Поиск
Шырав ĕçĕ:
Коршунов халь кӑна Дон леш енчен таврӑннӑччӗ те, киммине карта хӗррине ишсе пырса тӑратнӑ чух, юхӑм шыва ҫӑмӑллӑн йӑранлакан сӑрланӑ пӗчӗк кимме асӑрхарӗ.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Пушар сарайӗ тӑрринчен пӗчӗк ачасем хӑмӑр пӗлӗт пек капланнӑ чӗвӗлти ҫерҫисене хуйхатса тартаҫҫӗ.С крыши пожарного сарая ребятишки гоняли серую свиристящую тучу воробьев.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Иккӗмӗш работникӗ, Мигулински станицӑран килнӗ хура ӳтлӗ имшеркке пӗчӗк казак, Михей ятлӑскер, Коршуновсем патӗнче нумаях пулмасть пурӑнма пуҫланӑ; ҫунса кайса ҫука юлнӑ хыҫҫӑн вӑл работнике килсе кӗнӗ те Гетькӑпа (Геть-Бабана кӗскен ҫапла чӗнеҫҫӗ) туслашнӑ, унтан хутран-ситрен хӑй те ӗҫкелеме тытӑннӑ.
19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫӳлти алӑк хушӑкӗ витӗр кухньӑран горницӑналла Митька кармашса пӑхрӗ, аялта Натальйӑн икӗ пӗчӗк йӑмӑкӗ кӑшӑлтатса илчӗҫ.
18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Косилкӑн пӗчӗк кустӑрмисем, чӑнкӑртаткаласа, тӗссӗр-кӑвак пӳс пек тусан ӑшне путса кӗрсе, хапхаран кусса тухса кайрӗҫ.Мелкие колеса косилки, повизгивая, врезаясь в серый плюш пыли, выбрались за ворота.
16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вӑрӑ пекрех йӑпшӑнса, йӗри-тавра ҫаврӑнса пӑхрӗ — никам та ҫук, инҫетри пристаньре кӑна пӗчӗк ачасем шыва кӗреҫҫӗ.Воровато огляделась — никого, лишь на дальней пристани купаются ребятишки.
16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Аксинья ҫак пӗчӗк ҫеҫ те хӑй юратнӑ ӳт лаптӑмне, тахҫан хӑйӗн пулнӑскерне, куҫӗсемпе чуптуса илчӗ; кӑштах ейӗлсе тӑракан шуранкарах тутисем ҫине куҫҫуль шӑпӑртатса тумларӗ.
16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вӗри хӑрушлӑхпа пӑхать вӑл упӑшкин апат ҫинӗ чух айӑн-ҫийӗн шӑвӑнса тӑракан кимӗрчӗклӗ пӗчӗк хӑлхисем ҫине.С жарким ужасом глядела на маленькие хрящеватые уши мужа, ползавшие при еде вверх и вниз.
14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Хутор хӗрринчи пӗчӗк пӳрт умне чарӑнчӗҫ.
13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вӗсем пӗчӗк сӑрт хыҫӗнче вӗренчӗкле атакӑна кӗреҫҫӗ, хӑйсен «тӑшманне» чеен ҫавӑрса илсе, хӳтӗре мишеньсем ҫине тупӑсемпе пӑшалсемпе переҫҫӗ.
11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Кӑвакал йӑви пулнӑ пӗчӗк шӑтӑк хӗрринче тепӗр чӗпӗ, ҫавапа ҫурма варринчен касӑлса татӑлнӑскер, йӑваланса выртать, ыттисем чӗвӗлтетсе, курӑк ӑшне тарса, сапаланса пӗтрӗҫ.
9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Григорий пӗшкӗнчӗ: ун ури айӗнченех пӗчӗк кайӑк-кӑвакал чӗппи шиклетсе тухрӗ те курӑк ӑшнелле сиккелесе кӗрсе кайрӗ.Григорий нагнулся посмотреть: из-под ног с писком заковылял в траву маленький дикий утенок.
9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Пӗрремӗш хут ҫитернӗ хыҫҫӑнах бричкӑна Христоньӑн пӗчӗк лашипе Степан Астаховӑн хура урхамахне кӳлчӗҫ.В бричку после первой же кормежки запрягли двухвершкового Христониного коня и Степанового вороного.
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Аллинче пӗчӗк чашӑкпа ҫӗр ҫырли.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Чышки те ӗнтӗ, ытлашши чышкӑ темеллех те мар, ҫиме юрӑхсӑр пӗчӗк кавӑн чӑмӑркки пек ҫеҫ; пӗрре хирте вӑл тенепле вӑкӑр ҫине тарӑхнӑ пулнӑ, аллинче пушӑ пулман та, пӗррех панӑ вӑл вӑкӑра чышкипеле — вӑкӑр ҫавӑнтах суха касси ҫине тӗшӗрӗлсе аннӑ, ик хӑлхинчен юн тапса тухнӑ, аран-аран сывлӑш ҫавӑрса илнӗ.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Донӑн сулахай енчи хӑйӑрлӑ ҫыранӗ, анлӑ улӑхсем, вӑрманпа карталаннӑ пӗчӗк кӳлӗсем, пырса кӗме ҫук ҫӑра хӑмӑшлӑх, сывлӑмпа витӗннӗ вӑрман — ҫаксем пурте пӗлӗт ҫине ӳкнӗ элес-мелес сивӗ шуҫӑм ҫутипе ялкӑшаҫҫӗ.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ку килте вӑрӑм алӑллӑ, пысӑк куҫлӑ ҫамрӑк Дуняша, ашшӗн чи юратнӑ хӗрӗ, тата Петр арӑмӗ Дарьйӑпа унӑн пӗчӗк ачи пулнӑ,— акӑ Мелеховсен пӗтӗм ҫемйи те ҫакӑ кӑна.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ку килте вӑрӑм алӑллӑ, пысӑк куҫлӑ ҫамрӑк Дуняша, ашшӗн чи юратнӑ хӗрӗ, тата Петр арӑмӗ Дарьйӑпа унӑн пӗчӗк ачи пулнӑ,— акӑ Мелеховсен пӗтӗм ҫемйи те ҫакӑ кӑна.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Пӗлместӗп пулать иккен, пӗчӗк ача мар-ҫке эпӗ, хам виҫӗ ача ҫуратса ӳстертӗм.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Шальтутрипе пӗркеннӗ ҫак пӗчӗк ҫеҫ хӗрарӑм салху куҫӗсене сайра хутра ҫеҫ кӑтартнӑ, питне яланах пытарса, ҫынтан ютшӑнарах ҫӳренӗ.Маленькая, закутанная в шаль женщина, она прятала лицо, редко показывая тоскующие одичалые глаза.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.