Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

урӑхла сăмах пирĕн базăра пур.
урӑхла (тĕпĕ: урӑхла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мана вӑл хӑйӗн ҫӗршывӗпе унӑн ҫыннисем ҫинчен хамӑн шухӑшсене уҫҫӑнах каласа парас тӗлӗшпе эпӗ вӗсем патӗнче сахал пурӑнни ҫинчен, кашни халӑхӑн пурнӑҫ йӗркисемпе йӑлисем урӑхла пулни ҫинчен асӑрхаттарчӗ те, калаҫӑва урӑх япала ҫине куҫарчӗ.

Он ограничился замечанием, что я провел здесь слишком мало времени, чтобы составить правильное суждение о стране и ее жителях, и что у всякого народа свои нравы и обычаи, и перевел разговор на другую тему.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Пачах та урӑхла, эпӗ ҫӗре вӗсем пек начар ӗҫлесе хатӗрленине, ҫурт-йӗрсене вӗсем пек япӑх лартнине, вӗсем пек кӗлмӗҫле пурӑнса ҫӗтӗк-ҫурӑк тумтирсем тӑхӑннине ниҫта та курман-ха.

Напротив, мне никогда не приходилось видеть полей, хуже возделанных, домов, хуже построенных, и людей с такими изможденными лицами и в таких нищенских лохмотьях.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Асӑннӑ ҫӗр шӑтӑкӗ форми тӗлӗшпе купол евӗрлӗ шутланать, ҫавӑнпа ӑна Фландона Гагноле теҫҫӗ, урӑхла каласан вӑл Астрономсен шӑтӑкӗ тени пулать.

Пещера имеет форму купола и называется поэтому Фландона Гагноле, или Астрономической пещерой.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Хӑйне хушнӑ ӗҫе ҫӗвӗҫ Европӑри ҫӗвӗҫсем лек мар, вуҫех урӑхла виҫсе тухрӗ.

Выполняя это поручение, мастер действовал совсем иначе, чем его европейские собратья.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Сасартӑк хӗвел тӗттӗмленчӗ, анчах вӑл капланса килекен пӗлӗт хупӑрланӑ чухнехи пек мар, урӑхла тӗттӗмленчӗ.

Вдруг разом потемнело, но совсем не так, как бывает, когда на солнце набежит облако.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Пачах урӑхла!

Наоборот!

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Унӑн кӗҫӗр ыйхи те килмест, пачах урӑхла, Альфредпа пӗрле крыльца ҫинче ирчченех ларма хатӗр вӑл.

И ей решительно не хотелось идти спать, а, наоборот, хотелось сидеть всю ночь на крылечке с Альфредом.

Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Пачах урӑхла.

Помоги переводом

Анчах хура элчел урӑхла пӳрчӗ те, — вулакан ӑна часах хӑех пӗлӗ, — арӑм та мана тӑван ҫӗршывра тытса чарма пултараймарӗ.

Однако же злая судьба распорядилась иначе, и — как читатель скоро узнает — даже жена не могла удержать меня на родине.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Пачах урӑхла, ман тӑван ҫӗршыври чи пысӑк ҫынсем те хӑйсен ӑсӗ аталаннипе ыттисенчен каярах.

Напротив, в нашей стране самые высокие люди очень часто уступают другим по своему умственному развитию.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Пӗр-пӗринпе нумайччен тавлашнӑ хыҫҫӑн вӗсем пурте пӗр кӑмӑлпа мана рельплюм сколькатс тӗсе йышӑнчӗҫ; вӑл «ҫутҫанталӑк вӑййи» тени пулать, урӑхла, ҫутҫанталӑк законран пӑрӑнса тунӑскер тени пулать.

После долгих споров они пришли к единодушному заключению, что я не что иное, как рельплюм сколькатс, что в буквальном переводе означает lusus naturae (игра природы).

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Анчах шӑп ҫав вӑхӑтра ун патне король адьютанчӗ (урӑхла каласан ӑна слардрал теҫҫӗ) пычӗ те ҫав самантрах мана король ҫуртне король майрипе ун ҫумӗнчи дамӑсене йӑпатма илсе пыма хушрӗ.

Но как раз в это время к нему явился слардрал, или королевский адъютант, с требованием немедленно доставить меня во дворец для развлечения королевы и придворных дам.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Пирӗн килтен вӑл хулана ҫур сехетре ҫитме пулатчӗ, урӑхла каласан, унта ҫитме ҫирӗм икӗ миля яхӑнччӗ.

От нашего дома до этого города было полчаса езды, то-есть около двадцати двух миль.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Пачах урӑхла, ман вӗсем ҫинчен тӗрӗссине каламалла: вӑл пит илемлӗ раса халӑхӗ.

Напротив, я должен отдать им справедливость: это очень красивая раса.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Винтовкисене хулпуҫҫи патне ҫӗкленӗ те, пӗрре сулахаялла, тепре сылтӑмалла ҫаврӑнаҫҫӗ, урӑхла каласан, салтак ӗҫне тӑваҫҫӗ.

Они подымали винтовки к плечу, поворачивались то направо, то налево — короче, делали всё, что обычно делают солдаты.

Вырсарникун, июлӗн саккӑрмӗшӗнче, Эмиль... // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

— Кунтан ҫӑлӑнса тухма урӑхла мел те пур пулӗ-ха.

— Найду и другой способ отсюда выбраться.

Вырсарникун, июнӗн вуннӑмӗшӗ, Эмиль Идӑна флагшток ҫине ҫӗкленӗ кун // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

— Мӗскер эсир, хаклӑ ҫыннӑм, пачах урӑхла, эсир пӗр крона выляса илтӗр.

— Что вы, милейший, наоборот, вы выиграли крону.

Ытларикун, майӑн 22-мӗшӗ. Эмиль яшка савӑтне пуҫа тӑхӑнни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Анчах паян пӗтӗмпех урӑхла.

Но сегодня всё было по-другому.

Ытларикун, майӑн 22-мӗшӗ. Эмиль яшка савӑтне пуҫа тӑхӑнни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Пачах урӑхла: эпӗ вӑл приговора (тен, йӑнӑшӑп та пулӗ) йӑваш тесе мар, хаяр тесе шутларӑм.

Например, я (хотя, быть может, и несправедливо) считал его скорее суровым, чем мягким.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ унта тытӑм йӗркисем пирӗн Европӑринчен пачах урӑхла пулӗ тесе шутланӑччӗ.

Мне казалось, что в ней господствуют совсем иные приемы управления, чем те, которые преобладают в Европе.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Страницы:

Сайт:

Статистика

...подробней