вут тивертсе ҫунтарса янӑ, сурӑх кӗтӗвӗсемпе вӑкӑр кӗтӗвӗсене пӗтернӗ, хулисене ҫаратнӑ, хирӗсене пуш-пушӑ тӑратса хӑварнӑ, пӗтӗм яша хӗҫпе вӗлерсе тухнӑ.
Иудифь 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑхӑт ҫитсен, вӗсем тыткӑнран таврӑнӗҫ, Иерусалима питӗ чаплӑ туса лартӗҫ; Турӑ Ҫуртне ҫӗнӗрен, ӗмӗрлӗхе, туса лартӗҫ — пророксем каланӑ пек, чаплӑран та чаплӑ Ҫурт пулӗ вӑл.
Тов 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Санаваллат, Товия, Арави ҫынни Гешем тата пирӗн ытти тӑшмансем эпӗ пӗтӗм хӳмене юсаса тухни ҫинчен, унта ӗнтӗ нимӗнле шӑтӑк-ҫурӑк та юлманни ҫинчен илтнӗ те, — пӗр тесен, ҫав вӑхӑт тӗлне эпӗ хапха алӑкӗсене ҫакса пӗтерейменччӗ-ха, — 2. Санаваллатпа Гешем ман патӑма: кил, Оно тӳремлӗхӗнчи пӗр-пӗр ялта тӗл пулӑпӑр, тесе калама ҫын ячӗҫ.
Неем 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Нумай вӑхӑт хушши Израиль чӑн Турӑсӑр, вӗрентсе тӑракан священниксӑр, саккунсӑр пулӗ; 4. анчах та вӑл, аптӑраса ҫитсе, Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри енне ҫаврӑнсассӑн, Ӑна шырама тытӑнсассӑн, Турӑ Хӑйне тупма парӗ.
2 Ҫулс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫавӑн чухне Одед ывӑлӗ Азария ҫине Турӑ Сывлӑшӗ аннӑ, 2. Азария вара Асана хирӗҫ тухса кӗтсе илнӗ те каланӑ ӑна: итлӗр мана, Аса, пӗтӗм Иудӑпа Вениамин, эсир Ҫӳлхуҫапа чухне — Вӑл сирӗнпе; Ӑна шыратӑр пулсассӑн, Вӑл тупӑнӗ сирӗншӗн; эхер те Ӑна пӑрахрӑр пулсассӑн, Вӑл сире пӑрахӗ.
2 Ҫулс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫулталӑкран, патшасем вӑрҫӑ хускатас вӑхӑт ҫитсессӗн, Иоав ҫара ертсе тухнӑ та аммонсен ҫӗрне тустарма тытӑннӑ, унтан Равва хулине хупӑрласа илнӗ.
1 Ҫулс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Исаия вара Езекияна каланӑ: халӗ Ҫӳлхуҫа сӑмахне итле: 17. акӑ вӑхӑт ҫитӗ те ҫуртунта мӗн пуррине, аҫусем паянхи кунччен мӗн пухнине-пуҫтарнине йӑлтах Вавилона илсе кайӗҫ; нимӗн те юлмӗ.
4 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ирхине, тырӑ-пулӑ парни кӳме вӑхӑт ҫитсессӗн, Эдом енчен сасартӑках шыв капланса килме пуҫланӑ, ҫӗре шыв тулнӑ.
4 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Иезавель ӗнтӗ Илия патне ятарласа ҫын янӑ, ӑна ҫапла калама хушнӑ: [эхер те эсӗ Илия пулсан, эпӗ вара Иезавель пулсан,] эхер те эпӗ ыран ҫак вӑхӑт тӗлне, эсӗ ман пророксен чунне илнӗ пек, сан чунна илейместӗп пулсан, туррӑмсем мана ҫавна-ҫавна туччӑр, унтан ытларах та туччӑр, тенӗ.
3 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.