Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫапах ют ҫын куҫӗ кӑна умрине нимех те асӑрхаймасть, ачаран кунта ӳссе ҫитӗннӗ ҫынсем вара, тӗттӗм пулин те, нумай-нумай япалана кураҫҫӗ, сисеҫҫӗ, илтеҫҫӗ, туяҫҫӗ: унталла-кунталла кукӑрӑлса выртакан урамсене те, кил-ҫуртпа хуралтӑсене тӑр-кӑнтӑрлах тӗтре пек хуплакан кӑтра йӑмрасемпе тирексене те, революциччен темиҫе ҫул маларах кӑна-ха туса лартнӑ ҫутӑ пуҫлӑ чиркӗве те, унран инҫех те мар, тӗрӗсрех каласан, унӑн тӳртумӗнчех тупӑшмалла вырнаҫнӑ шкул ҫуртне те, ял вӗҫӗнчи кантӑр пӗвине те — пурне те, пурне те.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Именнипе питҫӑмарти хӗрупраҫӑнни евӗр хӗрелсе тӑрать унӑн, тути хупӑнма манать, куҫӗ ҫынна питрен пӑхаймасть, ҫавӑнпа, ниҫта кайса кӗме пӗлмесӗр, чӑл-чал вылянать.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Хӗр ӑна питрен тимлесе пӑхрӗ, анчах, каччӑ куҫӗ сӳнмен кӑвар пек йӑлкӑшса илнисӗр пуҫне, тӗттӗмре нимех те асӑрхаймарӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Телегин куҫӗ умӗнчех вилнӗ вӑл.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
«Гарнаш, Автан урамӗ», — куҫӗ тӗлне пулчӗҫ сас паллисем.
IV. «Гарнаш, Автан урамӗ» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Анчах экипаж куҫӗ умӗнче утрав ҫав таран пысӑк мар-ҫке, ҫынна е унӑн шӑмми-шаккине шыраса тупма питех те ансат.
IV. «Гарнаш, Автан урамӗ» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Вӗсен Тарта курӑнми нумай-нумай куҫӗ сывлӑшра ҫаврӑнать-пӑтранать, ҫав куҫсем унӑн аллисем ҫине чечек куҫҫульне тӑкаҫҫӗ, хурт-кӑпшанкӑн симӗсрех хӗлхемӗсемпе йӑлтӑртатаҫҫӗ те ҫухалаҫҫӗ — тимлӗ-тимлӗ шухӑшпа, тунсӑхпа, аса илӳлле ҫепӗҫ кулянупа тулнӑскерсем.
II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Пурҫӑнӑн ҫӑмӑл хирӗҫӗвне пӑлхата-пӑлхата Грэй тӗссене уйӑра-уйӑра тӗпчет: шупка хӗрлӗ, кӗрен, тӗксӗм кӗрен; чие тӗсӗпе хӗрле сарӑ, тӗттӗм хӗрлӗ тӗссен ҫӑра кӑпӑкӗ; «ытарайми», «ҫав тери хитре», «чаплӑ», «шеп» йыш-ши сӑмахсем евӗр суя тӑванлӑхра уйрӑлса тӑракан мӗн пур вӑйпа пӗлтерӗшлӗ сӗм кунта; пусма хутланчӑкӗсенче курсан та сӑмахпа каласа хаклайми систерӳсем пытаннӑ, анчах чӑн-чӑн хӗрлӗ тӗс пирӗн капитан куҫӗ тӗлне ҫав-ҫавах лекмест-ха.
V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Капитанӑн куҫӗ хупӑнма пуҫларӗ, анчах вӑл ҫакна асӑрхамасть-ха.
III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Вӑл мӑшӑрӗн Еленӑн куҫӗ умӗнчех вилнӗ.
Паян Олег Мустаевӑн чӗри тапма чарӑннӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/31269.html
Ҫӳҫӗ ҫутӑрах, куҫӗ симӗс тӗслӗ.
36 ҫулти арҫынна пиллӗкмӗш кун шыраҫҫӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/31213.html
Кӗлетки йӑлт шыва путсан ҫеҫ куҫӗ умне ачисем тухса тӑчӗҫ.
Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.
Нина ҫав самантра хӑй кӗлетки чӗтренине, куҫӗ хуралса килнине, пуҫӗ ҫаврӑннине туйрӗ.
Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.
Кӳренӳ-тарӑхӑва сирес тесе те пӑхрӗ вӑл, анчах куҫӗ умне яланах Миша хӑйне хӗнени, унӑн ҫиллес сӑнӗ, Зина хваттерӗнче пулса иртни тухса тӑчӗ.
Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.
Ун куҫӗ умне нумай пулмасть туяннӑ икӗ пӳлӗмлӗ хваттерӗ тухса тӑчӗ.
Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.
Ирхине фирмӑна ҫитсен те Нинӑн сӑнарӗ ун куҫӗ умӗнчен каймарӗ.
Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.
Ачисемпе пӗрле илемлетнӗ сӗтеле курсан куҫӗ куҫҫулӗпе тулчӗ.
Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.
Икӗ хура куҫӗ шӑтарасла, ҫав вӑхӑтрах ачашшӑн пӑхаҫҫӗ.
Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.
Тамара куҫӗ куҫҫуллӗ тарӑхупа тулчӗ.
Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.
Сасартӑк ун куҫӗ ҫул хӗрринчи йывӑҫсем хушшинче тӑракан пӗр ӗмӗлке ҫинче чарӑнчӗ.
Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.