Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

панӑ (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫут ҫанталӑк панӑ ырлӑх-пурлӑхпа ҫеҫ киленсе пурӑнмасть-ха ӗнтӗ этем, — тет Улюк.

Помоги переводом

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Ҫын ҫутҫанталӑк илемӗпе, вӑл панӑ ырлӑх-пурлӑхпа киленсе-хуҫаланса пурӑнать.

Помоги переводом

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Ун чухне, халь эсӗ пире тӑн панӑ пек, эпир вӗсене вӗрентме тытӑнӑпӑр.

Помоги переводом

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Ҫынна 280 ҫул пурӑнмалӑх сывлӑх, кун-ҫул панӑ теҫҫӗ.

Помоги переводом

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Вӑл кӗпе-тумтирӗпех шыва сикнӗ, пӗве тӗпӗнчен кӗҫ-вӗҫ чунӗ тухас ачана туртса кӑларнӑ, ҫыранта тивӗҫлӗ пулӑшу панӑ.

Помоги переводом

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Ачасем паян шкултан таврӑнсан киле панӑ ӗҫсене пурнӑҫланӑ, кил-ҫуртра аслисене пулӑшса шыв кӳнӗ, выльӑх-чӗрлӗх ай сарӑмне улӑштарнӑ хыҫҫӑн каллех вӑйӑ вырӑнне, Арман ҫырми хӗррине пуҫтарӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Ҫыру-ыйту ҫыртаракансем хӑйсене пулӑшнӑшӑн килтен килсе панӑ кучченеҫпе Пантее хӑналаҫҫӗ, хӑйсене тивӗҫекен 50 грамм ҫӑкӑр татӑкне параҫҫӗ.

Помоги переводом

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Каймалли тӑрӑха пуҫтарӑнма Пантее виҫӗ талӑк панӑ.

Помоги переводом

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

— Хӗрарӑмсем вӑрҫӑ ҫулӗсенче ҫуратнӑ, тӗнчене ҫӗнӗ чун панӑ, этем ӑруне тӑснӑ, аптраман.

Помоги переводом

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Васелиса Петрова редакцирен курьер ҫитерсе панӑ макета пӑхса тухрӗ-тӗпчерӗ.

Помоги переводом

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Хӑй панӑ сӑмаха: «Ҫамрӑксем хӑрушсӑрлӑх техники правилисене пӑхӑнса ӗҫлессине хам ҫине илетӗп», — тенине ҫӗре ӳкермерӗ.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Санпа сиксе тухнӑ чылай ыйтӑва аслисем татса панӑ, сана хӳтӗленӗ, ачашланӑ…

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Калаҫать, калаҫать, пӗрремӗш класс ачине ӑс панӑ пек вӗрентет, вӑхӑт иртет, ӗҫ малалла каймасть.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Кӑшт кӑвакрах тӗс панӑ шӑвӑҫ ҫине хура та хӗрлӗ сӑрӑпа илемлетсе ҫырнӑскерсем аякранах курӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Мӗнле материал панӑ, ҫавӑнпа пуҫтарнӑ, — кӳренсе пӗлтерчӗ платник.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ирина тачка сӑмсаллӑ, пур сварщикӗнни пекех тӑртаннӑ, кӑшт хӗрелерех панӑ куҫлӑ кӑмӑллӑ та сарлака сӑн-пите курчӗ.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ытти участоксем заказ панӑ ӗнтӗ».

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Кӑвак пурҫӑн кӗпине, аслӑ шкултан ӑнӑҫлӑ вӗренсе тухнӑ ятпа ашшӗпе амӑшӗ туянса панӑ ҫӳллӗ кӗлеллӗ сӑран пушмакне тӑхӑнчӗ, шурӑ тиртен ҫӗленӗ сумкине илчӗ.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Тата вӑл Владимир Левуковӗн «Авӑра кӗрсе юлнӑ шыв», Галина Зотован «Ылтӑн ту», Геннадий Васильевӑн «Ҫӗнелнӗ Шӑнкаспа Мӑштавӑш», Николай Ункайӑн «Юхать юханшыв», «Савнӑ ялӑм, тӑван ял», Михаил Прохоровӑн «Тусайсем», Енӗш Нӑрваш сали тӑрӑхӗ ҫинче хатӗрленӗ кӗнекесене редакцилесе пичете ҫул уҫса панӑ.

Помоги переводом

Осип Алексеев // Юлия Силэм. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 3–4 с.

2011 ҫулхи халӑх ҫыравӗ кӑтартса панӑ тӑрӑх 8619 ҫын пурӑнать.

Население 8619 жителей по переписи 2011 года.

Каламбака // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%BA%D0%B0

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней