Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пынӑ (тĕпĕ: пыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗмрене вырнаҫтарса хучӗ те, уххине ҫӳле ҫӗклесе, утне сиккипе чуптарса пынӑ ҫӗртех, персе ячӗ.

Помоги переводом

Килтеш ялӗнче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӗршер-ҫӗршер чӑваш ҫынни Стенькке утаман патне васканӑ, вӗсене пурне те Пайтул ятлӑ улӑп пек паттӑр ертсе пынӑ.

Помоги переводом

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Пӑшал переҫҫӗ! — терӗ вӑл хӑй патне сиктерсе пынӑ Укаслӑва.

Помоги переводом

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗрарӑмсем, ун куҫ умне пулас мар тесе, хирӗҫ пынӑ чухне пӗр-пӗр киле пӑрӑнса кӗретчӗҫ.

Помоги переводом

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Аванкайпа пӗрле пынӑ ҫамрӑксем унталла-кунталла пӑхрӗҫ те тӗлӗннипе эйлетсех ячӗҫ.

Помоги переводом

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Арӑмӗ ача ҫуратнӑ, улпут вара ун патне хӑй йыттин ҫурине илсе пынӑ та ӗмӗртме хушнӑ.

Помоги переводом

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вара хайскерсем Мускав патши патне пынӑ та хӑйсене пулӑшма ыйтнӑ.

Помоги переводом

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Салтаксемпе куштан ачисем ӑна хыҫҫӑнах хӑваласа пынӑ.

Помоги переводом

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл улпут пусмӑрне чӑтаймасӑр ялӗнчен тухса тарнӑ та Пӑкачав патне вунӑ-вунпилӗк хресченпе пӗрле Хусан таврашӗнче пынӑ.

Помоги переводом

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ун хыҫҫӑн вара вӑл Киремет ҫӑки патне пычӗ те, кукленсе ларса, хӑй патне чупса пынӑ путекки енне аллине тӑсрӗ.

Помоги переводом

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах, пынӑ пыманах Шӑпӑр йӗрсе чарӑнчӗ: Мулентейӗ ярханах, Ҫапах пырӗ тӑвӑнчӗ.

Помоги переводом

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Хальхинче ҫапӑҫу 4 сехет пынӑ, ҫапах партизансем ҫӳллӗшне тӑшман аллине паман.

Помоги переводом

Партизан пулса фашистсемпе кӗрешнӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d0%bf%d0%b ... %bd%d3%97/

Кунӗпе пынӑ ҫапӑҫура И.Кокшинӑн роти парӑнман.

Помоги переводом

Партизан пулса фашистсемпе кӗрешнӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d0%bf%d0%b ... %bd%d3%97/

Ҫемье ҫӗр ӗҫӗпе пурӑннӑ, килти хуҫалӑха тытса пынӑ.

Помоги переводом

Партизан пулса фашистсемпе кӗрешнӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d0%bf%d0%b ... %bd%d3%97/

Пӗлтӗр пӗтӗм хирте ҫӗртме туса хӑвартӑмӑр», — терӗ «Луч» ЯХПК председателӗ А.В.Семенов хуҫалӑхра техника тӗрӗслевӗ пынӑ чухне.

Помоги переводом

Юсавлӑ техникӑпа хире тухма шанчӑклӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8e%d1%8 ... %bb%d3%91/

Ҫапла шухӑшларӑм ӑшра: «Ленинград патне ҫити чакнӑ пулсан та, эпир тискер тӑшмана ҫапса ҫӗмӗрес шанчӑка ҫухатман, вӑл шанчӑк пирӗн кашни атака, кашни ҫапӑҫу хыҫҫӑн ҫирӗпленсе пынӑ. Ҫак шанчӑк мана та тӑшманпа хаяррӑн кӗрешме вӑй-хал кӳретчӗ».

Помоги переводом

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Вӑрманпа пынӑ май уҫланкӑсем те тӗл пулаҫҫӗ, унта Кирук майра кӗпҫи, хурӑн кӗпҫи татса илет те сӗтеклӗскерсене киленсех ҫиет.

Помоги переводом

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ҫамрӑк ача вӑрманпа пынӑ чухне тапхӑр-тапхӑр тӑра-тӑра итлерӗ, нимӗҫсен разведки е дозорӗ тӗлне пуласран шиклене-шиклене утрӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Икҫӗр-виҫҫӗр метр вӑрманпа пынӑ хыҫҫӑн, шоссе ҫулӗ хӗрне тухрӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Правительство ҫуртӗнче кашни эрнере пулакан планеркӑна Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ертсе пынӑ, кун йӗркинчи тӗп ыйтусенчен пӗри – социаллӑ пӗлтерӗшлӗ апат-ҫимӗҫ таварӗсен хакӗсене шайлаштарса пырасси, пурнӑҫра кулленех кирлӗ таварсене сӑлтавсӑр ӳссе каяссинчен сыхӑ тӑрасси.

Помоги переводом

«Хаксене пӗр шайра тытас тесен, тӗрлӗ енлӗ условисем йӗркелесе пыма тӑрӑшмалла», – тесе каланӑ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/06/haks ... lovisem-jr

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней