Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

илнӗ (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аҫа ҫури ассӑн сывласа илнӗ, пӗр самант чӗнмен, ӑна арӑмӗ савӑнни кӑмӑлне кайнӑ пулас.

Отчим вздохнул, помолчал, видимо, ему было приятно восхищение жены.

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Амӑшӗн сассинчен Костя вӑл чӗтренине туйса илнӗ: Игнат Савельевич, йывӑррӑн сывласа, кӑмака хыҫӗнчи вырӑн ҫине тӑнӑ та шӑрпӑк тивертсе пӑхнӑ.

По голосу матери Костя понял, что она дрожит: Игнат Савельевич, тяжело дыша, поднялся на лежанку, чиркнул спичку.

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫынсем сан валли ахалех ӗҫленӗ, эсӗ вӗсенне пӗр кӗпе ҫеҫ мар хывса илнӗ.

Люди задарма на тебя работали, ты не одну с них рубаху спустил.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пурте ахӑлтатса кулса янӑ, Игнат Савельевич та ӑшӗнче кулса илнӗ.

Все засмеялись, ухмыльнулся и Игнат Савельевич.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Игнат Савельевич ирӗксӗррӗн йӑл кулса илнӗ.

Игнат Савельевич через силу улыбнулся.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Костя ҫилли тулса килнӗ хӗрачан сасси чӗтреннинчен тӗлӗннӗ, ун ҫине пӑхса илнӗ те, вӑрт ҫаврӑнса, картишне кӗнӗ.

Костя удивился дрожащему от злобы голосу девочки, посмотрел на нее и, отвернувшись, вошел во двор.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Илтрӗр-и? — хресчен тутисене чалӑштарса кулса илнӗ.

— Слыхали? — мужик криво усмехнулся.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Лӳчӗркеннӗ хут укҫасем ҫине хресчен пӗр вӑхӑт нимӗн чӗнмесӗр пӑхнӑ, ассӑн сывласа илнӗ, унтан кӗререх тӗслӗ сарлака ал лаппипе укҫана сӗтел хӗрринелле тӗксе хунӑ.

Он с минуту молча смотрел на скомканные бумажки, вздохнул, потом широкой смуглой ладонью отвел их к краю стола.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Аниска турӑшсем ҫине пӑхса сӑх-сӑхса илнӗ, сывлӑх суннӑ та ыйтнӑ:

Аниска помолилась на иконы, поздоровалась, потом спросила:

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Юлашкинчен вӑл хӗрӗ мӗн ыйтнине ӑнланса илнӗ пулмалла, — малтан тӗксӗмленнӗ, унтан виҫӗ пайӑрка ҫӳҫне силлентерсе илнӗ те ура ҫине тӑнӑ, тачка хулпуҫҫийӗсене тӳрлетнӗ.

Наконец он, видимо, понял, о чем она просила, — вначале нахмурился, потом тряхнул ветхим начесом чуба и встал над столом, распрямил полные плечи.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫерем ҫинче, ҫулӑм хыпса илнӗ пӳртрен инҫех те мар, вӗсен пичӗсене хутнӑ кӑмака умӗнче тӑнӑ пек пӗҫерсе илнӗ.

На лужайке, недалеко от охваченной пламенем избы, в лицо им ударил нестерпимый, как от топившейся печи, жар.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Юлташсем хӗрлӗ тӗсе юратаҫҫӗ! — хуллен кулса илнӗ пӗри.

— Товарищи красный цвет любят! — Кто-то подавился тихим смешком.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Улӑм витнӗ ҫуртсен тӗрӗллӗ мӗлкисем хыҫӗнче вут ҫулӑмӗ ялкӑшса илнӗ, ташласа янӑ, чӗвен тӑнӑ, ҫул ҫинче лапсӑркка ҫулӑм лаша ҫилхи пек вӗлкӗшнӗ.

За резными силуэтами соломенных крыш взвился огонь, заплясал, встал на дыбы, и, точно грива, билось на ветру косматое пламя.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Тури касра ҫунать! — ахлатса илнӗ пӗр хӗрарӑм.

— На верхней улице горит! — охнула какая-то баба.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Аҫа ҫури ерипен ӳсӗрӗлсе пынӑ, унӑн пит-куҫӗ хӗрелнӗ, сӑмси ҫап-ҫутӑ курӑннӑ, куҫӗсем хупӑнса ларас пек хӗсӗннӗ, вӑл кӑвак сухалне каҫӑртса ӗҫнӗ чух унӑн шӑнӑрлӑ мӑйӗ ҫинче пыр мӑкӑлӗ илемсӗррӗн туртӑна-туртӑна илнӗ.

Отчим медленно пьянел, лицо его багровело, нос лоснился от жира, глаза словно заплывали, становились меньше, а когда он пил, запрокидывая сивую бороду, на его жилистой шее противно дергался кадык.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Костя чейникрен пӗр сыпкӑм ӗҫнӗ, йӳҫӗ эрех унӑн ҫӑварне ҫунтарса илнӗ, унӑн сывлӑшӗ пӳлӗнсе ларнӑ, куҫӗсенчен куҫҫуль тапса тухнӑ, куккӑшӗ ахӑлтатса кулса янӑ та, чейникри сӑмакуна тӑккаласа, сӗтел патнелле танкӑлтатнӑ.

Костя хлебнул из чайника, ему опалило острой горечью рот, он задохнулся до слез, а дядя захохотал и, расплескивая из чайника самогон, пошел к столу.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Урасем тапӑртатнипе сӗтел ҫинчи савӑт-сапа чӑнкӑртатса ларнӑ, лампӑсем йӑлтлата-йӑлтлата илнӗ.

От топота ног звякала посуда на столах, вздрагивали язычки пламени в лампах.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Сӗтел тӗлӗнче махоркӑ тӗтӗмӗ явӑннӑ, ҫынсем пӗр чарӑнмасӑр калаҫнӑ, ҫӗҫӗ-вилкӑ шаклатнӑ, маччаран ҫакнӑ лампӑсенче ҫулӑм йӑлт-ялт сике-сике илнӗ.

Над столами качался махорочный дым, стоял неумолчный говор, лязг ножей и вилок, трепыхали языки пламени в подвешенных к потолку лампах.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ывӑлӗсем черккисене чӗнмесӗр, пӗр харӑс ҫӑвара ӳпӗнтернӗ, хӗрлӗ тутисене чышкисемпе шӑлса илнӗ.

Сыновья молча, как по команде, опрокинули в рот рюмки, вытерли кулаками красные губы.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Игнат Савельевич арӑмӗ ҫине айккинчен ачашшӑн пӑха-пӑха илнӗ, сылтӑм аллипе картусне кӑшт сӗртӗнсе, хирӗҫ пулакан хресченсене пуҫ тайнӑ, — пӗрисене саламланӑ чухне аллине картус сӑмси патне илсе пынӑ, теприсене хисеплӗрех саламланӑ — картусне ҫӗкленӗ те, ӑна пӗр самант кукши тӗлӗнче тытса тӑрса, сайралса юлнӑ ҫӳҫӗсем ҫине пусса лартнӑ.

Игнат Савельевич искоса с нежностью поглядывал на жену, кланялся встречным мужикам, чуть касаясь правой рукой фуражки, — одним лишь показывал, что приветствует их, и подносил руку к козырьку, другим отвечал более уважительно — приподнимал фуражку и, мгновение подержав ее над лысиной, опускал на жидкие остатки волос.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней